Комментировать

14 Фев, 2017

Палăртнă çулпах пырать-и Канаш ен?

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нарăсăн 10-мĕшĕнче Канаш районĕпе хулинче пулчĕ. Шăхасан шкулĕнче ачасен алă ĕçĕсен, улма-çырла, пахчаçимĕç тата ыттин куравĕпе паллашрĕ.

Муниципалитет тата райадминистраци пуçлăхĕсемпе Иван Ивановпа тата Владимир Степановпа районăн кăçалхи аталану çул-йĕрне сÿтсе яврĕç. Район республикăри влаç органĕсемпе килĕштерсе ĕçленĕрен обязательствăсене пурнăçланине палăртрĕ. «Эпир ку енĕпе малашне те çине тăмаллине лайăх ăнланатпăр. Кăçал ял хуçалăх отраслĕнчи вăтам ĕç укçине 17 пин тенке çитересшĕн», — терĕ В.Степанов.

Анлă канашлура районăн 2016 çулхи экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçĕ тата 2017 çулхи тĕллевĕсем çинчен каласа кăтартрĕ. Выльăх ĕрчетессипе кăтартусем курăмлă. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне çулталăк каяллахипе танлаштарсан мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 5,3% ÿснĕ. Сысна 84,8% хушăннă. Ял хуçалăх культурисем туса илессипе те çитĕнÿсем пур. Тырпул лаптăкĕ, гектар тухăçĕ 2015 çулхинчен пысăкрах. Пурăнмалли çурт-йĕр хута ярассипе çителĕксĕр ĕçленĕ: плана 49,1% çеç тултарнă /районсен хушшинче 16-мĕш вырăнта/. Вак тавар çаврăнăшĕпе те 85,6% çеç /20-мĕш вырăнта/. Демографи кăтартăвĕсем савăнтармаççĕ. Пĕлтĕр ачасем виçĕмçулхинчен 0,8% сахалрах çуралнă. Вилекенсем 4,2% нумайрах.

2016 çулта Канашсем инвестици проекчĕсене 200 млн тенкĕлĕх ĕçе кĕртнĕ. Кăçал 7 проект пурнăçламалла.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — финанс министрĕ Светлана Енилина вырăнти бюджета харпăр хăйĕн тупăшĕнчен укçа сахалрах кĕнĕрен республикăра район 16-мĕшĕнчен 21-мĕш вырăна анса ларнине пĕлтерчĕ. Пĕрлехи хыснан тупăш пайне 5,8% пысăклатмалла терĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ООО гендиректорĕ Кияметдин Мифтахутдинов ялсенче пысăках мар клубсем тума сĕнчĕ. «Ырă тĕслĕх Шупашкар районĕнче пур: 1,5-2 миллион тенкĕ çитнĕ вĕсене хăтлама», — терĕ. «Вырăнти влаçăн ялсене аталантарас ыйтусене халăхпа пĕрле сÿтсе явмалла. Эпир лайăх ĕçлекен ял тăрăхĕсене пулăшма яланах хатĕр. Пурин те пулăшăва тивĕçессишĕн тăрăшмалла», — терĕ Михаил Игнатьев 4 ял тăрăхĕнче тухăçлă вăй хунине пĕлтернĕ хыççăн. Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче пурнăçламалли мероприятисене сÿтсе явнă май çемьесем уйрăлнин сăлтавĕсене тишкерчĕç. Тĕп сăлтав — ĕçкĕпе иртĕхни. «Ăнлантару ĕçне халăх хушшинче май пур таран вăйлатмалла. Çитĕннисен йăнăшĕшĕн ачасем шар ан курччăр. Йăлана кĕнĕ ырă енсене чĕртсе аталантармалла», — пусăмласах каларĕ Михаил Васильевич.

Канаш хулин 2016 çулхи экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçне тата 2017 çулхи тĕллевсене Канашри культура керменĕнче тишкерчĕç. Администраци пуçлăхĕ Владислав Софронов доклад турĕ. Çуртсен картишĕсене 5 çул хушшинче тирпей-илем, хăтлăх кĕртсе пĕтерессине пĕлтерчĕ. «Çынсен чи малтан пурнăçламалли ĕçсене пĕлсе тăмалла. Вĕсене пурнăçа кĕртме программа çирĕплетмелле. Унта хăш çурт картишĕнче тата хăçан ача-пăча валли спорт оборудованийĕ вырнаçтарассине палăртмалла», — сĕнчĕ Михаил Васильевич.

Финанс тата Информаци политикин министрĕсем Светлана Енилинăпа Александр Иванов доклада сÿтсе явма хутшăнчĕç. Хулан вăй-хăватпа туллинрех усă курмаллине палăртрĕç.

Канаш сăн-сăпачĕ чиперленет пулин те татăлман ыйту сахал мар. Педагогсем, тухтăрсем, ытти специалист çитмеççĕ. Сыватмăшсене врачсемпе 64,5% кăна тивĕçтернĕ. 4 шкулта 657 ача иккĕмĕш сменăра вĕренет. Çынсем çуралакансенчен ытларах вилеççĕ. Пĕлтĕр 248 мăшăр пĕрлешнĕ, 162 çемье саланнă /65%/. Сăлтавĕ тĕрлĕрен. Çамрăксене шалу тивĕçтермест. Упăшкисем Мускавра вăй хураç­çĕ, арăмĕсем юттисемпе вырăн ăшăтаççĕ. Ачисем епле ÿсеççĕ — никам та кăсăкланмасть.

Хула çыннисем республика Пуçлăхне питĕ кĕтнĕ пулас. Вĕсен ыйту калама çук нумай пухăннă. «Хуласемпе районсенче халăхпа тăтăш тĕл пулатăп. Анчах çакнашкал нумай ыйту панине ниçта та курман», — тĕлĕнчĕ Михаил Васильевич. Автотранспорт, шалу тивĕçтерменни, çурт картишĕсем хăтсăрри, вĕри шыв пулманни, ытти те. Пĕрисене — М.Игнатьев, теприсене В.Софронов хуравларĕç.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.