Комментировать

14 Фев, 2017

Туррăн кунĕ пĕрех, е Вунвиççĕ — пирĕншĕн телейлĕ хисеп пулчĕ

Мĕн вăл юрату? Черченкĕ çак туйăм тинĕс пекех анлă. Мĕн чухлĕ çын — çавăн чухлĕ тĕрлĕ шухăш! Эпир вара унăн тупсăмне Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăратра пурăнакан Валентинăпа Николай Павловсемпе пĕрле шырарăмăр. Валентина Петровнăпа Николай Викторович нарăсăн 13-мĕшĕнче мерчен ªкораллº туя палăртаççĕ. 35 çул ĕнтĕ вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ.

Çак тапхăрта телейлĕ мăшăр пĕр пăт тăвар çисе янă, пĕр-пĕрин кăмăлне, ăсне, çитменлĕхĕсене пĕлсе çитнĕ. Пĕр-пĕрне мĕнле пур — çавăн пек йышăнма хăнăхса çитнĕ. Чылай йывăрлăха парăнтарнă, савăнăçа пĕрле пайланă... Апла пулин те çав тери хитре çак туйăма упраса хăварма пултарнă.

«Юрату — пурнăç тупсăмĕ, пĕлтерĕшĕ, тĕллевĕ. Тĕнче тыткăчи, ăна аталантарса илем кÿрекенни. Юрату — мĕнпур ачашлăхпа çепĕçлĕх, чунăн, кĕлетке вăйĕн уявĕ. Чăн юрату иртмест, ĕмĕрĕпех пурăнать. Пурăннăçемĕн мăшăра ытларах савма пуçлатăн. Черченкĕ çав туйăм вара вăйланса, пысăкланса пырать. Пĕр-пĕрне хисеплени те çав тери пĕлтерĕшлĕ. Чашăк-тирĕк шакăртатасси те пулатех. Ун пек чухне чĕнмесĕр ирттерсе ямалла», — шухăшне палăртрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Сăмаха пит ваклама юратман Коля тете вара пире чăнласах юратакан çын юрату çинчен калаçманнине, кăмăл-туйăмне ĕçпе, хăйĕн тыткаларăшĕпе çирĕплетнине аса илтерчĕ. Телей тени шăплăха юратать-мĕн...

«Манăн хĕр тусăм Аля Анат Тимĕрчкассине качча тухнă чухне эпĕ унта алшăлли çакма кайнăччĕ. Пулас мăшăрăм машинипе çĕнĕхта илсе пынăччĕ. Çавăн чухне калаçкалама пуçланă. Клуба тухсан курнăçнă. Виçĕ çул çÿренĕ хыççăн туй турăмăр. Тукай ял тăрăхĕнче çырăнтăмăр. Çил-тăман вăйлă вĕçтеретчĕ ун чухне. Хăшĕсем 13 хисеп начар текелерĕç. «Туррăн кунĕ пĕрех», — тесе калать те пачăшкă, куна тиркес темерĕмĕр. Çав вăхăтрах: «Типпе кĕриччен тумалла туйне», — тесе васкатнăччĕ ваттисем. Ун чухне эпир нарăсăн 14-мĕшĕ Çветтуй Валентин, пĕр-пĕрне юратакансен кунĕ пулнине пĕлмен. Хальхи пек уявламан ăна. «Валентинкăсем» те пулман. Пĕлнĕ тĕк, тен, вырсарникунччен тăхтаттăмăрччĕ те-и... Ун чухне нарăсăн 13-мĕшĕ — шăматкунччĕ. Вунвиççĕ – пирĕншĕн телейлĕ хисеп пулчĕ», — йăл кулчĕ Валентина Петровна.

Валентина Павлова 6 ачаллă çемьере çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕ тĕпренчĕкĕсене мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Валентина уроксем хыççăн амăшне пулăшма фермăна чупнă. Екатерина Ивановна Çĕнĕ Мăрат ферминче дояркăра ĕçленĕ. Çемье ял-йышран юлман, пай тунă çĕре те хутшăннă. Хăмла çинче те ĕçленĕ. Çĕнĕ Мăрат, Тăманлă Выçли шкулĕсенчен вĕренсе тухнă хыççăн Валентина Павлова Шупашкарти 12-мĕш ача садĕнче вăй хунă. Çулталăкран Патăрьелти училищĕне ветеринара вĕренме кĕнĕ. Вĕренсе тухсан Çĕнĕ Мăрат ферминче 17 çул ветеринарта ĕçленĕ. Чирленĕ хыççăн ялти лавккана сутуçăна куçнă.

Николай Павлов ялти шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн фермăра скотникре вăй хунă. Канашра шофера вĕреннĕ хыççăн Германире икĕ çул хĕсметре тăнă. Унтан таврăнсан «Заря» колхоз шоферĕнче. Павловсем пĕрлешсенех колхоз хваттерĕнче пурăннă. Пурнăçри вырăнне тупас тесе Чĕмпĕр облаçне те çитсе килнĕ. Çулталăкран тăван ялах таврăннă, çĕр вырăнĕ туянса пĕчĕк пÿрт лартнă. Кĕçех, ал-ура çавăрса ярсан, пысăкрах çурт çĕклеме вăй çитернĕ. Мăшăр виçĕ ача — Светлана, Александр, Димитрий — пăхса ÿстернĕ. Вăталăх ывăлĕпе пурăнаççĕ вĕсем паян. Саша халиччен Мускава ĕçлеме çÿренĕ-мĕн. Нумаях пулмасть вара Йĕпреçрех ĕçе вырнаçма май килнĕ. Светлана Шупашкарта пурăнать, амăшĕ пекех сутуçăра ĕçлет, çемьеллĕ. Димитрий та республикăн тĕп хулинче тĕпленнĕ. Мускава çÿрет. Мăшăрĕпе 3 ача пăхса ÿстереççĕ. Павловсем паян виçĕ мăнукпа йăпанаççĕ. Шăпа пÿрни, Турă çырни тупăнсан пурнăç ăнать теççĕ... Павловсем паян картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахчаçимĕç йышлă туса илеççĕ, ачисемпе мăнукĕсене пулăшаççĕ. «Вĕсем — çав тери пуян чун-чĕреллĕ çынсем. Çулла килсе курасчĕ сирĕн, пахчинче мĕн кăна ÿстермеççĕ-ши? Эпир те акатпăр ĕнтĕ, пирĕн пурте шăтмасть. Вĕсен вара шăтать, парка ÿсет. Выльăх-чĕрлĕхе те пĕлсе, лайăх пăхаççĕ. Вăрман çимĕçне хатĕрлеме те, алĕç тума та вăхăт тупаççĕ. Хăйсен ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе ыттисене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ», — çапла хак пачĕ хисеплĕ мăшăра Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева.

Павловсем паян вăталăх ывăла авлантарасчĕ, кин кĕртесчĕ тесе ĕмĕтленеççĕ. Нарăсăн 14-мĕшĕнче вара пĕрлешнĕренпе 35 çул çитнине те, Çветтуй Валентин кунне те палăртĕç. Ара кил хуçи хĕрарăмĕ Валентина ятлă-çке... «Пицца, пÿремеч, тĕрлĕ кукăль пĕçересшĕн-ха. Ятарласа кăмака хутăп. Эпĕ газ плитипе янтăлама пĕлместĕп, маншăн кăмака лайăх. Газ кĕртсен те кăмакана пăстармарăм. Кăмакара яшки те, шарккăвĕ те техĕмлĕ пиçет», — вăрттăнлăхне уçрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.

Юратусăр пурнăç çулталăк çуркуннесĕр иртнипе пĕрех. Юрату çынна çĕклет, çын вĕçет. Чун юрлать, сăн-пит çиçет. Çапла пĕтĕмлетрĕмĕр эпир Павловсемпе.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.