Комментировать

14 Фев, 2017

«Тусăмсем шанчăклипе савăнатăп»

Нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери пациент кунĕ. Ăна 1992 çулта Рим Папи II Иоанн Павел сĕннипе палăртма пуçланă, календаре кĕртнĕ. 1993 çулта сывă мар çынсемпе тимлĕ пулмаллине чĕнсе каланă.

Паллах, Чирлĕ çын кунне уяв тееймĕн. Пиртен кашниех пациент пулса тухтăр пÿлĕмĕ умĕнче тăрса курнă. Çак кун чирлĕ çынсемпе медицина ĕçченĕсен çеç мар тимлĕ пулмаллине, ăçта ĕçленине, обществăра, политикăра мĕнле вырăн йышăннине пăхмасăр пирĕн хушăмăрта чирлĕ çынсем те пуррине астутарни, вĕсене тимлĕх уйăрмаллине палăртни пĕлтерĕшлĕ.

Вăрнар районĕнчи Ярмушкара пурăнакан Балыковсем мана ăшшăн кĕтсе илчĕç. «Çул çÿрекене апата лартмасăр кăларса ямаççĕ», — тесе Людмила сĕтел çине апат кăларма тытăнчĕ. Пĕчĕк пÿллĕ, кăштах уксахлакан, сывах мар алăллă пикене килти ĕçе пурнăçлама çăмăлах та мар-тăр. Тÿрех пулăшу сĕнме те меллех мар пек туйăнчĕ, палламастăп та-çке…Чăрманма кирлĕ марччĕ текелеме пăхнине картишĕнчен кĕнĕ амăшĕ, Зоя аппа, сăмах хушса майлаштарса ячĕ: «Алă-ура сыв мар тесе нихăçан та ĕçсĕр лармасть çав, килти ĕçе йăлтах тăвать. Пурăнатпăр çапла шăкăлтатса».

Пÿрт ăш-чиккине Людмила ăсталанă япаласем илем кÿреççĕ. Çыхнă пĕчĕк кавир, сĕтел çитти, минтер пичĕсем, чечек çыххисем. Урана тăхăнмалли тапăчки-чăлхаран пуçласа кăткăс эрешлĕ кофта-кардиган таранах çыхать вăл, çийĕнче те — хăй çыхнă шупка-кĕрен тĕслĕ илемлĕ кофта.

— Халĕ ниçта та ĕçлеместĕп те пушă вăхăт нумай, çавăнпа аппаланатăп та, — йăл кулать вăл, эпĕ тĕрлĕ тĕслĕ çипрен çыхнă чечексене пăхнипе темех мар-çке тенĕн аллипе сулса. — Халĕ, ав, пенсие тухсан тĕрĕ тĕрлеме, каскалама е ÿкерме пуçлаççĕ те…

Людмила Алексеевна 5

ачал­­­­­­­­­­­­­лă çемьере çуралнă, вă­­­­­­­тамми. Ача ÿснĕçемĕн ÿт-пĕвĕпе тĕрĕс-тĕкел аталанайманни палăрнă. Пульницăсене çÿресе сиплени те чире ирттереймен. 7 çул тултарсан сывă ачасемпе пĕрлех шкула çÿреме пуçланă, вылянă, кулнă. Физкультура урокĕсене çеç ыттисемпе пĕрле хутшăнман вăл. 1987 çулта класри ачасемпе пĕрлех аттестат илнĕ. Вĕренÿ çулĕсенче Люда больницăсенче, санаторисенче темиçе хут та сипленнĕ, вăхăчĕпе унтах вĕреннĕ те.

— 14 çула çитсен çеç мана инвалидлăх пачĕç, документра «Ачаранпах инвалид» тесе палăртнă пулин те, — аса илчĕ ачалăх çулĕсене Людмила. Сывах мар пулнипе пусăрăнчăк кăмăл, ÿпкев пулман-ши текен шухăшăма сиснĕнех сăмаха çавăн çине куçарчĕ.— Халĕ те, ача чухне те пусăрăнчăк кăмăлпа, ÿпкевпе пурăнман эпĕ, шÿтлетĕп те йĕплетĕп те.Тавах турра, уçă, хавас кăмăл панăшăн.

Çивĕч ăслă хĕрача шкулта аван вĕреннĕ, математикăпа туслăскер алла аттестат илсен Ульяновск облаçĕнчи Димитровградра инвалид ачасенчен бухгалтерсем хатĕрлекен 10 уйăхлăх курсне пĕтернĕ. Унтан каллех — пульница, медкомисси тĕрĕслевĕ… Профессие тĕплĕн вĕренме Пермь крайĕнчи Кунгур хулинчи инвалидсем валли ятарласа уçнă професси техникумне вĕренме кайма тĕв тунă. Сывлăха тĕрĕслекен комиссире ăна сусăр алăсемпе шут шăрçине шутарма, машинкăпа пичетлеме кансĕррине асăрхаттарнă, вĕренме кайма ирĕк парасшăн пулман. Çамрăкăн чун хавалне, ĕçлес туртăмне тĕрĕсленĕ-ши тÿррĕн, кăнттамрах ыйтусем парса? Хĕрĕн çине тăрсах хăй пултарнине çирĕплетме тивнĕ.

— Кунгуртан вĕренсе тухсан каллех пĕр хушă ĕçсĕр пурăнтăм, çавăн чухне ал ĕçĕпе кăсăкланса кайрăм. Малтан килте арланă çăм çиппинчен, каярахпа тĕрлĕ илемлĕ çип туянса çыхма тытăнтăм. Çынпа хутшăнма юрататăп. 1997 çулта «Гвардеец» колхозăн ревизи комиссийĕнче ĕçлеме пуçларăм. Бухгалтерсен ĕçне те тĕрĕсленĕ, пулăшма ыйтакансем те пулнă, хирĕçлемен. 2000 çулта «Гвардеец» ЯХПК пулса тăрсан унта бухгалтерта тăрăшрăм. Ĕçĕм килĕшетчĕ. Пĕрлештернĕ хуçалăхсем йăлтах салансан ĕçсĕр юлтăм. Инвалидлăх укçи илсе тăратăп халĕ, II-мĕш ушкăн, пушă вăхăт пуррипе каллех алă ĕçне тытрăм.

Эпĕ пынă чухне диван пу­çĕнче ача валли çыхса пĕтереймен капăр чăлхасем выртатчĕç. Инкĕшĕн йăмăкĕн ачисем валли иккен. «Пĕлтĕр тапăчкисем нумай çыхрăм, кăçал урăххипе аппаланатăп. Çипрен чечексем çыхса тусăмсене парнелетĕп. 50 чечек çыххи те пулчĕ пулĕ»,— ăнлантарчĕ вăл.

Уçă кăмăллă, çынпа хутшăнма хапăлскерпе калаçу лайăх сыпăнчĕ. Инкĕшĕ манпа пĕр класра вĕреннĕ Эльвира Трифонова иккенне пĕлсессĕн çийĕн­чех шăнкăрав вĕçтерчĕ.Тахçантанпа курман тантăшăм васкаса килсессĕн калаçу малалла тăсăлчĕ. Эпир, чăвашсем, хамăр çинчен пит калаçма юратмастпăр, ырă сăмаха тивĕçсен те. Тепĕр çын хаклавĕ сăнара уçма пулăшать те. «Эпир, пĕр класра вĕреннисем, Ярмушкасем пек тĕлпулусем ирттерейместпĕр. Çÿреме йывăртарах пулнипе Люда аккана тус-тантăшĕ машинăпа килсех илсе каять. Пĕлетĕп: Люда çыхнă, ăсталанă сувенир чылайăшĕн килĕнче пур, вĕсенче унăн чун ăшшийĕ упранать. Вăл çыхнă япаласене пуçтарсан пĕр лав мар, трактор кузовĕ те çитес çук.

Людмила Алексеевна паянхи кун уттинчен юлмасть, интернетпа тус-тантăшĕпе çыру çÿретет, çĕнĕ хыпарсемпе паллашать пулин те чун апачĕ тăван сăмах иккенне палăртрĕ: «Тăван республикăмăр пурнăçне компьютер урлă йăлтах пĕлсе тăма пулать те, хаçат-журнала та алла тытас килет. «Хресчен сасси», «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатсем килсе тăраççĕ. Чăваш сăмахĕ чуна çывăх, малашне те унран писес марччĕ. Тĕнчепе хутшăнура пулни чуна «мăкланма» памасть. Ал-ура тĕрĕс-тĕкел пулсан тата харсăртарах пулмалла та… Халĕ лавккара темĕн те пур. Эпĕ ыйтнипе çипсене пĕлĕшĕмсем, тăванăмсем туянса килсе параççĕ, тавах вĕсене. Манăн та парăмра юлас килмест. Пĕчĕкçĕ парне пулсан та кăмăл турамĕ вăл. Кучченеç илме те, кÿме те ырă вĕт. Тусăмсем шанчăклипе савăнатăп».

Чылайччен сÿтĕлчĕ сăмах çăмхи, сапăр хуçасемпе сывпуллашса чарăнăва утнă май шăпа теветкеллĕхĕ пирки шухăшларăм. Хăшĕ-пĕрин сывлăхĕ тĕрĕс-тĕкел пулсан та пурнăçа хаклама пĕлеймест. Сахал-им пирĕн хушăмăрта ун пеккисем? Çемье çавăрса ачапчаллă пулсан кил-йыш яваплăхĕн лавне туртас вырăнне «хуçăлакансем», черкке ăшне путса пурнăçа харама яракансем мĕн чухлĕ. Тепри вара пурнăç йывăрлăхĕсене парăнмасăр малалла талпăнать, ÿт-пÿ хевтесĕрлĕхне чун хавалĕпе саплаштарать, çын тĕлĕнмелĕх пурнăçне ăнтарать. Хăй чылайăшне вăйпа мар тăк, канашпа пулăшма хатĕр. Вĕсен шутĕнче çĕнĕ пĕлĕшĕм Людмила та. Пурнăçра çирĕп тăма чун сывлăхĕ, малашлăх ăнтăлăвĕ пулни чи кирли иккен.

Эльвира ИВАНОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.