Чапаев паян та паттăрлăх тĕслĕхĕ
В.Чапаев тата унăн арăмĕ П.Метлина /1916 ç./. | Д.Фурманов /сулахайри/ тата В.Чапаев аманнă хыççăн. |
«Чапаев кам вăл?» — тесе ыйтсан хуравне пĕлмен ветеран ССР Союзне кĕнĕ республикăсенче те çук-тăр. Граждан вăрçин геройĕ Василий Иванович ЧАПАЕВ çуралнăранпа 130 çул çитрĕ.
Халăхран тухнă командир
Вăл 1887 çулхи нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Шупашкар уесĕнчи Будайкăри хресчен çемйинче 7 уйăхра çуралнă. Ку вырăс ялне XX ĕмĕрте Шупашкар хулине кĕртнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ун чухне улттăмĕш ачи çитĕнсен çĕршывĕпех чапа тухасса шухăшлама та пултарайман. Хавшакскер çăварне те уçайман, пурăнасси те иккĕлентернĕ. Апла пулин те Васенька кăкăр сĕчĕпе часах йăл илнĕ.
Чапаевсен çемйи çитмен пурнăçа пула нуша нумай курнă. Выçлăх вĕсене 1897 çулта Будайкăран Самар кĕпĕрнинчи Балаковăна илсе çитернĕ. Ĕçе кÿлĕннĕ пирки ачасем шкула çÿреме пăрахнă.
Чапаевсен йăхĕнче священниксем те пулнă. Вася вĕсен çулĕпе кайтăр тесе ашшĕ иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшне шанса панă. Анчах пĕррехинче пачăшкă айăпа кĕнĕ Василие сивĕре йывăç читлĕхе хупнă. Йăрă ача пиччĕшĕнчен те, Турăран та тарнă! Священник пулайман.
Вуникĕ çулта чухне ашшĕ ăна купса аллине панă. Вăл пĕр чĕлĕ çăкăршăн кунĕпех пилĕк авнă. Хуçа ăна суту-илÿ ĕçне вĕрентнĕ. «Тавар туянакана улталамасан — пуяймастăн!» — тенĕ. Василий укçа шутлама лайăх пĕлнĕ, анчах çынна улталама килĕшмен. «Ачалăх йывăррăн та тĕксĕммĕн иртрĕ. Нумай мĕскĕнленме, выçă хырăмпа алă тăсса çÿреме тиврĕ», — аса илнĕ кайран дивком /дивизи командирĕ/.
Вася купсана тухайман, ашшĕ килне таврăннă, пиччĕшĕсемпе пĕрле платникре çÿренĕ. Мещен хĕрне, вунултă çулти Пелагейăна, качча илнĕ. Вĕсен виçĕ ача çуралнă.
1908 çулта Василие çара илнĕ. Анчах чире пула çулталăкран килне янă. Çемйине тăрантассишĕн каллех платникре ĕçленĕ. 1912 çулта хальхи Ульяновск облаçне кĕрекен Мелеккесс /халĕ — Димитровград хули/ ялне пурăнма куçнă. Ачисене çитĕнтерме пÿрмен: Пĕрремĕш тĕнче вăрçине кĕнĕ, 1917 çулчченех нимĕçсемпе çапăçнă. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн Георгин виçĕ хĕресĕпе медальне тивĕçнĕ.
Иккĕмĕш Пелагея
Фронтран вăхăтлăха таврăнсан Пелагея урăх арçынпа «çыхланнине» пĕлет, çийĕнчех вăрçă хирне таврăнать. Ăна атакăна пĕрре мар çĕкленнĕ çывăх юлташĕ кĕтсе илет. Иккĕшĕнчен пĕри пуç хурсан чĕрĕ юлни юлташĕн ачисене пăхмашкăн çемьене илме тупа тунă. Чапаев /хăй «Чепаев» тесе алă пуснă/ тусĕ çĕре кĕнĕ. Василий унăн ачисене усрава илме пырсан амăшĕ те шăпăрлансене хĕрхенсе, те хăй тăлăха юласран хăраса: «Мана та пĕрле илĕр», — тенĕ.
Василий, хĕрарăма пĕрремĕш хут курнăскер, самантлăха хытса тăнă. Хăйĕншĕн — арăм, ачасемшĕн амăшĕ пулнине ăнкарса илме килĕшнĕ. Çапла Чапаев пĕр самантра çичĕ ача ашшĕ /4-шĕ — юлташĕн/ пулса тăнă. Вĕсен амăшĕ Пелагея, Василий Ивановичăн иккĕмĕш мăшăрĕ, Чапаев ашшĕн килне пурăнма куçнă.
Вĕсен çемье пурнăçĕ ăнман. Сăлтавĕ — Пелагея хăйĕнчен 10 çул çамрăкрах арçынпа, артиллери склачĕн пуçлăхĕпе Г.Живоложиновпа, варлашнинче. Чапаев иккĕшне вырăн çинче тытни çинчен сăмах-юмах часах сарăлнă.
1917 çулхи авăн уйăхĕнче Чапаева РСДРП /б/ членне илнĕ, чÿк уйăхĕнче Николаев хулинче /халĕ — Пугачев/ тăнă саппасри пехота полкĕн командирне, уесăн çар комиссарне суйланă. 1918 çулхи çу уйăхĕнчен — Николаев полкĕн командирĕ, утă-çурла уйăхĕсенче — бригада командирĕ, авăн уйăхĕнчен — Николаев дивизийĕн /каярахпа — Самар тата стрелоксен 20 тата 22-мĕш дивизийĕсем/ вăхăтлăх командирĕ.
Октябрьти революци хыççăн, 1918 çулта, монархие тавăрас, большевиксене советсенчен хăваласа кăларас текенсемпе социализм тума тĕллев тытнисен хушшинче граждан вăрçи пуçланнă. Дивком 1918 çулхи раштавран пуçласа 1919 çулхи пуш уйăхĕччен академире çар ĕçне вĕреннĕ. Çав хушăра преподавательсемпе тавлашкаланă. Хресчен-рабочи юн юхтарнă чухне парта хушшинче ларас килмен пирки хăйне каллех фронта яма ыйтнă. Унтан таврăнсан — стрелоксен Александр Гай бригадин командирĕ. Ăнăçлă операцисемшĕн Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ. Дивизи шурă гвардеецсене Урал тăвĕсем патне çитиех хăваланă.
Вăтăрпĕр çулти Чапаев дивизи комиссарĕн Дмитрий Фурмановăн мăшăрне Анна Стешенкăна килĕштернĕ. Ная /ăна çапла чĕннĕ/ паттăр дивком юратăвне хĕрÿллĕн йышăннă.
Фурманов Чапаева тавăрас тенĕ пулсан «роман» пуçламăшĕнчех пĕтерме пултарнă. Дивизири çитменлĕхсем çинчен реввоенсовет председательне Лев Троцкие çеç систермелле пулнă. Чапаева курайманран унăн алли хытах кĕçĕтнĕ. Куйбышевпа Фрунзе Василий Иванович хутне кĕрсе 1919 çулхи çурла уйăхĕн вĕçĕнче Фурманова Туркестана ăсатнă. Ная унран юлман. Вăл культурăпа çутĕç агитаторĕ пулнă май Чапаевпа 6 уйăх çеç хутшăннă.
Юлашки çапăçу
Авăнăн 5-мĕшĕнче 32 çулти Василий Иванович шуррисен суйласа илнĕ отрячĕсемпе çапăçса пуç хунă. Унтанпа 98 çул иртнĕ пулин те вилĕмĕ халичченех калаçтарать. Граждан вăрçин геройĕ 1919 çулхи ака уйăхĕнчен ертсе пынă стрелоксен 25-мĕш дивизийĕн пĕчĕк пайĕ авăн пуçламăшĕнче Лбищенскпа унăн таврашĕнче чарăнса тăнă. Çав хулана дивизи штабĕ, снабжени пайĕ, трибунал, ревком, дивизин ытти уйрăмĕ — пурĕ 2000 яхăн çын — пырса вырнаçнă. Кунта дивизие хĕç-пăшал, апат-çимĕç турттаракан икĕ пине яхăн лавçă çĕр каçнă. Вĕсен хĕç-пăшал пулман.
Хулана хураллама дивизи шкулĕн 600 салтакне шаннă. 5-мĕшĕнче, тăшман шуçăмпа атакăна çĕкленнĕ чухне, вĕсем Чапаевпа пĕрле çапăçăва кĕнĕ. Дивизин тĕп вăйĕ çавна сисмесĕрех Лбищенскран 40-70 çухрăмра тĕлĕрнĕ.
Бородин полковник ертсе килнĕ казаксем хулана юланутсемпе çил-тăвăл пек пырса кĕнĕ, çурт-йĕре вут хыптарнă, хĕрлĕармеецсене пере-пере пăрахнă. Вĕсен пĕр ушкăнĕ Собор лапамĕнче пуçтарăннă. Казаксем вĕсене хуптĕрлесе тыткăна илнĕ. Урал хĕррине пĕчĕк ушкăн çеç çитме пултарнă.
Чапаева тыткăна илме йĕркеленĕ взвод Чапаев çĕр каçнă пÿрте шыраса тупнă. Çуртран винтовкăпа тухнă хĕрлĕармееца Чапаев тесе тытса чарнă. Василий Иванович çав самантра чÿречерен сиксе ĕлкĕрнĕ. Белоножкин подхорунжий ăна аллинчен амантнă.
Юн юхтарса чупакан Чапаев юханшыв еннелле чакакан 100 яхăн хĕрлĕармееца пĕр ушкăна чăмăртанма мехел çитернĕ. Вĕсем казаксем еннелле пулеметран пенĕ, Белоножкин отрячĕн каялла чакма тивнĕ. Çапăçу пынă вăхăтра Чапаева тепре амантаççĕ, хальхинче — хырăмран. Аслă ывăлĕ Александр тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх — икĕ хĕрлĕармеец /Венгрирен/ хÿтĕлекенсене ертсе пыма пултарайман дивкома Урал урлă хапха алăкĕ çине хурса каçарнă. Герой пурнăçĕ юн нумай çухатнăран татăлнă. Казаксем унăн виллине шыраса ан тупчăр тесе венгрсем ăна çыран хысакĕнчи хăйăр-чулпа хупланă.
Малашне те хавхалантартăр
Чапаевпа ăçта уйрăлнине венгрсенчен пĕри 1962 çулта Чапаевăн хĕрне Клавдийăна çырса пĕлтернĕ. Вăл çынсене явăçтарса хысакра ашшĕн вилтăприне шыраса пăхнă. Çыран ишĕлнĕрен венгрсем кăтартнă вырăна шыв илнĕ. Ним те тупайман. Чапаева Урал урлă каçарнине шурă гвардеецсенчен юлнă документсем те çирĕплетеççĕ.
Чапаев вилĕмĕн версийĕ тĕрлĕ. Фурманов кĕнекинче аманнă Чапаев Урала путать. 1934 çулта ÿкернĕ «Чапаев» кинофильмра та çапла вилет. Дивизире çапăçнисем аса илнĕ тăрăх — хысакпа анса юханшыва кĕриччен вилмеллех аманнă. Шурă офицер хăйне чекистсем шыраса тупсан Чапаева юпа пуçламăшĕнче персе вĕлертĕмĕр тенĕ. Анчах следовательсем дивком пурнăçĕ авăн пуçламăшĕнче татăлнине лайăх пĕлнĕ.
Василий Ивановичăн аслă ывăлĕ Александр, 1941 çулхи çĕртме уйăхĕнче артиллерин Подольскри училищин курсанчĕсен батарейин командирĕ, Мускава тăшманран хÿтĕлессишĕн пынă çапăçусене хутшăннă, Ржев, Воронеж патĕнче хăюллă çапăçнă, аманнă. 1943 çулта Прохоровка ялĕ патĕнче иртнĕ танксен çапăçăвĕнче хăюлăх кăтартнă. 1945 çулччен генерал-майора çитнĕ.
Иккĕмĕш ывăлĕ Аркадий вăрçăччен Валерий Чкаловпа самолетсене сăнанă. 1939 çулта çар тивĕçне пурнăçланă чухне самолетпа ÿксе вилнĕ. Клавдия Васильевна парти органĕсенче ĕçленĕ, ашшĕн историне тĕпчесе кĕнекесемпе статьясем пичетленĕ.
Чапаев дивизийĕнче çапăçнă Сидор Ковпакăн партизансен пĕрлешĕвĕ нимĕç фашисчĕсен сехрине темиçе çул хăптарнă. 25-мĕш дивизин взвод командирĕ пулнă Иван Панфилов генерал-майор дивизийĕ Мускав патĕнче фашист эшкерĕсемпе паттăррăн çапăçнă. Дивизи Севастополь хулине нимĕçсенчен хÿтĕлесе паттăрлăх кăтартнă. Офицерсемпе салтаксем Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пуç хунă, чĕрĕ юлнă темиçе çын дивизин хĕрлĕ ялавĕсене Хура тинĕсе путарнă.
Паян Чапаев çинчен çĕршывра тĕрлĕрен калаçаççĕ. Раççей патшалăхĕ çирĕп, вăйлă пултăр тесе тăрăшакансем унăн ĕçĕсене манмаççĕ, обществăри патриотла пĕлтерĕшне пысăка хурса хаклаççĕ. Вĕсен йышне хама та кĕртес килет. Совет тапхăрĕнче Чапаев çĕршыва хÿтĕлекенсемшĕн идеалччĕ. Вăл Раççей çарне хăюлăхпа паттăрлăх кăтартма малашне те хавхалантартăр.
Юрий МИХАЙЛОВ