Комментировать

28 Ноя, 2013

Туслăхра туптанать çитĕнӳ

Кам ĕмĕтленмест пуль малтисен ретĕнче пулма/ Паллах, пурте! Пĕрисем спортра умлăн-хыçлăн çитĕнӳ тăваççĕ те хăйсен кăтартăвне ӳстерсех пыраççĕ. Теприсем вĕренӳре палăрма тăрăшаççĕ: пĕлӳ тĕнчине май килнĕ таран парăнтарса шкулти предмет олимпиадисене хутшăнаççĕ, район шайĕн-че шкул чысне хӳтĕлеççĕ.

Тепĕр чухне вара республика ăмăртăвĕ-сенчен те лайăх кăтартусемпе таврăнма вăй-хал çитереççĕ. «Хăвна шанни тата ĕненни, хастарлăха кăтартни çеç кирлĕ!» - тет ун пек чухне чылайăшĕ. Пирĕн шкул вĕренекенĕсем те, акă, çакна аван ăнланаççĕ. Çитĕнӳ хăй тĕллĕн килменнине лайăх тĕшмĕрт- нĕренех мал ĕмĕтпе пурăнать яш-кĕрĕм. Паянхи самана таппинчен юлмасăр, пурнăç илемне туйса, ырă шухăш-туйăмпа харпăр хăй хыççăн лайăх йĕр хăварас тĕллевпе çеç ăнтăлать малалла. «Эпир халĕччен тунă çитĕнӳпе кăна лăпланасшăн мар», - теççĕ маттурсем.

Улттăмĕш класра вĕренет çак пултаруллă ушкăн. Пĕри тепринчен маттур. Вĕсен вара хăйсен çитĕнĕвĕсемпе ыттисен умĕнче мухтанмалăх пур. Рамзия Алеева, Фагиля Салеева, Ольга Майкова, Августина Леонтьева, Гелюса Камалетдинова тата Мария Журавлева - вĕренӳ отличникĕсем. «Пиллĕк» паллăпа кăна вĕреннисĕр пуçне вĕсем хутшăнмасăр шкулта пĕр спорт ăмăртăвĕ те, юрă-ташă каçĕ те, тĕл пулу та ирт-мест. Сăпайлă та маттур йыш нимĕнле конкурс-па викторинăран та айккинче тăрса юлмасть. «Çитĕнӳ вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши/» - тесе ыйтсан: «Туслăхра!» - теççĕ пĕр харăс. Пурне те ырă тĕслĕх кăтартакан вĕренекенсем паян иккĕмĕш чĕрĕке лайăх паллăсемпе вĕçлессишĕн кăна тăрăшмаççĕ, юлташсене те пулăшма васкаççĕ.

Светлана КУЛАКОВА, вĕрентекен.

Патăрьел районĕ,

Ыхраçырми шкулĕ.

СĂН ӲКЕРЧĔКРЕ: «Акă эпир - туслă йыш!»

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.