Комментировать

10 Апр, 2014

Евгений КАРПЕЕВ: "Конкуренци çĕннине шырама хистет"

Каçал енре юлашки тапхăрта тĕрлĕ объект "ÿссе" ларнине иртен-çÿрен асăрхатех ĕнтĕ. Район центрĕнче улшăну-аталану пушшех сисĕнет: лавкка, апатлану-кĕреке пÿлĕмĕ, хăна çурчĕ йышлансах пырать. Акă юлашки çул çÿрев вăхăтĕнче эпĕ те, тăван тăрăхра час-часах пулнине пăхмасăр, çĕнĕлĕх асăрхарăм: "Сахарок" лавкка уçăлнă. Эппин хăйсен бизнесне анлă çул паракансем тĕлĕрмеççĕ. Конкуренци вăйлансах пыни куç кĕрет. Комсомольски райповĕ мĕнле майпа ура çинче çирĕп тăрать-ши? Ыйтусен хуравне райпо канашĕн председателĕпе Евгений Иванович КАРПЕЕВПА шырарăмăр.

- Чăн та, хальхи самана йăрă, çаврăнăçуллă çынсене кăна пурнăçпа тан утма май парать. Кăшт лăпланас тăк пуç урлă каçса кайĕç. Пирĕн районта, сăмахран ÿкерчĕк çавнашкал: райпо пĕр лавкки пуçне харпăр çыннăн виççĕш тивет, общепит объекчĕсем те уйрăм çын уçнисем икĕ хут ытла. Кун пек чухне тытăма аталантарма тĕрĕс стратеги суйласа илме пĕлмелле.

Уйрăм çынна, пирĕнпе танлаштарсан, ĕçлеме меллĕрех. Налук çăмăллăхĕсене кăна илер. Эпир çулталăкра çын пуçне лекекен тупăшшăн 40 миллион тенкĕ налук хывнă: район, республика бюджетне пуянлатнă эппин. Шел, ку пирĕншĕн условисене "çемçетмелли" сăлтав мар.

- Стратеги тенĕрен, малашлăхра мĕне тĕпе хурасшăн?

- Халĕччен алă çитмен отрасльсемпе ытларах ĕçлеме тăрăшмалла. Акă апат-çимĕçпе сăйлас культурăна вăхăт таппипе тан аталантарсан тупăш илме пулать. Чăн та, ку отрасле çĕнни теме çук-ха, конкурент та йышлă. Сăмах май, тавар сутассипе пирĕн лайăх пĕр ен пур: уйрăм çынсен лавккисенче хăйсен производствинчен тухнă япала çук. Пирĕн - пур, çитменнине хамăрăн комбинатра хатĕрлекен мĕн пур тавар халăхăн кăмăлне тивĕçтерет. 7 тĕрлĕ пельмен, 5 тĕрлĕ катлет, шашлăк, сутĕн, йÿçĕтнĕ купăста, тăварланă пулă, чустаран темĕнле апат-çимĕç те хатĕрлеççĕ унта. Вĕтĕ кукăль кăна куллен 20 тĕсли лавккасене, кафе-столовăя ăсанать. Ирхине 5 сехетрех ĕçе пуçăнаççĕ ĕçтешĕмсем. Комбинатăн ертÿçине Минхания Садртдиновăна ку должноçра нумай вăй хумасть пулин те хăйĕн профессине лайăх пĕлекен çын пек хаклатăп. Райпо тытăмĕнче 33 çул тăрăшса ырă енпе кăна палăрнă. Хамăр кăларакан продукцие республикăн тĕрлĕ кĕтесне, Тутарстанăн пирĕнпе кÿршĕллĕ районĕсене те ăсататпăр.

- Хăвăрăн ĕçе çулталăк вăхăтне кура йĕркелеме хăнăхни сисĕнет. Акă кĕçех хресчен çĕр ĕçĕпе аппаланма тытăнĕ...

-Районта пурăнакансене вăрлăхпа тивĕçтерме самай малтан пуçăнатпăр. Пахча çимĕç вăрлăхне халăх кирек ăçта туянма пултарать. Пирĕн лавккасенче вара ытларах нумай çул ÿсекен курăк вăрлăхне, севок туянаççĕ. Çĕр валли им-çам ыйтакансем пур, вĕсене çак тавара кирлĕ пулсан килнех çитерсе паратпăр. Килти кайăк-кĕшĕк чĕпписене сутмалли вăхăт халĕ. Çăва тухсан эмел курăкĕ пуçтарас ĕç пуçланĕ. Кĕр енне тĕк-мамăк таврашĕ йышăнма тытăнăпăр. Шел, ăна усăллă вырнаçтарма май пур çĕртех хăшĕ-пĕри çунтарма хăтланать. Асăннă ĕçсем шăпах - уйрăм предпринимательсем тĕкĕнменнисем. Эппин, пирĕн тата пуçаруллăрах пулмалла.

- Кăçал Республика кунне уявлассипе çыхăннă мероприятисенчен пĕр пайĕ Комсомольски салинче иртĕ. Райпо тытăмĕ хутшăнмасăр йĕркелеме май çуках ун пек пулăмсене.

- Хăнасене кĕтсе илес, апатлантарас, суту-илÿ йĕркелес ыйтусемпе район администрацийĕпе канашлатпăр. Паллах, хамăрăн хÿшĕсене уяв тематикипе килĕшÿллĕн илемлетĕпĕр. Çак кун ентешсен асĕнче чылайлăха асра юлтăр тесен сувенир хатĕрлес-сутас тĕлĕшпе те хастарлăха ÿстересчĕ. Хамăр пурăнакан вырăна еплерех юратнине хăнасем те курччăр.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.