«Тантăш» — манăн тус
Дима Сорокин Шупашкарти 19-мĕш шкулта çиччĕмĕш «а» класра вĕренет. Маттур арçын ача хăйĕн çирĕп пĕлĕвĕпе юлташĕсене те савăнтарать. Вĕрентекенсем вара унра пĕлӳшĕн çуннине асăрханă. Арçын ача кружоксенче те хастар.
Хула ачи чăваш хаçат-журналне юратса вулани питех те савăнтарать. Мĕн кĕçĕн класранпах вăл «Тетте» журналпа туслă пулчĕ. Ăна çулленех çырăнса илетчĕ, хаваспах вулатчĕ. Халь вара «Тантăш» хаçата алран ямасть темелле. Ачасен юратнă кăларăмне те тăтăшах çырăнса илет, хавас-пах вулать. Маттур ача чăвашла калаçать, тăван чĕлхене хисеплет. Дима хăйĕн тусĕсене те «Тантăш» хаçат çырăнса илме сĕнет. «Унта пĕлмелли нумай», — тет вăл. Ыттисем те, вăл шутра ялтисем те, хула ачинчен ырă тĕслĕх илсе «Тантăш» хаçатпа туслашасса шанас килет.
Любовь КУДРЯВЦЕВА, вĕрентекен.