«Хаçат чĕлхи килĕшет»
Иосиф ДМИТРИЕВ-ТРЕР, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн тĕп режиссерĕ:
– Чи малтан çакна калам: Дмитрий Моисеев «Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕ пулнă чухне пушкăрт çыравçин Айгиз Баймухаметовăн «Ан хăвар, анне» повеçĕ номертен номере пичетленнĕччĕ. Ăна редактор хăй куçарнăччĕ. Çав хайлав чĕлхи тыткăнланăччĕ мана.
«Çамрăксен хаçачĕ» тата мĕншĕн килĕшет-ха мана? Унта ĕçлекен çамрăк корреспондентсен чĕлхи хăйне евĕр, çăмăл, ăнланмалла. Хăйсем мĕн шухăшланине, чунне мĕнле ыйтусем ыраттарнине вĕсем уçăмлăн калаççĕ.