Комментировать

1 Фев, 2017

ЫРАШ ЛАЙĂХ

  • Ӳслĕк ниепле те ирт-мест-и? Тин вĕренĕ 2 стакан шыва 2 апат кашăкĕ ыраш тĕшшине ямалла, 10 минут пĕçермелле. Илсен çур сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 4 хут çуршар стакан вĕрилле ĕçмелле.
  • Мигрене пула пуç ыратсан 1 апат кашăкĕ мелисса çулçине тата 1 апат кашăкĕ пĕтнĕк çулçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. 30 минутран сăрăхтармалла. Сивĕнсен çур стакан лимон сĕткенĕ хушмалла. Кунне 3 хут апат вăхăтĕнче 3-шер апат кашăкĕ ĕçмелле.
  • Шăк хăмпи шыçсан /цистит/ 4 лимон сĕткенне 1 апат кашăкĕ клеверпа, 1 апат кашăкĕ хăмла çырлин çулçипе хутăштармалла. Çур стакан ăшă шыва ямалла. 2 сехет ăшă вырăнта лартнă хыççăн сăрăхтармалла. Каçхине çывăрма выртас умĕн çур стакан ĕçмелле. Сиплев курсĕ — 10 кун.
  • Урана шăнăр хутлатни аптратсан ирхине тата каçхине ура тĕпне лимон сĕткенĕ сĕрмелле. Пушмак тăхăнма, тăма кирлĕ мар, сĕткен типиччен кĕтмелле. Курс — 2 эрне таран.
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.