ГАЗ НУМАЙ ПУХĂНАТЬ
Газ нумай пухăнни /метеоризм/ час-часах тĕл пулать. Ку хăш чухне сывă çынсене те аптратать. Паллах, çак пулăмран тĕпĕ-йĕрĕпех сывалма сăлтавĕнчен хăтăлмалла. Çав вăхăтрах курăксен пулăшăвĕпе те усă курмалла.
Курăк чейĕ
Усăллă ӳсен-тăран: курăксем — базилик, матрӳшке /душица/, чапăр /чабрец/, шур тăрăллă хыт курăк /тысячелистник/, лачака тип курăкĕ /сушеница болотная/, сар çип ути /зверобой/, пĕтнĕк /мята перечная/, мелисса, хĕрлĕхен курăкĕ /иван-чай/; тымар — аир, импĕр, кушак курăкĕ /валериана/; техĕмлĕх — кардамон, корица, лавр çулçи, мускат мăйăрĕ, калемпĕр, укроп, фенхель, гвоздика; апельсин хуппи, эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ чечекĕ.
Чей рецепчĕ. Çӳлте асăннă вĕтетнĕ типĕ чĕртавартан кирек хăшне 2 чей кашăкĕ илсе тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, пĕр сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут апатчен çур сехет маларах çуршар стакан ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
Шĕвек
- Хăлха çакки курăкĕн /одуванчик/ вĕтетнĕ типĕ 2 чей кашăкĕ тымарне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 10 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 4 хут апат умĕн чĕрĕкшер стакан ĕçмелле.
- Вĕтетнĕ типĕ 1 чей кашăкĕ армутине /полынь обыкновенная/ тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Савăта ăшă чĕркесе çур сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 15-20 минут маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
- Çӳллĕ анăс курăкĕн /девясил/ вĕтетнĕ типĕ 2-3 апат кашăкĕ тымарне тин вĕренĕ 4 стакан шыва ямалла. Вĕрекен шыв мунчине лартса 3 сехет пиçĕхтермелле, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен çур сехет маларах çуршар стакан ĕçмелле.
Курăк пуххи
- Вĕтетнĕ типĕ 1-ер апат кашăкĕ кушак курăкĕн тымарне, пĕтнĕк çулçине, фенхель вăррине хутăштармалла.
- Эмел курăкĕн вĕтетнĕ типĕ 2 апат кашăкĕ чечекне, 1-ер апат кашăкĕ энĕç /тмин/ вăррипе матрӳшкене /душица/ хутăштармалла.
- Эмел курăкĕн вĕтетнĕ типĕ 6 апат кашăкĕ чечекне, 1 апат кашăкĕ энĕç вăррине, кушак курăкĕн 4 апат кашăкĕ тымарне хутăштармалла.
- Кушак курăкĕн вĕтетнĕ 2 апат кашăкĕ тымарне, 2-шер апат кашăкĕ пĕтнĕкпе мелисса курăкне, 1 апат кашăкĕ укроп вăррине хутăштармалла.
- Кушак курăкĕн вĕтетнĕ типĕ 2 апат кашăкĕ тымарне, 2 апат кашăкĕ пĕтнĕке, 2 апат кашăкĕ эмел курăкĕн чечекне, 1 апат кашăкĕ фенхель вăррине хутăштармалла.
- 1-ер апат кашăкĕ фенхельпе энĕç вăррине, 2-шер апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ кушак курăкĕн тымарне, пĕтнĕке, эмел курăкĕн чечекне хутăштармалла.
- 1-ер апат кашăкĕ фенхельпе энĕç вăррине, вĕтетнĕ типĕ 2 апат кашăкĕ кушак курăкĕн тымарне, пĕтнĕке, эмел курăкĕн чечекне хутăштармалла.
- 1-ер апат кашăкĕ сар çип утине, шур тăрăллă хыт курăка, лачака тип курăкне хутăштармалла.
Сиплĕ шĕвек рецепчĕ. 1 апат кашăкĕ курăк пуххине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, савăта ăшă чĕркесе çур сехет лартмалла та сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен çур сехет маларах çуршар стакан ĕçмелле.