Комментировать

1 Фев, 2017

НУМАЙРАХ КУЛМАЛЛА

Британири педиатрсен сăнавĕсем ачан сывă пулма кунне 15-20 хут 10-шар минутран кая мар кулмаллине çирĕплетсе панă.

Ку шăнса пăсăлсан, гастритран, вар хытнинчен лайăх пулăшать. Ача ахăлтатсах кулнă чухне мышцăсем яланхи зарядкăри чухнехинчен ытларах хускалаççĕ. Активлă ĕçлекен диафрагма ӳпкепе вар-хырăм органĕсене çемçен массаж тăвать. Анчах ача сарлакан уçнă çăварпа ахăлтатса кулсан кăна. Шăл витĕр е çăвара алăпа хупласа ихĕлтетни вара пачах хирĕçле витĕм кӳрет: сывлав пăсăлать, ӳпке япăх ĕçлет, организм кислород çитменнипе аптрать.

Ачана хыттăн кулни илемсĕр, ку çынсем умĕнче хăйне йĕркесĕр тытнине пĕлтерет тесе ĕнентерме ан хăтланăр. Кулла пусарма хăтланни сисмесĕрех пухăнса пырса кĕтмен çĕртен пĕр-пĕр чире, чи малтанах гастирта, вĕтĕ юн тымарĕсен дистонине, бронх астмине, аталантарма пултарать.

Сывă ача яланах савăнăçлă. Ку — тĕп паллăсенчен пĕри. Педиатрсем ун тăрăх кăкăр ачи хăйне мĕнле туйнине палăртаççĕ. Америка ăсчахĕ Битман тухтăр чирлĕ пĕчĕк ачасем сывалассине кулă пулăшнипе хăвăртлатма май пуррине тĕпчесе пĕлнĕ. Вăл шăнса пăсăлнă, хĕрлĕхенпе, шатрапа, паротитпа чирленĕ ачасене кулăшла мультфильмсем кăтартнă е амăшĕсене вĕсене хавслă историсем вуласа пама ыйтнă. Сеанс умĕн е хыççăн ачасен юнне ятарласа тĕрĕсленĕ: юн анализĕсем куç умĕнчех лайăхланса пынă.

Сăмах май, кулă ачан аллерги шатрисене туртăм пур ӳтне те сыватать. Яппун ăсчахĕсем диатезпа тата вĕлтрен шатрипе аптракан 2-3 çулсенчи ачасене кулăшла мультфильмсем кăтартаççĕ. Пĕчĕк пациентсем вĕсене кунне 3-4 хут 15-20-шер минут пăхаççĕ. Пĕр эрнерен тухтăрсем вĕсен сывлăхĕ чылай лайăхланнине палăртнă. Çакна ăнлантарма пулать: ӳтпе нерв тытăмĕ пĕр-пĕринпе çыхăннă.

Швецири больницăсенчи ача-пăча уйрăмĕсенче кирек мĕнле чиртен сипленĕ чухне те кулă терапийĕ ирттереççĕ. Медсестрасем ачасене кулăшла комикссемпе теттесем валеçсе параççĕ.

Айболит пек тăхăннă клоун пĕчĕк пациентсене хăйĕн шӳчĕсемпе савăнтарать. Ахăлтатсах кулакан ачасем хăвăртрах сывалаççĕ.

Çак меслетпе чирлĕ ачан ашшĕ-амăшне те усă курма сĕнетпĕр. Анчах кирек мĕнле эмел пекех савăнăç та ытлашши пулмалла мар.

Чарăнмасăр чĕрĕк сехет кулсан ачан пăлханулăх аталанать, çур сехет таран ахăлтатсан вăл ывăннипе кайсах ӳкме пултарать.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.