Комментировать

8 Фев, 2017

ВАТ ШĔВЕКНЕ КĂЛАРАÇÇĔ

Çанталăк сивĕ тăнă тапхăрта япаласен ылмашăнăвĕ вăрахланать. Нумай çинипе, сахал хускалнипе вар-хырăм тулса ларать, апат ирĕлесси япăхать. Вар-хырăм çулĕн вăрах чирĕсем час-часах вĕрĕлеççĕ. Çак тĕслĕхре ват шĕвекне хăвалакан курăксен пуххисем лару-тăрăва çăмăллатма пулăшаççĕ.

  •  Вĕтетнĕ типĕ 1-ер апат кашăкĕ пĕтнĕк /мята перечная/ çулçине тата шăлан çырлине хутăштармалла. Тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, çур сехетрен сăрăхтармалла. Кашни апатчен çур сехет маларах 1-ер стакан ĕçмелле.

Шута илме: ват шĕвекне хăвалакан курăк пуххисен шĕвекĕсемпе курссемпе çак схемăпа сипленмелле: икĕ эрне ĕçмелле, виçĕ эрне тăхтамалла, каллех икĕ эрне ĕçмелле...

  •  Вĕтетнĕ типĕ 1-ер апат кашăкĕ сар çип утине /зверобой/, куккурус çӳçине /кукурузные рыльца/, упа çырлин /толокнянка/ çулçине хутăштармалла. Вĕри 2 литр шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле, вăтам çулăм çинче 10 минут тытмалла. Илсен пĕр сехетрен сăрăхтармалла. Тăватă-пилĕк пая уйăрса апатчен çур сехет маларах кун тăршшĕнче ĕçсе ямалла.
  •  Вĕтетнĕ типĕ 1-ер апат кашăкĕ эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ чечекне тата матрӳшкене /душица/ хутăштарса тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла. Çур сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен çур сехет маларах 1-ер стакан ĕçмелле.

Асăрханăр! Ват шĕвекне кăларма пулăшакан кирек мĕнле курăкпа сипленме пуçличчен тухтăрпа канашламалла. Мĕншĕн тесен хăш-пĕр çынсен ват хăмпинче чулсем пулма пултараççĕ — курăк шĕвекне ĕçсен вĕсем куçса ват çулне хупласа лартас хăрушлăх пур. Мĕн те пулин канăçсăрлантарма пуçласанах /çăварта йӳçĕ тăрать, апат хуранĕ ыратать.../ тӳрех тухтăр патне каймалла.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.