Суяпа Хыркассинчен иртеймĕн
Шупашкар районĕн сучĕ çак кунсенче Мари Эл çыннин, 26 çулти архитекторăн Григорий Кожинăн, приговорне пĕлтерчĕ. Ăна УК 306 статйипе полицие пĕлетăркач суйнăшăн айăпларĕç.
Кожин пĕлтĕр «Шевроле» автомобиль туяннă. Хăйĕн укçи çитмен - банкран кредит илнĕ. Ăна татмашкăн ултав мелĕпе усă курас тенĕ: страховани килĕшĕвĕпе страховка премине илетĕп те çав укçапа парăмăн пысăк пайне тÿлетĕп... Кăçалхи нарăсăн 3-мĕшĕнче вăл хăйĕн автомобильне Владимир хулинче пĕлĕшĕ патĕнче хăварнă. Хăй çула май транспортпа Шупашкар районĕнчи Хыркассине çитнĕ, унта полицейскисене автомашинине вăрласа кайни çинчен евитленĕ.
Ăна пĕлсе тăрсах суйнăшăн Уголовлă кодексăн 306 статйипе айăплама пултарасси пирки асăрхаттарнă пулин те Григорий Шупашкар районĕн шалти ĕçсен пайне тивĕçлĕ заявлени çырса панă, преступлени пулнине суйса тепĕр хут çирĕплетнĕ.
Пакунлисем «вăрланă» автомобиле тупнă, суяна тăрă шыв çине кăларнă. Халь тин Кожин следователе тĕрĕссине пĕлтернĕ, машина туянма кредит илнĕ чухне банк ытла та йывăр условисем палăртнă тесе каланă. Апла-и, капла-и - вăл хăй преступлени тунине йышăннă. Уголовлă ĕçе суд уйрăм йĕркепе тишкернĕ, Кожина 10 пин тенкĕлĕх штрафланă. Приговор вăя кĕмен-ха.
Шупашкар районĕн прокурорĕн çумĕ,