Комментировать

8 Фев, 2017

Мăнаçланатăп!

Пĕрремĕш курсрах вузăн общество пурнăçне хастар хутшăнакан пике — педуниверситетăн профорганизаци председателĕн заместителĕ. Иртнĕ çул «Чăваш Енри чи лайăх профсоюз лидерĕ» ăмăртура çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Пĕтĕм Раççейри «Студентсен лидерĕ - 2016» конкурсăн Чăваш Енри çĕнтерÿçин ятне тивĕçсе ăмăртăвăн федерацин Атăлçи округĕнчи тапхăрне, финал программинчи мероприятисене /Краснодар крайĕнче иртнĕ/ хутшăннă. Вĕренÿри тата обществăри хастарлăхĕшĕн кăçал Çĕрпÿ енĕн пултаруллă хĕрĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕсен йышне лекнĕ.

— Светлана, республикăри студентсен анлă мероприятийĕсенче яланах пур эсĕ. Унсăр пуçне питĕ лайăх паллăсемпе вĕренме те, наукăпа интересленме те ĕлкĕретĕн. Епле майпа?

— Студент вăхăчĕ чи савăкки теççĕ — тĕрĕсех. Çак тапхăрта пур енлĕн аталанма, пултарнă таран таçта та хутшăнма тăрăшатăп. Хушма пĕлÿ — патшалăхпа муниципалитет управленийĕ енĕпе — илес тесе те тапаçланатăп. Вĕреннисĕр пуçне тăван вузăн профсоюз пĕрлешĕвĕнче çур ставкăпа ĕçлетĕп. Куна тĕрĕс йĕркелесе пырсан йăлтах ĕлкĕрме пулать.

— Профорганизаци лидерĕ пулнă май тĕрлĕ форум, семинар ĕçне те час-час хутшăнма тивет-тĕр?

— Çакă илĕртет те. Чăнах, тĕрлĕ хулана тухса çÿретпĕр. Ытти регионти студентсемпе тĕл пулса калаçатпăр, çивĕч ыйтусене сÿтсе яватпăр, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашатпăр. Таврăнсан мĕн курни-илтнине тăван аслă шкулти студентсене каласа кăтартатпăр.

— Шкулта та «Кавказская пленница» фильмри тĕп сăнарсенчен пĕринпе Нинăпа пĕрешкел пахалăхсем пулнă-и санăн?

— Хам çинчен калама аванах мар, анчах яланах лайăх вĕренме, хастар пулма тăрăшнă. Çĕрпÿ районĕнчи Туçи шкулĕнче вăтам пĕлÿ илтĕм. Тăххăрмĕш класра шкул «президентне» суйларĕç. Аттестатра – «пиллĕксем» кăна. Сатурлăх студент сакки çине ларсан та чакманнишĕн вĕрентекенĕмсем хĕпĕртеççĕ.

— Педуниверситета тĕллевлĕн вĕренме килнĕ-и?..

— Шăп çак факультета лекесси ăнсăртран пулчĕ темелле, анчах халĕ çакăншăн пĕртте ÿкĕнместĕп. Республикăри аслă шкулсенчен чи ваттинче вĕреннипе вара — мăнаçланатăп та. Преподавательсем тарăн пĕлÿ параççĕ, практикăра хамăрăн профессие алла илме хăнăхса пыратпăр — ман шухăшпа, аслă шкулăмăра хурламалли çук.

— Чуна килентерекен пултарулăх та пурах ĕнтĕ санăн?

— Сăвва илемлĕ вулама юрататăп. Пĕрремĕш класра вĕреннĕ чухне республикăри «Çеçпĕл кăвайчĕсем» конкурса хутшăннăччĕ. «Инçе çинçе уйра уяр» сăвва каласан Валери Туркай поэт мана, пĕчĕкскере, сцена çине тухса йăтса илчĕ те мухтарĕ. Асран тухми самант ку. «Студентсен çуркуннинче» жанрсен кунĕсем пулаççĕ. Сăвă каламалла чухне эпĕ те айккинче юлмастăп.

— Светлана, чи лайăх студента /сана шăпах çав ятпа чысланăшăн саламлатпăр!/ чи кирли çынри мĕнле пахалăх тесе шухăшлатăн?

— Тăрăшулăх. Тата, паллах, — яваплăх. Вĕсем пулсан лартнă тĕллев патне çитме пулатех.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.