Комментировать

7 Фев, 2017

Пĕлтĕрхи ÿсĕмпе çырлахар мар

Элĕксем алă усса лармаççĕ

Çĕнĕ çул пуçланнăранпа пĕр уйăх ытла иртсе кайрĕ. Республика ертÿлĕхĕ вырăнти муниципалитетсем мĕнле пурăннине статистика кăтартăвĕсем тăрăх аван пĕлет. Анчах вырăна тухса халăхпа калаçнине, канашланине мĕн çиттĕр? Çавнашкал тĕлпулусем ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ.

Нарăсăн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Элĕкпе Йĕпреç районĕсенче пулса курчĕ. Элĕк тăрăхĕ республика картти çинче пысăк вырăн йышăнмасть. Кунта промышленноç предприятийĕ нумай мар. Пуррисем мĕнле сывлаççĕ-ха? Михаил Васильевич канашлу пуçланиччен райпон çăкăр комбиначĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Çур ĕмĕр каялла хута янăскер йĕркеллĕ ĕçлет, 70 ытла тĕрлĕ çăкăр-булка, кондитер изделийĕ туса кăларать. «Вĕсене сутлăха кăна мар, ача-пăча пахчисене, шкулсене те паратпăр. Республика тулашне ăсататпăр, — пĕлтерчĕ предприяти ертÿçи Александр Никифоров. — Пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме çулсерен 1 миллион тенкĕрен кая мар хыватпăр».

Куравра потребительсен обществин пахчаçимĕç комбиначĕ кăларакан тавар нумайччĕ: 8 тĕслĕ алкогольсĕр пылак шыв, 60 яхăн консерв продукцийĕ. Пĕлтĕр ăна 338 пин банка хатĕрленĕ. «Сахал, — терĕ республика Пуçлăхĕ. — Хăватсене ÿстерсе паха, экологи тĕлĕшĕнчен таса продукцие сахалтан та 1 миллион савăт кăлармалла. Мускавра унашкаллине алăран туртса илеççĕ». Вăл райцентрти тĕп пасара çитсе курчĕ, хаксемпе кăсăкланчĕ. Вырăнти тавара сахал сутнăшăн кăмăлсăрланчĕ.

«Элĕк районĕн 2016 çулхи экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçĕ тата 2017 çулхи тĕллевĕсем» темăпа иртнĕ анлă канашлура çакна палăртрĕ: çăмăл мар лару-тăрура та пĕлтĕр республика хăй çине илнĕ социаллă обязательствăсене пурнăçлама мехел çитернĕ. Элĕк районĕ бюджета кĕрекен укçа хисепне ÿстерме, пурнăç пахалăхне лайăхлатма пултарнă. Кунта ĕçсĕрлĕх республикăри вăтам кăтартуран /0,79%/ пĕчĕкрех — 0,49% . Вăтам ĕç укçи 2015 çулхипе танлаштарсан 4,8 процент хăпарса 17 пин те 347 тенке çитнĕ. Иртнĕ çул бюджет тытăмĕнче вăй хуракансене тÿлеме республика хыснинчен 178 миллион тенкĕлĕх пулăшу панă. Çакă педагогика, культура, медицина тытăмĕнче тăрăшакансен шалăвне пысăклатма пулăшнă. Ку енĕпе парăм çук. Ял хуçалăхĕнчи вăтам ĕç укçин виçи — 16 пин те 855 тенкĕ /3,3% ÿснĕ/. Тырпул тухăçĕ вара 12% ытла чакнă: Элĕксем ку кăтартупа республикăра хыçалта пыраççĕ. Çĕрулми çитĕнтерессипе те мухтанаймаççĕ: ăна гектартан 74,4 центнер çеç пуçтарса кĕртсе Чăваш Енре 18-мĕш вырăн йышăннă. М.Игнатьев ик енлĕ бухгалтери тытса пыма юраманнине, тухăçа чакарса кăтартса, ĕç укçине конвертпа парса район, республика ятне ямалла маррине пайăррăн палăртрĕ. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курман çĕр пайĕсен лаптăкĕ 11 пин те 216 гектар. 98 процентне регистрацилеттерсе вырăнти муниципалитетсен харпăрлăхне куçарнă. Хăйсен çĕнĕ хуçисене кĕтеççĕ. Юстици министрĕ Наталья Тимофеева муниципалитет çĕрсемпе пĕлсе усă курма тăрăшнине, çулталăк хушшинче 6,3 миллион тенкĕ тупăш илнине хыпарларĕ.

Район экономикишĕн пĕчĕк тата вăтам бизнес пысăк пĕлтерĕшлĕ. 310 предприниматель аталанса 1095 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Хресчен-фермер хуçалăхĕ — 60. Вĕсем те алă усса лармаççĕ, тупăш илсе район бюджетне нухрат хываççĕ.

Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра, çул-йĕр отраслĕнче йĕрке тумасăр çамрăксене ялта юлма йыхăрнин усси çук. Ирнĕ çул çурт лартассипе плана тултарайман: палăртнă 13 пин тăваткал метр вырăнне 10 пин кăна тума пултарнă. Районта — 115 ял. Вĕсенче çул тăвас тĕллев йывăррăн пурнăçланать. Тÿрĕ кăмăллă мар подрядçăсене пула икĕ ял хушшине çул сарайман.

Тара панă пурлăхшăн, электроэнергишĕн, газшăн, пурăнмалли çурт-йĕрпе ком­му­­наллă хуçалăхшăн тÿле­­мен парăм самаях. Сывлăхран хакли нимĕн те çук. Район больницинче опытлă специалистсем ĕçлеççĕ, кунта харăсах 50 çынна сипленме май туса панă. Элĕксене 7 çул каялла ача çуратмалли уйрăма хупни пăшăрхантарать. Йывăр çынсене «çĕнĕ кайăк» туянма Шупашкара çити ăсатаççĕ. Ялсенче 18 фельдшерпа акушер пункчĕ уçнă. Вĕсен ĕçĕ халăха тивĕçтерсех каймасть. Пĕр фельдшер вунă е ытларах яла пăхса тăни кам кăмăлне çырлахтартăр? М.Игнатьев тĕп врача яла тухса, çынсене йышăнса вĕсен шухăш-кăмăлне тĕплĕнрех пĕлме, сĕнÿсене эрнерен хăйне пĕлтерме хушрĕ.

Финанс министрĕ Светлана Енилина резервсем пирки сăмах хускатрĕ, вĕсене шута илсе, вырăнти хыснана укçа ытларах хывма май пуррине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Района инвестици ытларах явăçтармалли çинчен те сахал мар каларĕç. Унсăрăн капланса çитнĕ ыйтусене татса пама йывăр.

Бюджетри кашни виççĕмĕш тенке пĕлÿ сферине яни — малашлăха çул хывни. Элĕк хутлăхĕнчи 13 шкулпа 3 ача пахчинче 2361 ача ăс пухать. Райцентрти вăтам шкула Раççейри чи лайăх 200 шкул шутне виççĕмĕш çул кĕртнĕ. Вăл республика Пуçлăхĕн 1 миллион тенкĕлĕх грантне тивĕçнĕ. Пултаруллă çамрăксенче — çĕршыв пуласлăхĕ. Элĕкре те вĕсем йышлă. Пĕр ушкăнне М.Игнатьев ятарлă стипенди илмелли сертификатсем парса хавхалантарчĕ.

Йĕпреçсен демографие лайăхлатмалла

Районти çĕр ĕçченĕ ял хуçалăх продукцийĕ ытларах туса илсе пурнăçа йÿнеçтерсе пыма тăрăшать. Çакна экономика аталанăвне халалланă «Экологи-çут çанталăк-çын-промышленноç» курав та çирĕплетсе пачĕ. Унта малта пыракан предприятисем кăларакан продукципе паллаштарчĕç. Раççейри Экологи, Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн, районти Раççей Геройĕн Леонид Константинов çулталăкне халалланă курав çынсен кăмăлне кайрĕ.

Регион ертÿçи Михаил Игнатьев Йĕпреçсен экономика вăй-хăвачĕ пысăккине палăртрĕ. Унпа пĕлсе, кирлĕ пек усă курсан малалла кайма пулать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Горбунов пĕлтĕр муниципалитетăн 13 программине пурнăçланине пĕлтерчĕ. Вĕсем валли 383,5 миллион тенкĕ уйăрнă. Инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме 127 миллион тенкĕ тăкакланă. Республика Пуçлăхĕ çур çул каялла хускатнă çивĕч ыйтусен ытларах пайне татса панă. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 3216 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Усă курман çĕр пайĕсене 7939 гектар тупса палăртнă, 88 процентне регистраци тутарнă. Ку ĕçе кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлесшĕн. Пурăнмалли çурт-йĕре капиталлă юсав тăвассипе те плана тултарнă. Ĕçсĕрлĕх республикăн вăтам кăтартăвĕнчен пĕчĕкрех. Çурт-йĕр палăртнинчен çуррине яхăн кăна тунă /Чăваш Енре 15-мĕш вырăнта/. Общество апатланăвĕн кăтартăвĕсемпе 21-мĕш вырăна анса ларнă. Аш-какай туса илесси чакнă. Газшăн, электроэнергишĕн, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхшăн парăм пур. Кĕскен, татса паман ыйту сахал мар. Нумайăшĕ укçа çитменнипе çыхăннă. Вăтам шалу районта 17 пин те 201 тенкĕпе танлашнă, виçĕмçулхинчен кăштах ÿснĕ. Анчах та ку лăпланса лармаллине пĕлтермест. Паянхи çамрăксене 15-20 пин тенкĕпе илĕртеймĕн. М.Игнатьев лайăх специалист ялта юлтăр тесен ăна 30 пинрен кая мар тÿлемеллине палăртрĕ.

Канашлăва хутшăннисем Элĕкре те, Йĕпреçре те демографи лару-тăрăвĕпе кăсăкланчĕç. Йĕпреç районĕнче 2016 çулхи раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне 16 пин те 239 çын пурăннă. 2015 çулхипе танлаштарсан 459 сахалрах. Элĕкре те вилекенсен шучĕ пысăкки канăçсăрлантарать. Çемьесем нумай арканни те шухăшлаттарать. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Йĕпреçри Мăшăрлану керменĕн пуçлăхĕ уйрăлакансемпе ирттернĕ ыйтăм пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Тĕп сăлтавсен шутĕнче чи малта — эрехпе иртĕхни, мăшăра улталани, укçа-тенкĕ çитсе пыманни. Кунти ЗАГС ĕçченĕсем профилактика ĕçне туса пыма пуçланă: çĕнĕ мăшăрсене 3-5 çултан пуçласа 40-50 çул пĕрле пурăнакансемпе йĕркелекен тĕлпулусене чĕнеççĕ. Çемьери хутшăнусене кирлĕ пек тытса пыма вĕрентеççĕ, аслă классенче пĕлÿ пухакансемпе те çак темăпа лекцисем, калаçусем ирттереççĕ.

Канашлу вĕçленсен регион Пуçлăхĕ районти нумай ачаллă, кăтартуллă çемьесемпе тĕл пулчĕ. Уçă калаçу вăхăтĕнче çемье общество тĕрекĕ пулни, унти ырă йăласене обществăра анлăрах сармалли çинчен калаçрĕç.

Василий СОРОКИН

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.