Илсе кай пире, самолет!
Аслăрах çулсенчи çынсем лайăх астăваççĕ: хăй вăхăтĕнче Шупашкартан республикăри райцентрсене те, çавăн пекех çĕршыври нумай хулана та самолетпа вĕçме май пулнă. Çав вăхăт таврăнасси иккĕленÿллĕ, çапах Шупашкар аэропорчĕ вĕçев маршручĕсене анлăлатас тĕллев тытни куçкĕрет.
Ку енĕпе паянах ĕçлеççĕ ĕнтĕ. Аэропорт гендиректорĕ Руслан Минаев пĕлтернĕ тăрăх — çулла самолетсем Шупашкартан Симферополе икĕ хут, эрнекун тата шăматкун, вĕçесси паллă. Вырсарникунхи тепĕр рейс — Анапăна /çак хулана Чăваш Ен тĕп хулинчен 22 çул самолетсем вĕçмен/. Симферополе юнкун вĕçекен рейс та йĕркелесшĕн. Антальăна — декадăра пĕрер чартер рейсĕ. Мускава вĕçекен самолетсенче халăх йышлă. Авиакомпани кăрлачăн 1-мĕшĕнчен иккĕмĕш рейса пăрахăçласшăн пулнă та — унпа калаçса татăлнă, вăл шухăшне улăштарнă. Халĕ виççĕмĕш рейс пирки те калаçусем пыраççĕ. Самолет Раççей тĕп хулине эрнен 3, 5 тата 6-мĕш кунĕсенче вĕçмелле. Санкт-Петербурга та эрнере виçшер хут самолетсем вĕçтересшĕн.
Республикăн Транспорт министерствинче вара сывлăш карапĕсем малашне Турцие кăна мар, Египета, Грецие те вĕçессе шанаççĕ. Аэропортри пассажирсен юхăмĕ кăçалах 220 пин çынна çитмелле.
Çак плансем Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери аэропорта аталантармалли стратегипе килĕшсе тăраççĕ. Ăна, эпир пĕлтернĕччĕ, пурнăçлама тытăннă ĕнтĕ. Тĕплĕнрех калас тăк — сăмах 550 миллион тенкĕлĕх инвестици проектне пурнăçласси пирки пырать. Инвестор — «Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери аэропорт» ООО /унăн учредителĕ — «Аэрофьэлз» компанисен ушкăнĕ/. ЧР Транспорт министерстви стратеги планĕпе паллаштарчĕ: аэровокзал комплексне реконструкциленĕ май унăн «усăллă лаптăкĕ» пысăкланмалла — икĕ хутлă хушма çĕнĕ çурт пулĕ. Çавăн пекех аэропорта паянхи хăрушсăрлăхпа çыхăннă мĕнпур требование тивĕçтерекен оборудовани вырнаçтармалла. Инвестор багаж йышăнакан-ăсатакан пункта, регистраци, вĕçев умĕнхи тĕрĕслев вырăнĕсене, хурал хатĕрĕсене çĕнетессине хăйĕн çине илет. Тата — инженерипе аэродром тивĕçтерĕвĕ, сывлăш карапĕсене, самолетсем анса лармалли, вĕçсе хăпармалли вырăнсене пăхса тăмалли оборудовани.
Руслан Минаев çĕр çинчи тата самолетсене пăхса тăмалли оборудование çĕнетес енĕпе ĕçлеме пуçланине çирĕплетрĕ. Нумаях пулмасть юр тасатакан икĕ машина туяннă, кĕçех тата тепри килмелле. Кăçалах çĕнĕ трап туянасшăн. Хальлĕхе аэропортра кÿмеллĕ инвалидсене самолета алă вĕççĕн çĕклесе хăпартма тивет, çĕнĕ трап вара çак чăрмава сирĕ. Вĕçевсене тивĕçтерекен техника çителĕксĕррипе çыхăннă пăшăрхану ăнсăртран мар. Пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче «Мускав-Шупашкар» маршрутпа вĕçсе килнĕ «Боинг» самолет анса лармалли йĕр пăрлак пулнине кура унтан тухса кайнипе çыхăннă пăтăрмах асрах-ха. Тивĕçлĕ эвакуаци техники пулманнине кура вун-вун пассажирăн хăйсене самолетран антарасса вăрах кĕтме тивнĕ.
Аэровокзал çурчĕ пысăкланнă май хушма çĕр лаптăкĕ кирлĕ — хула влаçĕсемпе ку ыйтăва татса парас енĕпе ĕçлеççĕ. Çав шутра автопарковка та пулмалла. Хальлĕхе ăна 50 вырăнлăх тесе палăртнă. Анчах ку сахал. Çакна Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та палăртрĕ: «Аэропорт патне машинăпа пыма, унтан тухма йывăр...» Çавна май пысăкрах парковка пирки шухăшламалла. Тепĕр чух пассажирсем унта хăйсен машинисемпе пыраççĕ, пĕр-пĕр хулана вĕçсе кайса киличчен автомобиле парковкăрах хăварасшăн. Хусанта, сăмахран, шăпах çапла — машинăсене лартса хăвармалли вырăн пысăк. Çын укçа тÿлет вĕт — ку ыйтусене шута илмелле.
Тепĕр самант: Шупашкарти аэропорта Андриян Николаев космонавт ятне парассипе çыхăннă сĕнÿсем пур. Ку Чăваш Енре шухăшласа кăларнă пуçару мар: Оренбургсем, тĕслĕхрен, хăйсен аэровокзалне Юрий Гагарин ятне панă. Шупашкарта та асăннă сĕнÿ тÿрре тухать-тĕр. Транспорт министерствинче çирĕплетрĕç: ку ыйту — кун йĕркинче.
Николай КОНОВАЛОВ