Комментировать

7 Фев, 2017

Сăн-пит илемĕ вăрман мăйăрĕ пекех ултавлă

«Чун тени ялта пурăнать», — теме хăнăхнă эпир. Çут çанталăкпа килĕшÿре пурăнакансем пĕрех ырăрах, чунлăрах, сăпайлăрах пулакан. Çакă чăнах та çаплах-ши? Çынлăхпа чунлăха, ырă кăмăллăха шыраса республикăн çурçĕр тата кăнтăр районĕсенче вырнаçнă чылай яла çитрĕм, çынсемпе курса калаçрăм. Çак ыйтăва хускатсан чылайăшĕ ман çине «ку пахалăхсем паян мĕн тума кирлĕ?» тенешкел тĕлĕнерех пăхрĕ. «Хальхи вăхăтра укçа пултăр. Санăн ырă чуну çине сурса хураççĕ», — терĕ пĕри куçранах. «Чуну мĕн чухлĕ ырăрах, шăпу çавăн чухлĕ йывăртарах», — хушса хучĕ тепĕр арçын. Çапах çут тĕнче ырă çынсемсĕр мар-ха. Хăшĕсем паянхи кун чунлăха упраса хăварма çав тери йывăрри пирки хурланса калаçрĕç.

«Çын чунĕ кĕрĕк мар, тавăрса пăхаймăн», — тенĕ ваттисем. Сăн-пит илемĕ те вăрман мăйăрĕ пекех ултавлă, сарă тĕшĕлли те, пушши те лекме пултарать. Çынна пĕлме, унăн чунĕ патне çитме паян, Интернетпа тĕрлĕ техника ĕмĕрĕнче, çав тери йывăр. Халĕ пĕр-пĕринпе питĕ сахал хутшăнатпăр, сайра-хутра кăна курнăçатпăр. Ялсенче пĕр касра пурăнакансем те пĕр-пĕринпе «Одноклассники», «Контактра» йышши социаллă сетьсем урлă калаçаççĕ. Пĕррехинче ялăн тепĕр вĕçне ĕçпе кайма тиврĕ. Ялĕ пысăк пирĕн, тăршшĕ тăватă çухрăм ытла. Эй, тупата, ял хушшинче пĕр çынна та курмарăм! Тĕлĕнмелле! Киле таврăнсан Интернета кĕтĕм те — ялĕпех «Одноклассникинче» лараççĕ...

Çирĕм, вăтăр çул каялла ялсенче касри, ăратнери çынсем пĕрле нимене çÿренĕ. Мăнкун ăратнинчи çынсем пĕрле ĕçленĕ, пĕрлех ĕçнĕ-çинĕ. Ĕçрен юлакана ĕçкĕре сăмахпа «чышса» илнĕ. Ĕçе хутшăнман çынна çĕнĕ пÿрт ĕçкинче ларма та кăмăллах пулман, çавăнпа нимене пурте кайма тăрăшнă. «Эсĕ мана çавăн чухлĕ пулăшрăн», — тесе виçсе тăраймастăн пурнăçра. Вĕсем çак утăма хăйсен чунĕ ыйтнипе кăмăл-сипет мĕнне аван туйса тунă. Çын хуйхине ăнланнă. Пушар тухнă-и, инкек килсе çакланнă-и — кар тăрса пĕтĕм ăратнепе пулăшма васканă. Халĕ инкек пулсан та кÿршĕ кÿршĕ патне каçмасть, асăрхамăш тăвать. Е каярах: «Эпĕ ун чухне килте пулман», — тесе сăлтавлать.

Ĕлĕк хутшăнусем урăхларахчĕ. Астăватăп-ха, килте çăкăр пĕтсен кÿрше чупса каçаттăмăр. Хальхи пек тÿрех лавккана васкаман. Пускил хăйĕн çур çăкăрне сăмахсăрах тыттарса янă. Вăл тăванран та хаклă пулнă. Тепĕр кунхине килте пĕçернĕ çăкăра кÿршĕпе пайлама васканă. Ун чухне килсенче кашнинех аш арманĕ, пельмень тумалли форма пулман. Вĕсене илме те пускиле каçнă. Халĕ çÿлерех асăннă хатĕрсем кашни çыннăнах пур. Пĕр-пĕрне пăхăнмастпăр. Ирĕклĕ, кашни хăй патша. Пускилĕн мĕскер пур — çавă кашнин пур. Халĕ тата çынсем харпăр хăй туприне урăх алла парасшăнах та мар. Эрни-эрнипе курмасан та кÿрше каçмастпăр. Пурнăç йĕрки ялсенче те хулари пекрех пулма пуçларĕ. Хăй вăхăтĕнче эпир, ялтисем, Шупашкара килсен пĕр подъездра пурăнакансем пĕр-пĕрне пĕлменнинчен, хутшăнманнинчен тĕлĕнеттĕмĕр. Çак ÿкерчĕк яла та çитрĕ. Вăрманлă тăрăхра пурăнакансем каласа панă тăрăх, ĕлĕк вĕсем вăрман касма килекенсене килĕсене кĕртсе пурăнтарнă. Хăйсен те сак тулли ача пулнă пулин те çитернĕ, ĕçтернĕ, мунча кĕртнĕ. Халĕ ют çынна кам çапла йышăнтăр? Тăван патне кайсан та пĕр каçран ытла выртма тăрăшмастпăр.

Ялсенче паян тăван-пĕтене, хурăнташсене çывăхлатакан Мăнкун речĕсене те ирттерме пăрахрĕç. Ку çеç-и? Çывăх тăвансем патне те хăнана çÿреместпĕр ĕнтĕ. Усă кÿме пултаракан çынсемпе, пысăкрах çĕрте ĕçлекенсемпе çывăхрах пулма, вĕсемпе ĕçсе-çиме тăрăшатпăр мар-и? Виçĕ теçетке çул каялла пирĕн енче, Трак тăрăхĕнче, выльăх пуссан какай шÿрпи пĕçеретчĕç. Ăна çиме мĕнпур тăвана, кÿршĕ-арша чĕнетчĕç. Ял-йыша çывăхлатакан çак йăла та пĕтрĕ. Халĕ какай шÿрпи вырăнне шашлăк тăваççĕ, хашлама янтăлаççĕ. Вĕсене харпăр хăй çемйипе кăна çиеççĕ, çынна чĕнмеççĕ. Юхмапа Пăла, Елчĕк тăрăхĕсенче пурăнакансем тăван патне хур, кăвакал пусса пĕçерсе кайнă. Шел, ку йĕрке те манăçса пырать. Çав вăхăтрах ырă кăмăллисем, çынна хисеплекенсем авалхи йăлана тытса пыма тăрăшаççĕ-ха. Эпир ачапча чухне ялта туй курма ялĕпе пуçтарăнатчĕç. Туй килĕрен киле çÿретчĕ. Çав вăхăтрах Патăрьел районне кайсан ял-йыш туй курма пыманнинчен тĕлĕннĕччĕ. «Кунти çынсем пĕр-пĕринпе хутшăнмаççĕ-ши?» — тенĕччĕ. Ĕлĕк çынсем савăнăçра та, ĕçре те пĕрле пулма тăрăшнă. Кăнтăрла колхозра пĕрле ĕçленĕ, каçхине хор репетицийĕсене пухăннă. Ирхине пурте çава йăтса хире васканă. Çав хĕрарăмсемех пĕрле утă çулнă. Хутшăнусем ăшăрах, ырăрах пулнă. Вырăнти хуçалăхсенче халĕ ал вăйĕ ĕлĕкхи пек кирлĕ мар. Чылай çĕрте колхозĕ те пĕтнĕ. Хорсем саланнă. Хăшпĕр ялта фольклор ушкăнĕсем пур-ха. Анчах вĕсене 10-20 çын кăна çÿрет. Вĕсем те пулин — аслă ăрурисем. Колхозсем кĕрленĕ вăхăтра хорсенче 90-100 çынна яхăн юрланă. Пĕрле ĕçлесси, канасси манăçа тухса пынă май этем чунĕ пайланать. Пайланать кăна мар, пĕчĕкленсе, мĕскĕнленсе пырать. Çынсем пĕр-пĕрин шухăш-кăмăлне пĕлмеççĕ, çитĕнĕвĕсемпе савăнмаççĕ. Кашниех хапхине хупса хăйĕн тĕнчинче пурăнать.

Аслисем кăна мар, ачасем те пĕр-пĕринпе сахал хутшăнаççĕ. Компьютер умĕнче ларса, пĕччен юлса хăйсен тĕнчинче пурăнаççĕ. Эпир пĕчĕк чухне ялта пÿрт купаланă-и, лупас хăпартнă-и — пире кирпĕч йăтма янă. Çапла майпа атте-аннерен кăна мар, кÿршĕсенчен те, ял-йышран та воспитани илнĕ. Паян ашшĕ-амăшĕ те ачипе сахал калаçать. Компьютер умĕнче ларакан ача ашшĕ-амăшĕпе выльăх пăхма, юр тăкма хутшăнмасть. Ĕçлемен ача ашшĕ-амăшне нихăçан та хакламасть. Шел, чылай чухне пĕр варта выртнă çынсен те хутшăнăвĕ çывăх мар. Пурлăх, ашшĕн килне пайлама вăхăт çитсен вĕсем тăшмана çаврăнаççĕ. Çынсем укçана ытларах юратма пуçларĕç мар-и? Укçа ăсран иртсе кайрĕ тĕк чунлăх, çынлăх тени пĕтрĕ вара. Туй, юбилей ирттерме тамада тытасси анлă сарăлчĕ. Пĕр енчен, çакă лайăх пулĕ, савăнăçлă уява çĕнĕлле ирттереççĕ. Тепĕр енчен, унашкал туйра ял çыннисем пĕр-пĕринпе чуна уçса калаçаймаççĕ. Кĕрекеçĕ куçĕнчен кăна пăхса лараççĕ. «Тамадаллă уява урăх каймастăп», — тенине ялти хĕрарăмсенчен хам та пĕрре кăна мар илтнĕ. Туйра хĕр енчисемпе каччă енчисен сĕтелĕсене уйрăм лартни те хутшăнăва çывăхлатма ура хурать. Малтанах чикĕ туса хурсан кайран епле туслашăн-ха?

Интернетра ларнипе, телевизор пăхнипе чуна упраса хăвараймастăн. Унта пурнăçăн тÿнтер енĕ ытларах. Хальхи кĕнекесен йышĕнче те çынлăхпа чунлăха, ырă кăмăла упраса хăварма пулăшаканни сахал. «Хĕрле качча кайни паян модăра мар», — тени те хурана шурă туниех. Чăваш ачисем ватă çынсемпе хутшăнса ÿсмеççĕ. Аслашшĕ-асламăшĕпе, кукашшĕ-кукамăшĕпе пĕр çемьере пурăнакан çав тери сахал. Мишерсенех ав виçĕ ăру çынни пĕрле пурăнать. Ватăпа ÿсекен çын ырă кăмăллăрах пулать, çынна ытларах хисеплеме вĕренет. Килтисене сума сăвакан ытти çынна та хисеплет. Тĕн саккунĕсене пăхăнни кăна çынлăхлă, чунлă, чăн-чăн çын пулма пулăшать-тĕр. Ачасене çав йăла-йĕркене мĕн пĕчĕкрен вĕрентме тăрăшасчĕ. Тата, паллах, çемье витĕмĕ ытларах кирлĕ. Пĕр-пĕрне юратакансем кăна чунлăха, çынлăха упраса хăвараяççĕ. Атте-аннене, ватăсене, çынна юратмалла, çут çанталăкпа çывăхрах пулмалла. Унпа килĕшÿре пурăнакан этем çеç харпăр тĕнчинче çураçу, ĕлккенлĕх тупать. Ку ыйту çав тери анлă — вĕçĕ-хĕррисĕр çырма пулать. Шухăшăма Кирилл Кирилловăн хайлавĕнчи «Чун кирлĕ, чун!» йĕркене аса илтерсе вĕçлетĕп. Каларăша çаврăннăскер нимĕн чухлĕ те кивелмен, паян та çав тери вырăнлă.

Роза ВЛАСОВА.

Валерий Муравьев, писатель:

— Эпĕ пускилсем пĕр-пĕрне паллами пулнинчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕп. Пирĕн кÿршĕ больницăра ĕçлет, ĕçе кайман кун пасара сĕт сутма каять. Ăна урамра утнине тахçан пĕрре çеç куратпăр. Кÿршĕсем патне пачах çÿремест вăл. Икĕ кил тăвалла пурăнакан пиччĕшĕ патне те тахçанах кайман ĕнтĕ. Тăвана та манăçа кăларакан йышлă ялта. Акă тăван акин ывăлĕ пирĕн пата кĕрсе тухманни икĕ-виçĕ çул çитет. Эпĕ йывăр чирлесен те килмерĕ. Эпир вĕсене нихăçан та сивĕ сăмах каламан пулин те. Пачах ют çынсем вара — яланах кĕтнĕ хăна.

Гаврил Лосев, писатель:

— Чун тени ялта пурăнать, — тени тĕрĕсех. Çынлăхпа чунлăх, ыркăмăллăх пĕтнĕ тесе пĕтĕмлетмелле мар. Чăваш ялĕнче вĕсем упранса юлнă-ха. Ара, кашни ялтах тĕрлĕ халăх пурăнать-çке. Акă, сăмахран, пирĕн яла Эйпеçрен çÿрекен Татьяна Максимова фельдшерицăнах илер. Çав тери ырă кăмăллă, пысăк чĕреллĕ вăл. Çынсем патне ĕç хыççăн та система лартма, укол тума çÿрет. Халăха эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа та сиплет. Ял-йыш хисеплет, хаклать ăна. Тăван ялăма пач та хурламастăп. Вăрман енчи çынсем кăмăлĕпе ăшпиллĕрех вĕсем. Чунлăх çĕнтерсех пырать.

Петĕр Яккусен, поэт:

— Чунлăх тени пĕтмен-ха. «Ĕлĕк çапларах, капларах пулнă», — тесе иртнине çынсем хитрелетсе кăтартаççĕ. Çынна хăй ватăлса пынă май ачалăх çулĕсенчи, çамрăк чухнехи вăхăт лайăхрах пулнăн туйăнать. Ĕмĕрсем иртсен те çын чун тĕлĕшĕнчен ылмашăнмасть. Улшăннă пулсан эпир Библие те, XIX, XX ĕмĕрсенчи классика литературине те ăнланман пулăттăмăр. Эпир вара ăна аванах ăнланатпăр. Пирĕн чунсем çаплипех юлнă. Çав сăваплăхсемех, çав тасалăхсемех... Çын хăвăрт улшăнмасть. «Çамрăксем пăсăлса кайрĕç. Итлеми пулчĕç. Тĕнче ăçталла каять?» — çырнă 4000 çул каяллах Месопотамире тупнă авалхи çырулăхра. Ырă çын ырах пулать, усалли усалах юлать. Çынсем ĕлĕк ытларах хутшăннин сăлтавĕ — кирлĕлĕх. Вучах чĕртме кăвар илме те кÿрше чупнă. Ун чухне çын пĕччен е çемьепе кăна пурăнайман. Халĕ çын пĕччен те пурăнма пултарать. Çынсем ытларах хутшăннин начар енĕ те пур: çитмен пурнăç пулнăран килнĕ çынна тутлăрах çитерме тăрăшнă. Каярахпа эрехпе хăналасси те йăлана кĕнĕ. «Хăватли» еннелле туртăнасси çавăнтан пуçланнă та... Çын йăваш, ырă, сăпай кăмăллă çуралнă тăк мĕн виличченех çапла пулать. Турра ĕненни, паллах, çав енсене упраса хăварма пулăшать. Çав вăхăтрах Турра ĕненменнисен йышĕнче те йĕркеллĕ, çын ĕретлĕ, таса пурăнакан чылай.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.