Комментировать

7 Фев, 2017

Триер «кĕпĕрнаттăрĕ»

Триер — Çĕмĕрле районĕнчи Тури Макарин ял тăрăхĕнчи чи аякра вырнаçнă поселок. Аслă çул айккинчен, тĕрĕсрех, Саланчăкран унта çитме 12 çухрăм хыçа хăвармалла. Триерта паян пĕртен-пĕр çын — 75 çулти Нина Карпинская — пурăнать.

Кинемей патне «Нива» ав­томашинăпа чиперех çит­рĕмĕр. Ялта пĕр çын кăна пурăнать пулин те çула кашни кунах уçаççĕ-мĕн. Триер пире /Саланчăкри культура çурчĕн заведующийĕпе Валентина Аршинова пирĕнпе пыма кăмăл турĕ/ хĕвеллĕ çанталăкпа кĕтсе илчĕ. Икĕ урамлăскер, вунпĕр пушă çуртлăскер хĕл ыйхинчеччĕ. Çапах та темшĕн вăл мана çуркуннене чăтăмсăррăн кĕтнĕн туйăнчĕ... Речĕпе йывăç çурт. Çырма хĕррипе мунчасем лартнă. Урамалла виçĕ чÿречеллĕ, хĕрлĕ тĕспе сăрланă йывăç çуртра пурăнать Нина Александровна. Хуняшшĕ лартнă пÿртех вăл.

Кил хуçи хĕрарăмĕ эпир пынă чухне арланă çипе çăмхаласа ларатчĕ. Ăшă! Урай варринчи тимĕр кăмака тÿрех куç тĕлне пулчĕ. Нина аппа ăна пысăк кăмакана хутса кăларнă хыççăн тата кăштах хутать-мĕн. Пÿрт ăшшине тытас тесе. «Ачасем пĕчĕк чухне çĕрулми шуратса çÿхен касса кăмака çумне çыпăçтарса пĕçеретчĕç. Йĕри-тавраллах çыпăçтарса тултаратчĕç вара! Чăн-чăн чипс пулнă ĕнтĕ вăл», — йăл кулчĕ кăн-кăвак куçлă кинемей. «Ку кăмакана эпĕ те питĕ лайăх ас тăватăп. Анне кăмака хутса кăларнă хыççăн кăварне тимĕр кăмакана куçаратчĕ те унта чăмăрла çĕрулми, сухан пĕçереттĕмĕр. Кăвар çинче янтăланă панулми епле тутлăччĕ тата», — калаçăва хутшăнчĕ Валентина Валентиновна. Пĕчĕк пÿртри хăтлăхпа тирпейлĕх тыткăнларĕ. Турăш умне тĕрленĕ чăлт шурă пит шăллисем çакнă, вырăн таврашне тĕрлесе капăрлатнă. Арланă кăвак, хура çăм çип пĕр кашта тулли! «Ай-яй, ку мĕн вăл? Çавăн чухлĕ тепре те тунăччĕ-ха. Ачасене нуски çыхма парса ятăм. Кăçал 95 йĕке арларăм. Халĕ тата чавма, арлама икĕ михĕ çăм илсе килсе пачĕç», — эпир сăнанине кура ăнлантарчĕ Нина Александровна.

— Калăр-ха, Нина аппа, сире ялта пĕр-пĕччен пурăнма кичем мар-и?

— Мĕншĕн кичем? Сывлăх тата ĕç пултăр, вара пурăнма пулать. Хама йăпанмалăх выльăх-чĕрлĕх усратăп. Ĕнене пĕлтĕр кăна сутрăм. Халĕ качака, пăру, 4 сурăх пур. Çулсеренех 3-4 сысна хĕл каçараканччĕ-ха. Кĕркунне пусрăмăр. «Тек ан нушалан», — терĕç ачасем. Çулла кăвакалсем туянасшăн. Чăхсене хĕл каçарма хăвармастăп. Пăсара тапăнать вĕсене. Пĕрре харăсах 6 чăхха тĕп тунăччĕ. Барсикпе Буся кушаксем, йытă пур. 3-4 çул каялла лаша та усраттăм. Вăйланчĕ янаварăм, хам ватăлса пытăм, кÿлейми пултăм та — сутрăмăр. Вĕлле хурчĕ те тытатăп. Юлашки çулта чирлерĕç — йышĕ самаях чакрĕ. Кĕçĕн ывăл ылтăн хуртсене пăхма пулăшать-ха, анчах вăл ĕçлеме кайсан мана тертлĕрех. Пыллă йывăр рамăсене çĕклейместĕп.

— Хăрушă мар-и, яла /йĕри-тавра вăрман кунта. — Авт./ кашкăр, упа килсе тухрĕ тĕк? — пĕлес килчĕ манăн.

— Утаманпа кашаман яла килнине хальччен курман. Тилĕ килкелет. Вăт икĕ ураллисем анраса çÿренĕччĕ пĕрре. Çухалса каймарăм, автоматпа хăратрăм вĕсене. Манăн автомат пур, çиччас кăтартатăп сире, — терĕ те кинемей чăланалла кĕрсе çухалчĕ. Вăл йывăçран ăсталанă пăшал çĕклесе тухнине курсан кулсах ятăм. Çапла çав, пурнăçра кирек епле лару-тăрура та çухалса каймалла мар, хăвна хăв хÿтĕлеме пĕлмелле. Нина аппа ав хăйĕн пăшалĕпе сас туса ют çынсене хăратма пултарнă.

Мана, паллах, ял историйĕ те кăсăклантарчĕ. Триера 91 çул каялла Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчен куçса килнĕ çынсем йĕркеленĕ. Триер – тырра хывăхран тасатмалли ял хуçалăх машини. Ялта маларах 75 çын пурăннă. Иван Дубановăн таврапĕлÿ словарĕнче палăртнă тăрăх, Триерта хăй вăхăтĕнче халăха кулак йышне кĕртсе ссылкăна ăсатмалли комитет вырнаçнă. Унта 3 командир ларнă. Вĕсем çынсен шăпине татса панă. Апла тăк, кунта çывăхри ялсенчи çынсене тырпула тасатнă пек сортланă. Триерта чухăнлăх комитечĕ те пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче йыш сахалланма пуçланă. 1999 çулта 26 çын кăна юлнă. Пĕрисем Çĕмĕрлене, теприсем Шупашкара куçса кайнă, ваттисем пурнăçран уйрăлнă. 1994 çултанпа, мăшăрĕ Борис Яковлевич куçне ĕмĕрлĕхех хупнăранпа, Нина аппа ялта пĕчченех юлнă. 2002 çулта ăна ял старостине лартнă. Вăл чылай çул вырăнти депутат пулнă. Харсăр та пултаруллăскер ял çыннисене пăшăрхантаракан чылай ыйтăва татса панă. Халĕ те вăл вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тата пушарнăйсем патне шăнкăравласах, ялти лару-тăрупа паллаштарсах тăрать. Тури Макарин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Людмила Егорова хăй те кашни эрнерех ун патне çитсе курма тăрăшать. «Мĕнле пулма пĕлнех? Турă упратăрах ăна. Кун пек пуçлăха хальччен курман», — хĕпĕртевне пытармарĕ Нина Александровна.

Нина Карпинская Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанаш ял тăрăхне кĕрекен Вăрманкас ялĕнчен качча килнĕ. Мăшăрĕпе 5 ывăл пăхса ÿстернĕ. Вĕсем пурте строительство енĕпе пĕлÿ илнĕ. Ачисем çемйисемпе Çĕмĕрлере пурăнаççĕ. Амăшĕ патне тăтăшах килсе çÿреççĕ. Асли Саша дача вырăнне тесе амăшĕпе юнашар икĕ хутлă çурт лартнă. Халĕ мунча çĕклет. Нина аппа кÿршĕри Полярная Звезда поселокĕнчи райпо лавккинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. «Кунта пурăнма хăнăхнă та мана пĕрре те «упа шăтăкĕ» пек туйăнмасть. Мĕн тăвăн, пĕрре çакăнта килсе «тăрăннă» та пурăнмаллах. Эпĕ аттерен пĕчĕклех юлнă, ăна астумастăп та. Пире яланах вутă çукки тарăхтарнă. Çĕклемпе мĕн чухлĕ вут-шанкă йăтман-ши? «Вăрман варринче лайăх, качча кай», — тенĕччĕ анне хăтана килнĕ пĕрремĕш йĕкĕтех. Вăт, çакăнта, вутăшăн килсе кĕтĕм. Ĕлĕк юратăва пĕлмен, ачам! Телевизорпа тута панине кăтартсан халĕ те ятлаçатăп. Эпир хăй вăхăтĕнче çак пÿртре хунямапа, хĕрсемпе /упăшкан икĕ йăмăкĕпе/ пурăннă. 5 ача çуратса çитĕнтернĕ. 7 туй тунă. Ывăлсене пурне те халăха пухсах çара ăсатнă, çаплах кĕтсе илнĕ. Асли Афганистанра, кĕçĕнни Дагестанра пулчĕç, ыттисем — чикĕ хуралçисем. Пурнăçра килĕштерни, пĕр-пĕрне хисеплени паха. Юрату мĕн парать? Упашкапа виçĕ теçетке çул килĕштерсе пурăнтăмăр. Ачасем Çĕмĕрлене пурăнма чĕнеççĕ. Унта кайса мĕн туса ларас? Ура утнă чухне каймастăп-ха. «Мĕншĕн пирĕнпе чăвашла кăна калаçатăн? Пĕртак вырăсла пупле-ха. Хулана пырас тăк вырăсла пĕлмелле», — теççĕ халĕ мана мăнукăмсем. Юратса «мамакка» тесе чĕнеççĕ вĕсем мана», — калаçăва сыпăнтарчĕ тараватлă кил хуçи хĕрарăмĕ.

Триера газ çитермен. «Мана вăл кирлех те мар, эпир ватăсем, ăна сÿнтерме те манма пултаратпăр», — шухăшне палăртрĕ Нина аппа. Ăна хĕл каçма 3 прицеп вутă кирлĕ-мĕн. Хальччен ăна сутăн илмен-ха хĕрарăм. Ачисемпе пĕрле хатĕрленипех пурăнать. Çуллахи вăхăтра вăрмантан шĕшкĕ шанки йăтать, унта паян хăрăк-харăк нумай иккен. Ĕлĕкрех вăл Полярная Звезда поселокĕнчи лавккана çÿренĕ. Халĕ эрнере пĕрре килсех сутаççĕ. Нина аппа пĕр çăкăрпа эрне пурăнать. Хутран-ситрен кăвар çинче икерчĕ пĕçерет. Почтальон пенси пама уйăхра пĕрре килсе каять. Ун чухне пуçтарăннă хаçата килсе парать. Нина аппа «Сывлăх» хаçата чылай çул çырăнса илет ĕнтĕ. Ку яла «Ильич лампочки» те ытти çĕртинчен каярах, 1971 çулта тин, çитнĕ. Клуб та, фельдшер пункчĕ те, шкул та пулман. Триерсем /хăй вăхăтĕнче 49 ача пулнă/ Тури Макарин шкулне çÿренĕ. «Манăн халĕ йăлтах пур. Интернетсăр та лайăх пурăнатăп эпĕ. Каçсерен телевизор пăхатăп, радиопа чăваш юррисене итлетĕп. Тĕрĕ тĕрлетĕп, арлатăп, çыхатăп. Ачасемпе кĕсье телефонĕпе çыхăнатăп», — уçăмлатрĕ ватă.

Нина аппана ялпа упăшкаран кăна мар, хушаматран та ăннă. Хĕр чухне вăл Триковская пулнă. Ашшĕн пиччĕшĕ Польшăра хĕсметре тăнă. Унтан таврăнсан, вулăс председателĕнче ĕçлекенскер, хушаматне улăштарнă. Малтан вĕсем Андреевсем пулнă. «Карпинская тени тăтăшах янăрать-ха. Триковская тенине телевизорпа пĕрре кăна илтнĕччĕ тахçан. Хуняçа Беларуçра çар тивĕçне пурнăçланă. Çавăнта йышăннă çĕнĕ хушамата. Малтан Карпов пулнă», — пĕлтерчĕ Нина Александровна.

Ватă çыннăн тунсăхлама вăхăт çук. Хĕлле вăл ĕç-пуçа пуçтарсан йĕлтĕрпе ярăнать. Çулла вăрмана çырлана, кăмпана, хăмла татма çÿрет. Вăл лаçра ĕлĕкхиллех хуранпа ыраш çăнăхĕнчен сăра вĕретет. Ырашне сăра вĕретме тесе юри упрать. Урпаран та лайăх пулать-мĕн. Кулавккине кăмакарах пыллантарать. Çулла Триерсем ял 90 çул тултарнине палăртнă. Унта хулана куçса кайнă ял-йыша, 100 яхăн çынна, пуçтарнă. Ун чухне Нина аппа пĕр фляга сăра вĕретнĕ, 4 витре кĕрекен хуранпа шÿрпе пĕçернĕ. Кунтах унăн алĕç куравне йĕркеленĕ. Пире те кил хуçи хĕрарăмĕ кăмака яшкипе, кăмака умĕнче кăвар çинче пĕçернĕ икерчĕпе, кăпăкланса тăракан сăрапа сăйларĕ. «Ак пĕрре тарăхатăп та вообще вилместĕп!» Ку Нина аппан юратнă каларăшĕ», — вăрттăнлăха уçрĕ Валентина Аршинова. Тăтăш çапла калать-мĕн ватă.

Триер кĕпĕрнаттăрĕ теес килет манăн ăна, сывпулашиччен ывăлĕн икĕ хутлă кирпĕч çуртне те кĕрсе куртăмăр. Шалтан ăна йăлт йывăçпа эрешлесе илемлетнĕ. Стенасене сунарпа çыхăннă картинăсем капăрлатаççĕ. Кухньăна хупах /бар/ евĕр тунă... Чаплă! Пĕр ялта юнашар вырнаçнă икĕ çурт. Маларах кĕни, çирĕ­ммĕш ĕмĕре сăнлать. Çĕннинче — çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрĕн сăн-сăпачĕ. «Халĕ кун вăрăмланма пуçларĕ ĕнтĕ. Хамăр та самайланса пыратпăр. Халĕ çуркуннене кĕтетĕп. Çăва тухсан мăнукăмсем, кÿршĕсем килме пуçлаççĕ. Леш айккинче Шупашкартан, Çĕмĕрлерен килсе 2-3 çын çурт вырăнĕ те туянчĕ-ха. Саша та çурт лартнă май çемйипе тăтăшах килсе çÿрет», — шанăçпа ăсатрĕ пире Нина аппа. Вăт пулаççĕ вĕт çавăн пек çынсем. Хăшĕ-пĕри çемьепе пурăнсан та пурнăç кичем тет. Теприн вара тăр пĕччен кун кунласа, çĕр çĕрлесен те тунсăхлама вăхăт çук...

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.