Комментировать

3 Фев, 2017

Коррупципе çыхăннисем - 241 уголовлă ĕç

РФ Следстви комитетне йĕркеленĕренпе кăрлачăн 15-мĕшĕнче ултă çул çитнĕ май çак тытăмăн республикăри Следстви управленийĕ хăйĕн пĕлтĕрхи ĕçне пĕтĕмлетнĕ. Çав шутра — коррупципе кĕрешес енĕпе пурнăçланă ĕçе те.

Следстви комитечĕ мĕн йĕркеленнĕренпех ку енĕпе çине тăрса ĕçлени паллă. Коррупципе çыхăннă преступленисене тупса палăртас, вĕсене тĕпчес енĕпе патшалăх органĕсемпе, право хуралĕн органĕсемпе алла-аллăн ĕçленине пайăррăн палăртаççĕ.

2016 çулта коррупци сĕмĕллĕ преступленисем тĕлĕшпе 241 уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсене 117 çын тунă. Судсене 95 уголовлă ĕç /2015 çулта — 91/ ярса панă. Взятка илнĕ тĕслĕх уйрăмах нумай — 54 уголовлă ĕç. Служба вырăнĕпе усă курса улталани — 51, коммерци тата служба енĕпе сутăн илни — 35, должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курни — 22, служба вырăнĕпе усă курса вăрлани е укçана тăкакласа пĕтерни — 18, взятка пани — 17.

Коррупцишĕн патшалăх е вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен должноçри çыннисем кăна мар, влаçпа пачах та çыхăнман çынсем те явап тытаççĕ. Коммерци тытăмĕсенче, общество пĕрлешĕвĕсенче ĕçлекенсем тĕлĕшпе коммерци енĕпе сутăн илнĕшĕн пуçарнă уголовлă ĕçсем чылаййи çакна çирĕплетет.

2016 çулта судсене тишкерме панă уголовлă ĕçсем тăрăх общество тата патшалăх интересĕсене коррупцие пула кÿнĕ сиен калăпăшне следстви 87 миллион ытла тенкĕлĕх хакланă, çакă çулталăк маларах, 2015 çулта, пулнă виçерен виçĕ хут пысăкрах. Следовательсем мерăсем йышăннă май 8,5 миллион ытла тенкĕлĕх сиене саплаштарма май килнĕ. Унсăр пуçне преступлени туса кÿнĕ сиене саплаштарассине тивĕçтерес тĕллевпе следстви пĕлтĕр айăплисене витĕм кÿмелли мерăсемпе те анлăрах усă курнă. Çав шутра — хваттерсене, автомобильсене, çĕр лаптăкĕсене, çурт-йĕре арестлени. 2016 çулта следовательсем ыйтнипе арестленĕ пурлăхăн пĕтĕмĕшле хакĕ 32,5 миллион тенкĕрен иртнĕ. 2015 çулта çак кăтарту 24 миллион тенкĕ пулнă, 2014 çулта — 16 миллион тенкĕ ытларах. Хăшпĕр тĕслĕхре уголовлă ĕçсен фигуранчĕсем хăйсен тăванĕсем çине çыртарнă пурлăха та арестленĕ. Калăпăр, Муркаш районĕнче саккуна пăсса вăрман каснă тĕслĕхре сиен 1,5 миллион тенкĕрен иртнĕ. Уголовлă ĕç пуçарнă хыççăн айăпли хăйĕн çĕр лаптăкне тăванĕ çине куçарнă. Анчах следствишĕн чăрмав тухса тăман — çав пурлăха та арестленĕ.

Пĕлтĕр коррупципе çыхăннă преступленисемшĕн вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен должноçри 17 çынни /2015 çулта — 15, 2016 çулта — 14/ суд тенкелĕ çине ларнă. Çав шутра — 5 депутат, муниципалитетсен 7 пуçлăхĕ.

СК Следстви управленийĕ иртнĕ çул право хуралĕн органĕсен хăрушсăрлăхĕн подразделенийĕсемпе пĕрле вăй тытăмĕсен сотрудникĕсен хушшинчи коррупци тĕслĕхĕсене тĕпчес енĕпе те пысăк ĕç пурнăçланă. Çавна май право хуралĕн органĕсен 11 представительне суд умне тăратнă. Следстви управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх — право хуралĕн органĕсен коррупцишĕн уголовлă майпа явап тыттарнă сотрудникĕсен йышĕ виççĕмĕш çул чакса пырать. Çакăнта асăннă ведомствăсен ертÿçисем йышăнакан тивĕçлĕ мерăсен витĕмĕн усси палăрни куçкĕрет.

 

К.НИКОЛАЕВ.

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.