Аслисен çулĕпе
Ашшĕ - комбайнпа, амăшĕ - тракторпа
"Çĕре юратса, кăмăлтан ĕçлес килет. Ырлăх панăшăн çĕр-аннемĕре пирĕн чунтан тав тумалла", — тет Елчĕк районĕнчи Кармалта çуралса ӳснĕ Надежда Семенова. 13 çул культура тытăмĕнче тăрăшнăскер ял çыннисене вăл пайтах юрласа-ташласа савăнтарнă. Халĕ пиччĕшĕ йĕркеленĕ фермер хуçалăхĕнче трактор çӳретет, выльăх пăхать, ĕне те сăвать. Елчĕке качча тухнăскер тăван Кармал ялĕнчен уйрăлаймасть. Мăшăрĕпе пĕрле район центрĕнчен кунсерен унта ĕçе çӳрет, çывăх тăванне пулăшать.
Малтан та, фермер хуçалăхĕ ашшĕ ячĕпе пулнă чух, уй-хир ĕçĕнчен айккинче юлман. Çамрăксем халĕ те аслă ăрупа юнашар вăй хураççĕ. Арçын-и е хĕра- рăм-и — Семеновсем ĕçе уйăрма, тиркеме хăнăхман. Акă Надежда Николаевна хĕрача чухнех ашшĕпе пĕрле трактор çине ларнă, механизатор ăсталăхне вĕренесшĕн çуннă. Сеялкăпа акнă çĕре те хутшăннă. Ачисемшĕн амăшĕ те тĕслĕх пулнă-тăр. Феоктиста Георгиевна ял хуçалăх предприятийĕнче чылай вăхăт трактористра тăрăшнă. Мăшăрĕ Николай Георгиевич комбайнпа çӳренĕ, хĕрарăм вара хăватлă техника рульне алăран ямасăр акнă, суха тунă. "МТЗпа" кăна мар, "ДТ" йышшипе те ĕçленĕ.
Хушнине тĕплĕ, типтерлĕ пурнăçласси те ачисене ашшĕ-амăшĕнченех куçнă. Николай Георгиевич çураки, вырма тапхăрĕсенче яланах малти вырăнсем йышăннă. Коллективлă ял хуçалăх предприятийĕнче 40 çул тар юхтарнăскер "Ĕç ветеранĕ" ята илейменшĕн кăна пăшăрханать. "Ăна парас тесе пухура йышăну та тунă, анчах, темшĕн, документсем Шупашкара çитеймен", — чун ыратăвне пытармарĕ аслă Семенов.
Тивĕçлĕ канăва тухсан вăл фермер пулма тĕв тунă. Ĕçе юратакан çын килте алă усса ларать-и вара? Ачисен малашлăхĕ те шухăшлаттарнă, вĕсене çĕртен уйăрас килмен унăн. Николай Георгиевичпа Феоктиста Георгиевнăн тăватă ачи те аслă пĕлӳ илнĕ. Ял хуçалăх академийĕ пĕтернĕ хыççăн ялалла çавăрман пулсан Василий, тен, хуларах юлĕччĕ. "Хам илсе килтĕм", — тĕрĕс утăм тунине палăртса каларĕ ашшĕ. Паянхи кун кĕçĕннисем кăна хулара тĕпленнĕ. Тепĕр ывăлĕ, полицире тăрăшаканскер, тивĕçлĕ канăва тухсан ялах таврăнасшăн-мĕн. Апла-и е капла-и, анчах ĕççи вăхăтĕнче, канмалли кунсенче вĕсем аслисене пулăшма çӳреççĕ. Мĕншĕн тесен Семеновсем хуçалăха малтанласа хăйсен вăйĕпех аталантараççĕ. Хальлĕхе ют çынна явăçтарма май килменнин сăлтавĕ те пур — выльăх апачĕ хатĕрлеме çĕр çителĕксĕртерех иккен.
Çĕр çителĕклĕ пулсан-и?..
Василий Семеновăн фермер хуçалăхĕ 2014 çулта йĕркеленнĕ. Ку вăхăта унăн никĕсĕ вăйсăр пулман. Часах конкурсра çĕнтерсе патшалăх грантне тивĕçнĕ. Унпа малтанах техника паркне пуянлатнă — çĕнĕ "Беларуç" трактор туяннă. Сăвакан ĕне йышне ӳстерме, вăкăр самăртма, сурăх ĕрчетме апат çителĕклĕ хатĕрлемелле вĕт.
Тырри-пуллине Семеновсем туса илеççĕ-ха, анчах нумай çул ӳсекен курăк валли, выльăх çӳретме çĕр хĕсĕкрех. Çавăнпа хĕлле валли сенаж хываймаççĕ. Ун вырăнне жом туянаççĕ, ăна çăнăхпа хутăштарса апатлаççĕ.
"Кун пек чух темиçе тĕрлĕ выльăх усрани хуçалăхшăн пушшех тăкаклă мар-и?" — ыйтатăп çемьерен. "Вĕсен йышне чакарас килмест. Сурăхсене пĕтерме те шел. Ĕне йăхĕ те хамăрăнах — анне енчен, Курнавăшран, ютран туянман. Хамăр пăрулаттарса йыша пысăклатнă. Вăкăр тăхăмне кăна кăшт çĕнетнĕ. Хальхи вăхăтра пурте кирлĕ пек, сĕт сахал чух вăкăр самăртни тупăш парать, çавăнпа ăна та, кăна та упрас тетпĕр. Выльăх шутне ӳстерме пултаратпăр, анчах витене анлăлатмалла. Унсăр пуçне ăна тăрантма та апат ытларах кирлĕ. Каллех çĕр сахалли ура хурать", — ăнлантарать Надежда Семенова.
Апла пулин те çемьепе ĕçлекен фермер хуçалăхĕ çулсеренех строительствăна тимлĕх уйăрать. Пĕлтĕр тырпул упрамалли ангар тунă. Халĕ унти урайне бетон сармаллине асăнчĕ Николай Георгиевич. Василий Николаевич ытти техника туянасшăн. Тĕрлĕ ĕç тума пултарнăран Семеновсем çын куçĕнчен пăхмаççĕ. Ангар хăпартнă чух тимĕре те хăйсемех шăратса çыпăçтарнă.
Унсăр пуçне укçа енчен те банкран парăма кĕмен. Хăйсен хуçалăхĕнчен илекен тупăшпа аталанаççĕ. Пирвайхи çул аренда çĕрне Аслă Таяпа çывăхĕнчи уйра уйăрса панăран фермера Юрий Амаюков пулăшнă. Транспортпа инçете хутласран хуралтăпа, ытти япалапа тивĕçтернĕ. Çавăнтанпа çыхăнăва татмаççĕ.
Ирина НИКИТИНА.