Комментировать

1 Фев, 2017

Пĕрлешсен, тен, çăмăлрах?

Уйри ĕçсенчен пушаннă хыççăн хресчене хĕлле пĕтĕм йывăрлăха хулпуççи çинчен илсе ывăтнăнах туйăнать пулĕ. Ара, вăл çуркуннерен пуçласа хура кĕре кĕричченех лăш курмасăр ĕçлет. Халĕ иртнĕ çула пĕтĕмлетет, тухăçа ÿстерме май килмен йăнăшсене шырать, çĕнĕ тĕллевсем палăртать. Манăн шухăшпа, сывлăш çавăрса илсе акана тухиччен канса вăй пухмалла. Чÿрече умĕнче чей ĕçсе çил-тăман вĕçтернине самантлăха та пулин пăхса киленетех ял çынни. Юр хулăн ларсан тырпул лайăх пулать теççĕ. Кăçал вăл аванах çурĕ. Епле савăнмăн? Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕпе Владимир Храмовпа аграрин пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне тишкертĕмĕр.

— Владимир Викторович, пучах кĕркуннех тулма тытăнать теççĕ...

— Ăнлантăм эсир мĕн каласса. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем кăçалхи тухăçшăн пĕлтĕр вырма вĕçленичченех тăрăшма тытăнчĕç. Кĕрхисем акма тăрăшса çĕр хатĕрлерĕç. Юлашки çулсенче вĕсен тухăçĕ чакнăран лаптăкне пĕчĕклетнĕччĕ. Пĕлтĕр вара савăнтарчĕ, çурхи культурăсен тухăçне çĕклерĕ. Çавăнпа кĕрхисене 485 гектар ытларах акса хăвартăмăр. Виçĕм çул — 1566, пĕлтĕр — 2051 га. Çуркунне ĕç калăпăшĕ сахалрах пултăр тесе кĕрхи çĕртме ытларах турăмăр.

— Калча епле хĕл каçать?

— Витĕр сивĕсем пулнăран çĕр лайăх шăнчĕ. Юр çителĕклĕ çурĕ. Çакă калчана ырă витĕм кÿчĕ. Вăл шăн çĕр çинче сывламасть, пăчăхмасть, урăхла каласан — çĕрмест. Япăхрах вăрлăх варăнтарсан чирлесе пĕтес хăрушлăх пысăк. Эпир вара лайăххине çеç акрăмăр. Çавăнпа иккĕленÿ çук, тухăç аван пуласса шанатăп.

— Вăрлăх тенĕрен, çуркунне акма вăл çителĕклĕ-и?

— Ăна кĕркунне тырпул пухса кĕртсенех хатĕрлеме тытăннă. Вăл пире 821 тонна кирлĕ, кăшт саппас та пур. Раштавăн 1-мĕшĕ тĕлнех 574 тоннине /70%/ кондицие лартнă. Халĕ кăтарту 87 процентпа танлашать. Малта пыраканнисен кăтартăвĕ пысăк. Çав вăхăтрах “Аккозинское” хуçалăхăн вăл пĕчĕкрех. Юлнине çанталăк ăшăтсан сортировкăсемпе пĕр эрнерех алласа тасатса çитереççĕ. Звеносем йĕркелеме халăх çителĕклĕ. Ытларах пысăк репродукцилли, кăштах анлă сарăлни те пур. Ăна хире кăларасшăн мар. Вăйлă хуçалăхсем пысăк пахалăхлине туянаççĕ, халех килĕшÿсем тăваççĕ. Николай Лисаев фермер пĕлтĕр имçамланă паха вăрлăх 88 тонна туянчĕ. Тĕллеве 100 проценчĕпех тивĕçтерчĕ. Кашни гектартан вăтамран 24,8-шар центнер тырă пухса кĕртрĕ. Уйрăм предпринимательпе В.Никитинпа /34,3 ц/ “Коминтерн” ЯХПК /26,2 ц/ — унран та ытларах. Районта тырă калăпăшĕ хушăнчĕ. 2015 çулта — 9042,78, пĕлтĕр — 10748,6 тонна /ÿсĕм — 1705,82 т/. Çитĕнÿ тума тăпрана 500 тоннăна яхăн — пĕрчĕллĕ удобрени, 15 пин тонна тислĕк хывни те пулăшрĕ.

— Хĕл фермăсенчен çирĕп ыйтать. Сивĕре выльăха ăнăçлă хĕл каçарма çăмăл мар. Апат ытларах тăкакланать. Кун пирки мĕн каланă пулăттăр?

— Вырăнлă ыйту. Хуçалăхсенче выльăх апатне пуянлатма тĕрлĕ культура çитĕнтереççĕ. Мĕнпурĕ 3455 тонна — утă /144,6%/, 8915 тонна сенаж /157,4%/ хатĕрленĕ, сенаж та хывнă. Паха апат продуктивлăха ÿстерет. Пĕлтĕр районта кашни ĕнерен вăтамран 2015 çулхинчен 800 литр ытла сĕт сунă.

— Сирĕн тăрăхра куккурус тĕшĕлĕх çитĕнтереççĕ-и?

— Эпир хальлĕхе ун патне çитеймен-ха. Ăна пухса кĕртме ятарлă техника кирлĕ. Тырă вырмалли комбайн чăтаймасть — çĕмĕрĕлет. Çитменнине, тырăран ытларах вăхăт типĕтмелле. Куккуруса силос хывма çитĕнтеретпĕр. Вăрлăхне Чулхула облаçĕнче туянатпăр. Акмалли норма пĕчĕкрех те — пире 9-9,5 тонна çителĕклĕ.

— Выльăх йышне упраса хăварма май килчĕ-и?

— Шел те, кăштах чакрĕ. “Авангард” тулли мар яваплă общество лейкозлă ĕнесемпе сывпуллашни витĕм кÿчĕ пулас. Чĕрĕ укçа сĕтрен кĕнине пурте лайăх ăнланатпăр. Çавăнпа та йыша сыхласа хăварассине чи малтан пурнăçламалли ĕç тесе палăртатпăр. Тепĕр тĕллев — таса ăрачĕшĕн тăрăшасси. Начар-и выльăх, лайăх-и — çав апатах, çавăн чухлех çиет. Апла пулсан усă паманнине мĕншĕн тытмалла? Ăратлăх енĕпе ĕçлекен “Чувашское” АУОпа тачă çыхăну тытатпăр, ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерме тăрăшатпăр. Патшалăх тăкакăн пĕр пайне саплаштарать. Май пур чухне çăмăллăхпа усă курса юлни аван ĕнтĕ. Хĕлле сĕт хакĕ хăпарнине кура ĕнесене çав вăхăталла пăруламалла чуптараççĕ. Шел те, ку майпа “Аккозинское” хуçалăх усă кураймасть — специалист çук.

— Выльăх ĕрчетекенсене сĕт хакĕ тивĕçтерет-и?

— Хĕллехи вăхăтра аптрамасть. Ял çыннисенчен литрне 21 тенкĕлле пухаççĕ. Хуçалăхсем — тĕрлĕрен. Паха сортлине 23 тенкĕлле вырнаçтараççĕ. Япăхраххи, паллах, йÿнĕ. Кунта каллех “Аккозинское” хуçалăха асăнмалла. Вăл литрне 16 тен-кĕлле çеç сутаять. Ку таранччен пĕр литрĕ те паха сортпа кайман.

— Çине-çинех асăннăран ку предприятире вăй хуракансем кÿренеççĕ пулĕ.

— Ан кÿренĕр, каçару ыйтатăп. Мĕн тăвас-ха? Хуçалăхĕ пĕчĕк, техника кивелсе çитнĕ, ертÿçĕсем улшăнса тăраççĕ. Кунта алă вăйĕпе пурнăçламалли ĕç те чылай. Йывăрлăхĕ сахал мар. Вĕсене хăйсем тĕллĕнех татса парĕç-ши — иккĕленетĕп. Лайăх техника туянма нухрат çителĕклĕ ăçтан тупмалла? Халсăр хуçалăхсене банксем салук хума нимĕн те çукран кредит та памаççĕ. Манăн шухăшпа, вĕсемшĕн пĕртен-пĕр çăлăнăç — килĕшсе татăлса, пĕрлешсе вăй хумалла. Ун чухне пĕр-пĕр техника туянма вăй çитереççех. Совет тапхăрĕнче колхозсене ахальтен мар йĕркеленĕ. Пĕр тĕслĕх илсе кăтартатăп. Районти 4 тĕп хуçалăх 2016 çулта 96,3% тырă туса илнĕ, ыттисем пĕрле шутласан та 3,7% çеç. Çак хисепе кашнин çине пайласан çуршар процент та çук вĕт! Хăçан техника туянайĕç вĕсем?!

Валентин ГРИГОРЬЕВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.