Комментировать

28 Янв, 2017

Хăна килессе чунĕ систернĕ

«Пирĕн пек туслă йыш ăçта та пулин пур-ши?» — кăсăкланаççĕ Муркашри çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕсем. Пур уява та пĕрле паллă тăваççĕ вĕсем. Çанталăк ăшăтсан вăрман хĕрринче шашлăк, хашлама, шÿрпе пĕçереçççĕ. Сивĕре çакăнтах сĕтел хатĕрленĕ май пÿлĕме хăмпăсемпе илемлетеççĕ. Çак кунсенче Любовь Киселевăна 60 çулхи юбилей ячĕпе саламланă. Кĕçех 10 почтальонран пĕртен-пĕр арçынăн — Юрий Гордеевăн — çуралнă кунĕ çитет. Вăл хĕрарăмсен хушшинче хăйне хăтлă туять. Тимĕр урхамахĕпе кирек хăшне кирлĕ çĕре çитерет.

«Хамăр йышпа калаçмасан чунра пушă», — теççĕ почта ĕçченĕсем. Килти ĕçсене пурнăçлама — утă кĕртме, çĕрулми лартма-кăларма — пулăшаççĕ вĕсем пĕр-пĕрне. Почта пуçлăхĕ Эльвира Репина 16 çул тăрăшать çак тытăмра. Ăна çур сăмахранах ăнланма хăнăхса çитнĕ. Почтальонсен те ĕç стажĕ пысăк.

«Кăшт пушансан «Чăваш хĕрарăмĕнчи» кулăшсене вуласа киленетпĕр. Кайран пĕлĕшсене каласа кăтартатпăр», — теççĕ вĕсем.

Пĕр саспалли сиктермесĕр...

Çак тăрăхра «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçата нумай çул çырăнса илекен йышлă: Анфиса Жирнова, Зоя Михайлова, Лариса Сурикова, Елена Степанова, Ефросиния Скворцова... Акă Шаптак ялĕнчен Галина Александрова çыхăну уйрăмне çитсе кĕчĕ. «Чăваш хĕрарăмне» йăпăр-япăр пăхса тухмастăп. Юратнă хаçата канлĕ ларса пĕр саспаллине сиктермесĕр вулама хăнăхнă. Савăнмалли е кулмалли пулать-и — ăна алла тытсан чун уçăлса каять», — калаçăва пуçлать Галина Борисовна. Качча тухсан унăн тăлăх çитĕннĕ упăшкине салтака илсе кайнă. Арçын киле таврăнсанах хавхаланса ял-йышпа пÿрт хăпартма пуçланă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ 5 ача çуратса çитĕнтернĕ. Хĕрарăм ĕмĕр тăршшĕпех сысна ферминче вăй хунă. «Сысна çăвăрланă чухне çĕрĕпе çывăрманни те пулнă. Каçхи 9 сехетре выльăх çитерме кайнă. Мĕнле ĕçлесе çитернĕ-ши?» — хăй те тĕлĕнет халĕ.

Çирĕп çыхăну

Эпир Лидия Евдокимова почтальонпа пĕрле Хорнуй урамĕпе васкаса утатпăр. Пирĕн ыттисемшĕн тĕслĕх шайĕнчи Лидия Афанасьева патне çитмелле. Вăл — «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатăн тахçанхи юлташĕ, чи малтанхи вулаканĕсенчен пĕри.

«Çак кунсенче ман пата сумлă хăна килессе чун систерет. Хăвăрах курăр акă», — тинтерех каланă почтальонкăна Лидия Алексеевна. Сакăрвун саккăрти хĕрарăм пире курсан хытă савăнчĕ. Кĕç-вĕç ташă пуçламанни анчах. Шăпах çак тĕлпулăва кĕтнĕ хĕрарăм. Тем тесен те хаçат ĕçченĕсемпе вулаканĕсен хушшинче çыхăну пурах.

Вĕсем ывăлĕпе иккĕшĕ пурăнаççĕ. Олег урамран кил картишне кĕмелли çула уçма тухнăччĕ.

Хăнасене хапăл кинемей патне Çĕнĕ Шупашкарти хĕрĕ, мăнукĕ, мăнукĕн ачисем килнĕ. Ăна тунсăхлама памаççĕ.

Тăванĕсем кайса пĕтсен хĕрарăм хăех ĕне сăвать, апат пĕçерет, кил-çуртра тирпейлет, кĕнчеле арлать, çыхать. Çу çитсен вара пахчари йăрансене çум курăкĕнчен тасатсах тăрать. Ахаль ларса вăхăта ирттерме хăнăхман вăл. Тен, çавăнпах халĕ те çирĕп кинемей?

Хăй вăхăтĕнче унăн сăнне «Красный Октябрь» колхозăн Хисеп хăми çине вырнаçтарнă. Бригадăра малтисен йышĕнче пулнă вăл. Çакна Муркаш районĕ çинчен кăларнă кĕнекесенче вуласа пĕлме пулать.

«Йывăрлăх çинчен калаçма юратмасть вăл. Кăмăлĕ яланах лайăх. «Çитет мана», — тет. Унпа сăмах пуçарсан вăй хушăнать», — палăртать почтальонкăра 24 çул тăрăшакан Лидия Петровна.

«Халĕ савăнса, ырă малашлăха шанса пурăнмалла. Çимелли, тăхăнмалли çук вăхăт тахçанах хыçа юлнă. Патшалăх укçа парать, пулăшать. Мĕн кирли — йăлтах алă айĕнче. Килте те курортри пекех туятăп хама», — тет кил хуçи арăмĕ.

Тăван киле манмаççĕ

Чун çирĕплĕхĕпе, ĕçчен­лĕхĕпе, вăр-варлăхĕпе йывăрлăхсене çĕнтерсе пырать Лидия Алексеевна. Кĕскен çеç ачалăхне, çамрăклăхне аса илет.

Вĕсен çемйине кулаксен йышне кĕртнĕ. Пĕтĕм пурлăха туртса илнĕ. Ашшĕпе амăшĕн виçĕ ачипе пĕрле пÿртрен витене куçма тивнĕ. Тĕпренчĕксем шĕшкĕ кăчкипе, çĕрулми крахмалĕпе хырăм выççине ирттернĕ.

Вăрçă вăхăтĕнче Шупашкарти завода ĕçлеме кайнă. Хулăн тумтирсĕр çул çинче пайтах шăннă.

Уксах каччăпа çемье çавăрнă вăл. Килти йывăр ĕç хĕрарăм çине тиеннĕ. Уншăн ним чухлĕ те пăшăрханман Лидия Афанасьева. 5 ача çуратнă. Тĕпренчĕкĕсене утьăкка сиктерме те вăхăт пулман. Вĕсенчен пĕри çут тĕнчере çук ĕнтĕ, ыттисем тăван киле манмаççĕ, амăшĕ патне пырсах çÿреççĕ.

Кăларăм тути

«Эпĕ «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçата вулатăп, çавăнпах республикăри, тĕнчери лару-тăрăва пĕлсе тăратăп. Çак тери кирлĕ хаçат. Эпĕ ăна çут тĕнчерен уйрăлса кайичченех çырăнса илĕп. «Чăваш хĕрарăмĕпе» туслашманнисене шеллетĕп — вĕсем хаçат тутине пĕлмеççĕ», — палăртать Лидия Алексеевна. Питĕ хăпартланса калаçать вăл пирĕн кăларăм пирки. «Пĕлетĕр-и, юрату историйĕнчи хăш-пĕр самантран сасăпах кулатăп. Интереслĕ вĕт», — пытармасть хĕрарăм.

«Чăваш хĕрарăмĕ» апат пĕçерме вĕрентет. Унти рецептпа усă курăр», — аса илтерет анне. Унăн сĕнĕвне шута илетпĕр», — тет хĕрĕ Людмила.

Мăнукĕ Альбина тĕпренчĕкĕсемпе картишĕнче уçăлса çÿрет. «Амăшĕн капиталне илтĕн-и?» — кăсăкланнăччĕ кукамай. Хаçат вуласа, чăнах, темĕн те пĕлет вăл. Федерацин, республикăн пулăшăвĕпе усă курнине каласа кăтартнă ăна», — хушса калать 3 ача амăшĕ.

Лидия Алексеевна хаçата та, унта ĕçлекенсене те вăрăм кун-çул сунса ăсатса ячĕ. Çакнашкал вулакансем пуррипе вăйлă эпир!

 

Марина ТУМАЛАНОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.