Комментировать

28 Янв, 2017

Чăвашăн амăшĕ - тĕнче пуçламăшĕ

Кăрлачăн 30-мĕшĕнче "Чăваш хĕрарăмĕ" тухма пуçланăранпа 20 çул çитет. Çавна май чăваш халăхĕн тĕп хаçачĕн варĕнче ÿтленсе кун çути курнăскерĕн кун-çулĕ пирки нумай çул "Хыпар" Издательство çурчĕн тилхепине тытса пынă, халĕ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕçлекен Алексей Леонтьевпа курса калаçрăмăр.

— Пурнăçра темле пулсан та ача çуратаканĕ — хĕрарăм. Апла пулин те "Чăваш хĕрарăмне" пуçараканĕ — эсир. Эппин, хăйне майлă ашшĕ кăна мар, амăшĕ те. Хаçат паян пурăнать, аталанать, вăй илет. Алексей Петрович, çакă епле шухăш-кăмăл çуратать?

— Чи кирли — 20 çул каялла уçнă чăвашла кăларăм халĕ те тухса тăни. Хальхи самана укçа-тенкĕ енчен питĕ хаяр. Ĕç çукран ял халăхĕн кĕсйи пушанни хаçат тиражне сиенлĕ витĕм кÿрет. Çавна пулах хаçат пĕр вăхăтра вулакансене çухатрĕ те. Паян вĕсем йышланчĕç. Сăнасах тăратăп-çке. Хаçат пурри — "хыпарçăсен" чи пысăк çитĕнĕвĕ. "Пирĕн" тесех калатăп, ĕмĕрĕпе хаçатра ĕçленĕ-çке — 35 çул.

— "Чăваш хĕрарăмне" кăларма палăртнă чухне вăл мĕнле пуласси куç умĕнче ÿкерĕннĕ-тĕр. Унăн шăпи те канăçсăрлантарнă ахăр. Пиçсе тухнă хаçат кăмăлăра тивĕçтерчĕ-и?

— Хаçат уçнă чухне малтанах унăн кирлĕлĕхне шута илмелле. 20 çул каялла вулакан йышлăччĕ. Аудитори, паллах, тĕрлĕ. Малтанах "Çамрăксен хаçатне" уçрăмăр. Çав вăхăтрах чăваш хĕрарăмĕсем валли те уйрăм хаçат-журнал кирлине туйсах тăраттăмăр. 30-мĕш çулсенче "Ĕç хĕрарăмĕ" тухса тăнă. Раиса Сарпи пĕр вăхăт "Пике" журнал кăларса тăчĕ. Шел, тĕрлĕ сăлтава пула журнал хупăнчĕ. Пысăк тиражпа тухатчĕ вăл. Вулакансемпе тĕл пулнă, халăхпа курнăçнă май çынсене тата мĕн кирлине яланах ыйтса пĕлме тăрăшнă. Хĕрарăмсене ятарлă хаçат кирли иккĕленÿ хăвармарĕ. Тĕплĕ шухăшланă хыççăн илемлĕ пĕр кун ĕçе пурнăçларăмăр. Меслечĕ те малтанхиех, хамăрăнниех, хальччен усă курманни. "Çамрăксен хаçатне" те малтанах "Хыпар" ăшĕнче кăларнăччĕ. 12 номер тухсан ăна ирĕклĕ ишеве янăччĕ. "Чăваш хĕрарăмĕпе" те çаплах пулса тухрĕ. Вулакана çĕнĕ кăларăмпа хăнăхтарса "Хыпар" ăшĕнче ăна 9 хутчен пичетлерĕмĕр. Ун чухне "Хыпар" тиражĕ пысăкчĕ. 1998 çулта хаçат хăй тĕллĕн 4 пин ытла тиражпа тухма пуçларĕ. Хамăр тĕрĕс тунине тепре туйрăмăр.

— Эппин, хаçат вулаканне тÿрех тупнă?

— Тĕп-тĕрĕс. Чи интересли — ăна шăпах 1997 çулта уçса тĕрĕс туни. 1998 çулта "дефолт" тени пулса иртрĕ те хаçат та, халăх та йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкрĕ. Анчах çакă та пур: халăх пĕр япалана хăнăхса çитет те унран уйрăлаймасть. Кăмăлланă тумтире е атă-пушмака çĕтĕлсен те кăларса пăрахма шел вĕт. Çавăн пекех — хаçата та. Вулакан ăна хăнăхрĕ те тиражне сыхласа хăварма май пулчĕ.

— Кадр ыйтăвĕ тухса тăмарĕ-и?

— Ку кăткăслăх журналистикăра яланах пулнă. Халĕ — пушшех. "Ĕçлекенсене ăçтан тупатăр?" — тетчĕç. Анчах ку тĕлĕшпе те пирĕн хамăрăн меслетсем пулнă. Малтанхи тапхăрта хаçатсене "Хыпар" вăйĕпе кăларнă. Галина Антонова-Матвеева, Валентина Смирнова, Сарри Мишши тата ытти журналист ĕçлетчĕç "Чăваш хĕрарăмĕпе". Пĕр-икĕ çултан редакци йышне йĕркелесе çитертĕмĕр.

— Кадр ыйтăвне татса панă тенĕ май, нумаях пулмасть Сарри Мишши "Ун чухне "Хыпартан" "Чăваш хĕрарăмне" куçарнăшăн кÿрентĕм те. Маншăн çавах та "Хыпар" сумлăрахчĕ", — терĕ. Халĕ "Чăваш хĕрарăмĕн" сумĕ епле-ши?

— Хаçат 10 çул тултарнă ятпа уяв ирттерме хатĕрленнĕ май Маргарита Ильинана сцена çине пысăккăн "Чăвашăн амăшĕ — тĕнче пуçламăшĕ" тесе çырма сĕннĕччĕ. Çак тăватă сăмахра мĕн чухлĕ пĕлтерĕш! Мĕн тери кăмăллăн та ытарлăн илтĕнеççĕ.

Халĕ "Хыпара" çăлса хăварасси тавра тĕрлĕ калаçу нумай пырать. Ытти хаçата хупса ăна кăна хăварма сĕнекен те пур. Манăн пĕрремĕш ыйту — ыттисемпе мĕн тумалла? "Кирлĕ мар", — теççĕ. Юрать тейĕпĕр. Анчах "Чăваш хĕрарăмĕн" — хăйĕн аудиторийĕ. Тиражĕ — сакăр пин çурă. Вăтамран кашни çемьере ăна виçĕ çын вулать. Кÿршĕсем, тăвансем тишкереççĕ-ха тата. Вун-вун пин çын пухăнать çапла! "Чăваш хĕрарăмĕпе" "Çамрăксен хаçатне", ытти кăларăма хупас тăк вĕсен вулаканĕ йăпăр-япăр чупса кайса "Хыпар" çырăнĕç тесе шухăшлаççĕ пулмалла. Ун пек пулмасть. Пач урăхла пулса тухать. Юратнă хаçатсăр юлнăшăн тарăхнипе хăйсене çурăлса каясла туйĕç те вĕсем — "Хыпара" курайми пулмĕç-ши?..

Паянхи тĕллев — тухса тăракан пĕр кăларăма та пĕтме памалла мар. Чăваш культуришĕн, пичечĕшĕн вĕсем — ылтăн пĕрчи пекех. Паянхи вăхăтра — пушшех те. Пурин те телекурав, Интернет пур. Çамрăксен пысăк пайĕ пачах вуламасть. Вăтам ăру та хаçат-журналран писет. Ваттисем вилеççĕ. 8-9 пин тираж та халĕ — ылтăн чăмаккипе танах.

"Чăваш хĕрарăмĕ" культурăшăн, чĕлхешĕн пысăк ĕç тăвать, хĕрарăмсене канаш памалли хăйĕн тĕллевне туллин пурнăçлать. Малашне те çаплах пуласса шанатăп.

— "Чăваш хĕрарăмĕ" паянхи журналистикăпа тан пырать-и?

— Эпĕ хаçат-журнала çапах та профессионал куçĕпе хакласа вулатăп. Тĕшшине шута илме тăрăшатăп. Статья кирлĕ-и? Ячĕ килĕшÿллĕ-и? Пĕтĕмĕшле, хаçат аван, хитре пулса пырать.

Ахăртнех, историе ытларах кĕмелле. Паллăран та паллă хĕрарăмсем çинчен çырмалла. Калăпăр, Агафья Гаврилова, Ольга Талля, Ольга Ырсем — камсем вĕсем? Иртнĕ саманапа паянхине сыпăнтаракан хăйне евĕр кĕпер — Вера Кузьмина, Нина Григорьева çинчен мĕншĕн çырмалла мар? Вĕсем пирĕншĕн питĕ хаклă çынсем. Унашкаллисем чăваш хĕрарăм юхăмĕн историйĕнче питĕ нумай. Тăватă томлă чăваш энциклопедине уçсан кам кăна çук унта! Вĕсем çинчен вулакана каласа кăтартас килет.

"Чăваш хĕрарăмĕн" паянхи пурнăçа çеç çутатмалла мар, ĕнерхипе паянхине çыхса тĕвĕлесе тытса пымалла. Вырăнти çырма-çатрана, вăрман ĕшнине, улăх-çарана мĕншĕн шăпах хăйне евĕр ят панине каласа кăтартнисем те вулаканшăн кăсăклă пулмалла. Ватăсем пĕлеççĕ вĕт ăна. Хам та ку ыйтăва пĕрре мар тишкернĕ, тĕпченĕ. Виçĕ çул комбайнер пулăшуçинче ĕçленĕ эпĕ. Пĕр уйра хăрнă йывăç ларатчĕ. Питĕ пысăкчĕ, сарлакаччĕ вăл. "Чăрмантарать вĕт-ха, мĕншĕн кăкласа тăкмаççĕ, ĕçлеме те çăмăл пулĕччĕ", — теттĕм. Юрамасть иккен. Авалтан ларать. Киремет йывăçĕ-ши ĕнтĕ? Тăван топонимикăпа çыхăннă япаласем çинчен те çырса кăтартмалла. Вĕсем çамрăксемшĕн те интереслĕ пулмалла. Кăсăклантаракан темăсем — иксĕлми. Шухăшламалла çеç. Вулакансемпе те канашламалла.

— "Чăваш хĕрарăмне" ытарлăн мĕнле хакланă пулăттăр?

— Асанне-кукамай, аппасем, йăмăксем, пурнăç панă анне — пĕтĕмпех чăваш хĕрарăмĕ. Чăвашăн амăшĕ — тĕнче пуçламăшĕ тени те çакăнтанах. "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçат та "Хыпарта", чăваш кăларăмĕсен йышĕнче хăйне евĕр вырăн йышăнать. Кирек хăш халăхăн та тĕкĕнме юраман хаклă ятсем пур. "Чăваш хĕрарăмĕ" те — сăваплă, унăн пĕлтерĕшĕ те анлă та хаклă. Ăна хисеплемеллех. Çырăнса илмеллех.

— Калаçушăн пысăк тав.

 

Татьяна НАУМОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.