Комментировать

26 Янв, 2017

Çĕнĕ шкул киввинчен пин хут лайăхрах

Кунта ĕçлекенсен те, вĕренекенсен те пысăк савăнăç — кĕркунне вĕренÿ çулне çĕнĕ пĕлÿ çуртĕнче пуçланă вĕсем. Вăл аякранах илемлĕн курăнса ларать, ачасене кунсеренех хăй патне кăчăк туртать. Ара, кивĕ шкулпа танлаштарма та çук-çке ăна, хальхи пин хут лайăхрах.

Ачасен кăмăлне каять

— Пилĕк çул каялла 60-мĕш çулсенче хута янă кивĕ çурта юсама тĕллев тытрăмăр. Классемпе пÿлĕмсене сăн ÿкерсе район администрацине илсе кайрăмăр. Хыççăн — Шупашкара. Унта ку çуртра малалла вĕренме май çуккине палăртрĕç. Каярах республикăри Вĕренÿ министерствинче Хирти Явăшра çĕнĕ шкул хута яма проект йышăнчĕç. Ăна пурнăçа кĕртме тытăнтăмăр. Çĕнĕ вĕренÿ çулне çĕнĕ шкулта пуçларăмăр, — каласа пачĕ Николай Георгиевич Ильин директор.

Ачасен кăмăлне туллин тивĕçтерет çурт: кунта пысăк та çутă спортзал, хоккей вылямалли коробка, волейбол тата баскетбол площадкисем пур. Шкул автобусне лартмашкăн гараж та хăпартнă. Кивĕ шкулта вара спортзал та пулман, физкультура урокĕсем чылай чухне урамра иртнĕ. Халь кашни ача тулли кăмăлпа кунта килет, уроксем вĕçленсен хаваслă кăмăлпа киле таврăнать.

Дильназпа Валерия юратаççĕ чăваш ташшине

Тулли кăмăлпа вĕренме çÿрекен арçын ачасемпе хĕрачасен çитĕнÿсем тăвас, шкул ятне çÿлте тытас туртăмне кăçалхи савăнăçлă пулăм тата ытларах вăйлатнă. Пултаруллăскерсем тĕрлĕ çĕрте палăрма ăнтăлаççĕ.

Чăвашсемпе тутарсем пĕр парта хушшинче лараççĕ, пĕрле выляççĕ, савăнаççĕ. Туслăх хуçаланать кунта. 6-мĕш класри вĕренÿ отличницисем — Дильназ Тазетдиновăпа Валерия Иванова — çакна çирĕплетрĕç те.

— Эпир пĕр çултах, пĕр кунрах, пĕр больницăрах кун çути курнă, — хĕпĕртесе пĕлтерчĕç юлташсем.

Вĕсем пур çĕрте те пĕрле пулнинчен тĕлĕнме пăрахнă та ĕнтĕ ыттисем. Сăн-сăпачĕпе те пĕр пекрех. Аппăшĕпе йăмăкĕ тейĕн. Ахăртнех, вĕсене пĕр-пĕринпе тĕл пулма шăпа пÿрнĕ.

— Чылай тус-юлташ пуличчен пĕри, шанчăкли, пултăр, — теççĕ хĕрачасем.

Дильназ тутар çемйинче çитĕнет, чăваш чĕлхи уншăн иккĕмĕш тăван чĕлхе вырăнĕнчех. Чăвашла вăл ача садĕнчех пуплеме вĕреннĕ, çăмăллăнах ăса хывнă ăна. Халĕ тантăшĕсемпе те шакăртаттарса калаçать. Валерия та тусĕнчен юлмасть — майĕпен тутар чĕлхине вĕренсе пырать. «Çичĕ чĕлхе — çичĕ ăс» тенине яланах асра тытаççĕ тăрăшуллăскерсем.

Хĕрачасем чылай çĕрте çитĕнÿ тума ăнтăлаççĕ. Çак тĕллевпех шкулти ташă кружокне çул тытнăскерсем ăсталăхне самаях ÿстерме ĕлкĕрнĕ. Шкулти пĕр концерт-мероприяти те вĕсемсĕр иртмест. Чи кăмăла каякан ташă пирки ыйтсан «Морячка» тата чăваш ташшисене палăртрĕç. Дильназ: «Чăваш ташшине питĕ кăмăллатăп, мĕншĕн тесен унта хусканăвĕсем те интереслĕ, тумтирĕ те хитре», — терĕ йăл кулса.

Çамрăк ташăçăсем районти тата республикăри пултарулăх конкурс-фестивале тăтăшах хутшăнса палăраççĕ. Хисеп хучĕсем те нумай çĕнсе илнĕ. Кунсăр пуçне туссем «Асамлă квиллинг» тата математика кружокĕсенче тавракурăма аталантараççĕ.

Пултаруллăскерсем спортпа та туслă. Хĕл кунĕсенче йĕлтĕрпе чупаççĕ, шкулти катокра конькипе ăмăртмалла ярăнаççĕ. Шкулти волейбол командинче те хастар. Физкультура урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтекенскерсем хаваслăн выляса-кулса сывлăха çирĕплетеççĕ. Урок çĕнĕ, çутă, пысăк спортзалта иртни вара вĕсене тата ытларах хавхалантарать.

Малашне те хастарсене çитĕнÿсем тума, виççĕмĕш чĕрĕке кăна мар, пĕтĕм вĕренÿ çулне «пиллĕк» паллăпа çеç вĕçлеме ырă сунатпăр.

Нина ЦАРЫГИНА.

Комсомольски районĕ,

Хирти Явăш шкулĕ.

АВТОР сăнÿкерчĕкĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.