Комментировать

26 Янв, 2017

Пысăк сцена çине тухма ĕмĕтленет

Утаççĕ-и, чупаççĕ-и? Выляççĕ-и, кулаççĕ-и? Пире хапăл тăваççĕ-и? Ахăртнех, чылайăшĕ çак йĕркесем ăçтан пулнине тÿрех ăнланчĕ. «Шевле» кăларăма ача чухне эпĕ те чăтăмсăррăн кĕтеттĕм, чăваш ачисем валли унашкал кăларăм пурришĕн савăнаттăм. Çулсем иртнĕ май «Шевлене» ертсе пыракан шăпăрлансем улшăнса пычĕç. Шупашкарта пурăнакан Виктория Ермолаевăна сенкер экранпа 5 çул курма май килнĕ. Вăл унта пĕр класра вĕренекен юлташĕпе пĕрле лекнĕ. Викăна «Çывăр, аптраман тавраш» кăларамра та курма май пулнă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах камера умĕнче хăйне ирĕклĕ тытма хăнăхнăскер ÿссен журналист пулма шухăшланă. Анчах чун киленĕçĕ — музыка — уншăн пĕлтерĕшлĕрех. Пурнăçне унпа çыхăнтарма тĕллевленсе вăл мусăкçă профессине алла илме, пысăк сцена çине тухма ĕмĕтленнĕ.

Виктория малтан — Г.С.Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕнче, кайран Шупашкарти 43-мĕш шкулта вĕреннĕ. Лицейра ăс пухнă чухне вăл сĕрме купăс калама вĕреннĕ. Юрлас ăсталăх пуррине кура амăшĕ ăна музыка шкулне çавăтса кайнă. Хĕрача унта 7 çул сукмак такăрлатнă. Хор уйрăмĕнче ăсталăхне туптанисĕр пуçне вокал енĕпе пĕлÿ илнĕ вăл, фортепиано калама вĕреннĕ. Виктория музыка шкулне пĕрле çÿрекен хĕрачапа дуэт юрланă. Иккĕшĕ республика шайĕнче иртнĕ «Мехел», «Раççейри çамрăк сасăсем», «Ылтăн кĕркунне» тата ытти конкурса хутшăнса çĕнтернĕ.

9-мĕш класс хыççăн Виктория тĕп хулари Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕнĕ. «Мусăкçă пулас килни çак вĕренÿ заведенине çул тытсан ытларах палăрчĕ. Ача чухне кун пирки пачах ĕмĕтленмен-çке», — пĕлтерчĕ пике.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.