Комментировать

25 Янв, 2017

ШЫВ ÇИТЕЛĔКЛĔ-И?

Организмра шыв çителĕклĕ пулни пĕлтерĕшлĕ. Сывлăх шайĕ мĕнле пуласси унран та килет.

1. Ывăнчăклăх. Шывсăрланни апат ирĕлтерекен ферментсене туса кăларассине вăрахлатать. Çавна пула организм апата туллин йышăнаймасть. Ку — хăвăрт ывăннин сăлтавĕсенчен пĕри.

2. Астма тата аллерги. Организм шывсăрланса юлсан сывлав çулĕсем, бронхсем шыçас хăрушлăх ÿсет.

3. Апат ирĕлтерекен тытăм пăсăлни. Шыв, кальци, магни минералсем çитменнипе апат ирĕлесси пăсăлма, язва, гастрит аталанма, кăкăр хĕртме пултарать.

4. Кĕлетке виçи ÿсни. Шывсăрлансан вăл энерги çитменнипе аптрать, мĕншĕн тесен ылмашăну ĕçĕсем шыв хутлăхĕнче пулса иртеççĕ. Çынсем вăй чакнăран апат ытларах çиме тăрăшаççĕ, çав вăхăтрах организма вара шыв кăна кирлĕ.

5. Вар хытни. Шыв çителĕклĕ пулмасан шлаксем хулăн пыршă тăрăх вăрахăнтарах куçаççĕ. Çакна пула час-часах вар хытать.

6. Юн пусăмĕ пысăк. Нормăра юнра шыв 92 процента яхăн пулмалла. Шĕвек çитмесен юн çăралать, çавна пула вăл куçасси йывăрланать, юн пусăмĕ ÿсет.

7. Холестерин шайĕ пысăк. Шывсăрланнă организм клеткăсене шыв çухатасран хÿтĕлеме холестерин ытларах туса кăларать.

8. Шăк хăмпипе пÿрене йывăр. Шыв çителĕксĕр пулсан организмра наркăмăшсемпе япаласен ылмашăнăвĕн каяшĕсем пухăнаççĕ, бактерисене ĕрчеме условисем лайăхланаççĕ. Çакна пула шăк хăмпипе пÿрене инфекци лекес хăрушлăх ÿсет.

9. Сыпăсем ыратаççĕ, япăх хускалаççĕ. Сыпăсен кăмăрчак тĕртĕмĕнче шыв нумай. Вăл çитмесен вара кăмăрчак вăйсăрланать, сыпăсен хусканулăхĕ чакать, çакна пула вĕсем ыратма пуçлаççĕ.

10. Вăхăтсăр ватăлни. Организм шывсăрланни вăраха кайсан пĕтĕм орган /çав шутра ÿт те/ ытла ир ватăлать.

Сĕнÿ: кашни ир вăрансанах пĕр стакан шыв ĕçмелле.

Пĕлни пăсмасть

  • Час-часах ăш типни организм шывсăрланнине асăрхаттарать.
  • Хăвăрт начарланма тата кĕлетке виçине йĕркере тытма ирхи, кăнтăрлахи, каçхи апатсем умĕн 2-шер стакан шыв ĕçмелле тата апат кăшт сахалрах çимелле.
  • Сивĕ шыв калорисем ирĕлсе пĕтессине хăвăртлатать. Çак ĕç шыв ĕçнĕ хыççăн 10 минутран пуçланать те çур сехетрен уйрăмах вăйланса çитет.
  • Ăш хыпсан ахаль шыв кăна ĕçмелле. Пылак газировкăпа улма-çырла сĕткенĕ — калори çăлкуçĕ.
  • Пĕр стакан таса шыв вăл — 0 грамм сахăр тата 0 калори!
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.