Комментировать

9 Апр, 2014

Пуçарулăхшăн çул уçă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн машиностроени факультетĕнче Чăваш Республикин Çамрăксен инноваци пултарулăхĕн центрне уçма хутшăннă. Çĕнĕ центрпа паллашма çавăн пекех ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин, тĕп хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата Федерацин çамрăксемпе ĕçлекен агентствин «Наука тата инновацисем» çул-йĕр кураторĕ Виктор Родионов та килнĕ.

Пухăннисене саламланă май республика Пуçлăхĕ çамрăксен наукăпа, техникăпа çыхăннă пултарулăхĕ экономика конкурентлăхне ÿстерес енĕпе пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă, патшалăх пулăшнипе уçнă центра шкул ачисемпе студентсемшĕн хăйсен пултарулăхĕпе ăнăçлă усă курмалли вырăн тесе хакланă. Центра уçма федерацин пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшма уйăрнă укçипе усă курнă, çавăн пекех республика бюджечĕн тата бюджет тулашĕнчи çăл куçсен укçине те явăçтарнă.

«Пире студентсем çĕнĕ технологисемпе усă курса хăйсен идейисене пурнăçламалли майсем кирлĕ. Çĕнĕлĕхсене производствăра ĕçе кĕртни машиностроени аталанăвне хушма хăват кÿрĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Университет ректорĕ Андрей Александров çак центр инженери пултарулăхĕн культурине çĕклессе, отрасльшĕн кадрсен лаççи пулса тăрасса шаннине палăртнă. Машиностроени факультечĕн 4-мĕш курсĕн студентки Алина Чистякова кунта вĕренекенсен ячĕпе республика ертÿçисене çамрăксене тĕрев парса пынăшăн тав тунă.

Хăнасем центр ĕçĕпе, проектсемпе модельсен лабораторийĕпе, производство полигонĕпе паллашнă. Центр ертÿçи Владимир Григорьев каланă тăрăх - кунта икĕ çул-йĕре аталантарассине тĕпе хурĕç: робототехника тата электротехникăн сăнав площадки. Вăл çавăн пекех лабораторисен майĕсем çинчен каласа панă, унта çамрăксем хăйсен техникăпа çыхăннă идейисене ĕçе кĕртме, вĕренме, модельсем тăвас, машинăсем конструкцилемелли технологисем, строительство, электротехника тата электроника енĕпе пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма пултарĕç. Çавăн пекех кĕçĕн классенче вĕренекенсем валли те ятарлă курс йĕркеленĕ, унта пĕчĕккисем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле çÿреме пултарĕç. Вĕренÿ программинче - çĕнĕ йышши конструкторсем пулăшнипе роботсем тăвасси.

Юлашкинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧПУ ректорĕпе Андрей Александровпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ, аслă шкул аталанăвĕн малашлăхне сÿтсе явнă.

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.