Комментировать

21 Янв, 2017

«Хыпарсăр» — пĕр çул та

 Канаш район администрацийĕнче илтнĕ хыпар шутсăр тĕлĕнтерчĕ. Вырăскас Пикших ялĕнче пурăнакан Иван Гаврилов «Хыпар» хаçатăн кашни номерне вун-вун çул пĕр сиктермесĕр ятĕнчен пуçласа вĕçне çитиех вулать-мĕн. Сас-хура килне çитсе хăйĕнпе тĕл пулма васкатрĕ.

 Мĕн илтни пĕтĕмпех тĕрĕс. Телефон номерне пĕлменрен хамăр пырасси çинчен маларах шăнкă-равласа пĕлтереймерĕмĕр. Эпир çитнĕ çĕре вăл «Хыпарăн» çĕнĕ номерне вуласа ларатчĕ. Иван Гаврилович çак ялтах 1921 çулхи чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнче çуралнă. 1940 çулта Хĕрлĕ Çара кайнă, Инçет Хĕвелтухăç чиккине лекнĕ. Икĕ çултан вĕсен чаçне хальхи Тверь облаçне куçарнă. Пĕр çапăçура урине йывăр амантнă. Госпитальте сывалнă хыççăн çар комиссийĕ ăна вăрçа текех юрăхсăррине палăртнă, иккĕмĕш ушкăнри инвалид пулнине çирĕплетнĕ.

И.Гаврилов 1944 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче килне таврăннă. Çав кунран пуçласа паянчченех чăваш халăх хаçачĕн пĕр номерне те вуламасăр хăвармасть, ăна çулленех çырăнса илет. Ылханнă вăрçă хăйне ĕмĕр тÿрленейми инкек кăтартнă хыççăн самана таппинчен юласшăн мар, çĕнĕ хыпарсемпе куллен паллашать. «Хыпарсăр» пуçне «Кил-çурт, хушма хуçалăх», «Российская газета», «Ветеран», «Канаш ен» çырăнса илет.

— Атте вĕсемпе çеç çырлахмасть. Ăна кашни эрнерех «Аргументы и факты», «Комсомольская правда» туянса паратăп, — тет ывăлĕ Владимир. Вăрçă ветеранĕн хăлхи витĕр мар, аран-аран илтет. Çавăнпа калаçăва ывăлĕ те вăхăт-вăхăт хутшăнчĕ.

Иван Гаврилович «Хыпарта» ятарлă кăларăмсем килĕшнине, анчах «Мĕн çыраççĕ хаçатсем?» ярăм çухалнишĕн пăшăрханнине пĕлтерчĕ.

— Кашни материалпах тĕплĕн паллашсан чунăм уçăлать, кăмăл тулать, хама халăх хушшинче пул-нăнах туятăп. Тавах çакăн пек лайăх хаçат тухса тăнăшăн, — терĕ ветеран.

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.