Комментировать

9 Апр, 2014

Амăшĕпе хĕрĕ - яланхи шыравра

Вĕрентекенĕн ачи... Чылайăшĕ ун тĕлĕшпе иккĕллĕ шухăшлать. Пĕр енчен, шкулти мĕн пур вĕренекеншĕн учитель хĕр-ывăлĕсĕр пуçне тата камăн чи лайăх тĕслĕх пулмалла-ха? Тепĕр енчен - хăш-пĕриншĕн çакнашкал вĕренекенсем чи телейлисем, çапла мар-и? Ара, ашшĕ е амăшĕ шкулта вĕрентет тĕк ачи пĕлÿ енчен уксахласан та начар паллă лартса кÿрентермеççĕ тесе татăклăн пĕтĕмлететпĕр вĕт. Анчах кунашкал шухăш чăнлăхпа яланах килĕшсе тăмасть. Хăйсен тĕпренчĕкĕсенчен чăнахах ыттисенчен çирĕпрех ыйтакан вĕрентекенсем те, телее, пур-ха. Тĕслĕх-и? Атьăр эппин, вĕсемпе паллашар.

Çынпа хутшăнасси илĕртет

Вăрмар районĕнчи Чупайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта тăххăрмĕш класра ăс пухать Анастасия Петрова. «Комсомолка, спортсменка, чиперкке...» - совет тапхăрĕнче халăхра анлă сарăлнă каларăш ун çинчен тейĕн. Дневникĕнче - чи лайăх паллăсем, портфолио тĕркинче - тĕрлĕ конкурсра малти вырăн çĕнсе илнине çирĕплетекен хутсем. Баскетболла вылять, шкулта иртекен пĕр мероприятирен те юлмасть. Пĕр вăхăт вăл журналист профессийĕ çинчен ĕмĕтленсе хĕмленнĕ. Халĕ вара ытти кăсăклă специальноçсен ытамĕнче: хăшне суйласси пирки тĕплĕн шухăшлать. «Кирек темле пулсан та мана çынсемпе калаçмалли ĕç кирлĕ», - уççăн калаçать вĕренекен.

Чăн-чăн патриот туйăмĕ унра. Çакна вăл Раççейре иртнĕ «Места России, которые стоит посетить» ăслăлăх-практика конференцине хутшăнни те аван çирĕплетет. Форум валли районти чылай ача республика тулашĕнчи вырăнсем çинчен тĕпчевсем хатĕрленĕ тĕк - Чупай хĕрĕ пуриншĕн те кăсăклă вырăна тăван Чăваш Енрех «шыраса тупнă». Муркаш районĕн территорийĕнчи вăрманта «Кĕмĕл каскад» шыв сикки пурри çинчен пĕлнĕ те... Районти жюри Настьăн презентацине чи лайăххи тесе йышăннă.

Чăваш чĕлхипе литературине асăннă шкулта Людмила Александровна Цифаркина вĕрентет. Халăх ăс-хакăлне çав тери сума сăвакан, педагогикăна чунтан парăннă çын çитĕнĕвĕ - куç умĕнче. Акă Н.Петрова та асăннă предметсемпе иртнĕ олимпиадăра республика тапхăрăнче малтисен ретĕнче пулнă.

- Аннÿ, Эльза Александровна, ку шкултах ĕçлет иккен. Уншăн та пуçламăш классенче юратнă вĕренекенĕ пулнă-и эсĕ? - вăлтса ыйтатăп Настьăран.

Хĕр ачан унăн урокĕсенче ларма тÿр килмен-мĕн. Хăйĕн хĕр пĕрчийĕ пĕлÿ тĕнчипе паллашма тытăннă çулсенче Э.Петрова кÿршĕ ялта ĕçленĕ.

Лаша пуласси - тихаран...

Сăпайлă хĕрарăмпа хамăрăн калаçăва паянхи вĕрентÿ тавра йĕркелерĕмĕр. Эльза Александровна вĕрентекен 3-мĕш класа Чупай, Патти, Мăнтăр ялĕсенчен 10 ача çÿрет. Хула шкулĕсенчи практика - ачасене пĕлÿлĕхне кура ушкăнсене пайласси - ялта вăй илеймĕ: вĕренекен шучĕ капла та питĕ сахал.

- Педагогăн паянхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки сăмах пуçарсан институтри лекцисем тÿрех асăма килеççĕ. Шкулта чĕрĕк ĕмĕре яхăн ĕçленĕ май пĕтĕмлетĕвĕм çапла: пурнăç кĕнекере вĕрентнинчен раснарах, çав-çавах темĕнле йывăр лару-тăруран та педагогăн чысне ÿкермесĕр тухмалла. Акă паянхи саманан хăйне евĕрлĕхне илер. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем саланнине пула ялсенче ниçта ĕçлемен çын чылай. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ /асăрхăр: хĕрарăмсене те асăнтăм/ ĕçке иленнишĕн чун ыратать. Ачин урок тумалла - унашкаллисемшĕн тĕнче тикĕс. Учитель вара аран вĕренекене те «сĕтĕрет». Анчах аслисем ăс памасан пепки учитель тăрăшнине хаклама ăçтан пĕлтĕр? Сăвă пăхмасăр калама хăнăхасси мар, теплере пĕрре ĕçлесе илнĕ укçипе ашшĕ илсе панă планшетник илĕртет ăна, - чунне уçса калаçать кĕçĕн классен вĕрентекенĕ.

Эльза Александровнăшăн патшалăх стандарчĕсен программине пурнăçласа пыни кăна мар, çитĕнекен ăрăва пурнăçра арпаштаракан çул-йĕртен пăрăнма хăнăхтарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Класс сехечĕсене йĕркеленĕ чухне çакна шута илет те.

Хăйĕн ачисене мĕнлерех витĕм кÿрет-ха вăл шкулта ĕçлени? Ывăлĕ Костя шкулпа сыв пуллашнă та ĕнтĕ, Шупашкарти электромеханика колледжĕнче ăс пухать. Вăл та, Настя та вĕренÿре тăрăшуллă пулнăран хĕпĕртет амăшĕ. Пĕр-пĕр предмета ачисене хистесех шĕкĕлчеттересси йăлара нихăçан та пулман. Настя мĕнле проектпа, хăш конкурса хутшăнассине амăшĕ кая юлса кăна пĕлет. Çавăнпах хĕрĕн кăтартăвĕсемшĕн тата та ытларах хĕпĕртет-мĕн.

- Унăн пушă вăхăт сайра хутра кăна тупăнкалать. Апла пулин те килти хуçалăхри ĕçсене явăçтармасăр хăвармастпăр. Ачашланипе кăна пурнăçа тĕрĕс хаклама вĕрентеймĕпĕр, - Настьăна мĕнлерех воспитани пани амăшĕн çак сăмахĕсенчен аван курăнать.

...Акă уроксем вĕçленчĕç. Шкултан шавласа тухакан вĕренекенсен ушкăнĕнче «учитель ачи» те пур. Амăшĕ те, ашшĕ те /Николай Леонидович Канаш хулинче ĕçлет/ ĕçрен часах таврăнаймĕç. Килне çитсенех Настя витери выльăха тăрантарма васкĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.