Çырав тĕлĕнтермĕшĕсем
Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ - 2016 пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Пушкăртстанстат кăсăклă фактсем пĕлтернĕ.
Анлă статистика тĕпчевĕ тăрăх - халăх асăннă регионта сайра тĕл пулакан çимĕçсем, абрикос тата ананас ÿстернине палăртнă. Çавăн пекех чечек, сайра тĕл пулакан ÿсентăран çитĕнтерекенсен йышĕ те нумайланнă.
Республикăри 6 районта страус ĕрчетеççĕ. 2006 çулта çак тĕлĕнтермĕш кайăксене пĕр районта çеç тытнă. 3 районта павлинсемпе фазансем, путене, «рекс» ăратлă кролик усраççĕ. Пăлансемпе тĕве, пони ĕрчетекенсем те пур. Кил хуçалăхра шиншилла та нумай.
Иглин районĕнчи пĕр фермер ?хресчен% хуçалăхĕнче тискер чĕрчунсем те - упа, хир сысни, акăш, кайăк хур - тытаççĕ.
Росстат органĕ пĕлтернĕ тăрăх - Туймазă районĕнчи пĕр çын хăйĕн çĕр лаптăкĕнче вигвам ?хÿшĕ% туса лартнă та индеец пек пурăнать.