Комментировать

19 Янв, 2017

Юратса кĕнеке парнелер-и?

Чăваш Енре пурăнакансем! Сире Пĕтĕм Раççейри «Юратса кĕнеке парнеле» акцие хутшăнма йыхравлатпăр. Вăл пĕтĕм тĕнчери Кĕнеке парнелемелли кун, нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче, иртет. Йĕркелÿçи — Культура, искусство, çутĕç ĕçченĕсен ассоциацийĕ.

2012 çулта вăй илнĕ уявăн тĕп тĕллевĕ — тĕнчери пур çынна та ачасене кĕнеке парнелеме хавхалантарасси, технологисен ĕмĕрĕнче те хут кĕнеке чаплă парне пулнине кăтартса парасси. Хăвăр вуласа тухнă кĕнекене кама та пулин парнелес тесен нумай шухăшламасăрах библиотекăна кайса парăр. Ку ыркăмăллăх ĕçне кирек епле организаци е уйрăм çын хутшăнма пултарать. Анчах та кĕнекесем типтерлĕ те лайăх курăнччăр. Акци кăрлачăн 15-мĕшĕнчен пуçласа нарăсăн 12-мĕшĕччен пырать. Шупашкар çыннисем кĕнекесене Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотекине, республикăра пурăнакансем вара — районсен тĕп вулавăшĕсене леçсе парĕç.

Нарăсăн 14-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке парнелемелли кун, пуçтарнă кĕнекесене респуб-ликăри ачасемпе çамрăксен вулавăшĕсене парнелĕç. Ачасемпе çамрăксен вулавăшĕ ирттерекен Кĕнеке-парнесен ярмăрккинче вара кашниех вуласа тухнă кĕнекине «çĕннипе» улăштарĕ. Кунтах ача-пăча çыравçисемпе – Галина Белгалиспа, Любовь Петровăпа, Елена Светлаяпа, Дмитрий Суслинпа — тĕлпулу та иртĕ. Кĕнекесем çĕнĕ хуçа аллинче çĕнĕ пурнăç пуçласса шанаççĕ вулавăш ĕçченĕсем.

Çак кунăн тĕп сăнарĕ кĕнеке пулса тăтăр! Ăна юратса парнелĕр!

Акци пирки тĕплĕнрех www.chuvrdub.ru сайтра вуласа пĕлĕр. Ыйтăвăрсемпе сĕнĕвĕрсене электрон почтăпа rdub1@cap.ru адреспа ярса парăр.

Наталья СТЕПАНОВА.

ЧР ачасемпе çамрăксен библиотеки.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.