«Антон пурнăçĕ куç умĕнче сÿннине пăхса лармăпăр»
Пĕлтĕрхи çу уйăхĕнче Шупашкарта пурăнакан Надеждăпа Григорий Моисеевсен çемйинче виççĕмĕш ывăл Антон çуралнă. Пепке 3542 грамм тайнă, çÿллĕшĕ — 52 сантиметр. Чăн-чăн пăхаттир! Амăшĕпе ывăлне ача çуратмалли çуртран кăларасса килтисем чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Акă вăл телей!
Антонăн куçĕ унталла-кунталла «чупкаланине», вăл çынсем çине пăхайманнине Надежда малтанхи кунсенчех асăрханă. Тухтăрсем ăнлантарнă: ку çуратнă чухнехи гипоксийăна пула /кăвапа пырши мăй тавра икĕ хутчен явăннăран пепкене сывлăш çитмен/, вăхăт иртнĕ май амак иртессе шантарнă. Çавăн пекех амăшне ача хырăм çинче выртнă чухне пуçне çĕклеменни, пуçĕ урăхлараххи, лĕпке пысăкки, ун тĕлĕнчи ÿт, юн тымарĕсем карăнни те сисчĕвлентернĕ. Антон малтанхи уйăхсенче чиперех ÿт хушнă пулин те амăшĕн чунĕ усала туйнă: кунта темĕн тĕрĕс мар, аслă ывăлĕсем пачах урăхла аталаннă-çке. Надежда пăшăрханăвĕ пирки тухтăрсене пĕлтернĕ. Окулистсем хăйсен енĕпе чир курман, невропатолог патне кайма сĕннĕ. Ку специалист укол тума хушнă, сиплев пулăшнă, ачан куçĕ «чупкалама» пăрахнă. Эмел ĕçтерсен те Антошка пуçне тытайман, çывăх çыннисем çине пăхайман. «Çăмăллăнах парăнакан чир те, гипокси витĕмĕ те мар ку», — тесе Надежда больницăна вырттарсах сиплеме ыйтнă. Чылай ÿкĕтленĕ хыççăн тин неврологи уйрăмне направлени панă. 2016 çулхи раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче вĕсене больницăна хунă, тепĕр икĕ кунран остеопетроз /«мрамор» чирĕ/ мар-ши тесе иккĕленÿллĕ диагноз лартнă. Çак самантра Моисеевсемшĕн тĕнче йăтăнса аннă тейĕн. Тĕпренчĕкне хăрушлăх кĕтнине çывăх çыннисен ĕненес килмен. «Пирĕн юратнă ывăлăмпах пулса иртет-ши ку? Çук! Тĕрĕс мар...» — чун ниепле те йышăнман çакна. Шел те, диагноз çирĕпленнĕ. Гематолог лăплантармалли нимĕн те каламан, кунашкал ачасем 3 çулччен пурăнаççĕ тесе çапса хуçнă. Шупашкарти тухтăрсен диагнозне Мускав генетикĕсем те ĕнентернĕ.
КĔСКЕН
|
---|
Моисеевсем ку чир çинчен тĕплĕнрех пĕлес тесе Интернетра информаци шырама тытăннă. Тухтăр каланипе вĕсем çырлахас, ача пурнăçĕ куç умĕнче сÿннине нимĕн тумасăр пăхса ларас темен. Соцсетьре кунашкал диагнозлă ачасене пулăшакан ушкăнсем тĕлне лексен Моисеевсен шанчăк çуралнă: Антошкăна çăлмаллах. «Питĕ шел, тухтăрсем тÿрех тĕрĕс диагноз лартаймарĕç, мĕн чухлĕ вăхăт иртрĕ, вăл вара пирĕншĕн çав тери хаклă. Ача 8 уйăх тултарчĕ. Раççейре остеопетрозран сыватмаççĕ. Пирĕн ывăлăмăра пурăнтарас килет! Вăл вылятăр, култăр, чуптăр, сывă пултăр. Антон хăйне япăх туять, начар аталанать: çаврăнмасть, лармасть, япăх курать... Юн пусăмĕ йĕркеллĕ маррине пула пуçĕ ыратать. Плазма ячĕç. Сăмси пĕрмаях питĕрĕнет. Ача канлĕ çывăрмасть, йĕрмĕшет», — терĕ Надежда Николаевна.
Моисеевсем Израильти «Хадасс» клиникăран пулăшу ыйтнă. Анчах унта кайса килме, Антона тĕрĕслеттерме хăйсем тĕллĕн укçа-тенкĕ çитереймĕччĕç вĕсем. «Контактра» соцсетьре «!!SOS!! ОСТЕОПЕТРОЗ!! Антон Моисеев!!» ушкăн йĕркелесе укçа пухма май килнĕ. Çак кунсенче Моисеевсем Израильтен таврăнмалла. Шăмă сăссине куçарса лартмашкăн 18-20 млн тенке яхăн кирлĕ. Антонăн пиччĕшĕсем донор пулаяççĕ-и е çук-и — операци хакĕ çакăнтан килет. Надежда Интернет урлă хыпар ярсах тăчĕ. Израильте çемье «мрамор» чирĕпе аптăракан ачасен ашшĕ-амăшĕпе паллашнă: пĕрисем операцие хатĕрленнĕ, теприсем реабилитаци тухнă... «Пурте пĕрле туслă пурăнаççĕ, пĕр-пĕрне ырă сăмахпа пулăшаççĕ. Пире те шанчăк кÿчĕç. Çирĕплетсех калама пулать: шăмă сăссине куçарса лартнă хыççăн ача сывалать. Пире операци хыççăн çур çултан тунă кăтартусемпе паллаштарчĕç. Шăмă тĕртĕмĕнче ĕненмелле мар улшăнусем пулса иртеççĕ, «мрамор» çухалать! Эпир ачасем сывалнă тĕслĕхсене курса хавхалантăмăр. Пирĕн те васкамалла! Юн анализĕ япăхлансах кайиччен ĕлкĕрмелле. Пĕтĕм шанчăк — ырă çынсенче. Вĕсем пулăшсан ĕлкĕретпĕрех», — çырнă Надежда соцсетьре.
Шел те, Раççейре ку чире парăнтараймаççĕ, терапи мелĕпе çеç пурнăçа кăштах та пулин тăсаççĕ. Хĕвеланăç çĕршывĕсенче остеопетрозпа 20-30 çул каяллах кĕрешме тытăннă, унта ачасен пурнăçне çăлаççĕ. Шупашкарта пурăнакан Дима Григорьева та 1 çулта чухне Израильти клиникăра операци тунă. Халĕ арçын ача чĕрĕ-сывă.
Моисеевсене пулăшу питĕ-питĕ кирлĕ. Çын инкекне куçа хупса ирттерсе ярас марччĕ. Чăх пĕчĕккĕн сăхсах тăранать теççĕ. Кашниех кăштах та пулин укçа куçарса пани те ача пурнăçне çăлма пулăшать. Çемьене инкекпе пĕчченлĕхре хăварас марччĕ. «Çамрăксен хаçачĕн» вулаканĕсене Антон Моисеев пулăшма чĕнсе калатпăр.
«Мобильлĕ банк» пуррисен 900 номер çине 5469750015390878 500 /500 — укçа сумми, вăл кирек мĕнле пулаять/ СМС çыру ямалла. Ку — Антонăн ашшĕн Григорий Моисеевăн картти. Çавăн пекех «Яндекс деньги» 4100 1368 8098 972 çине укçа куçарма пулать. «Контактра» соцсетьри ушкăнра vk.com/anton—osteopetroz—sos тĕплĕнрех пĕлме пултаратăр. |
---|