Комментировать

17 Янв, 2017

Электротехника кластерĕ – экономика тĕрекĕ

Кăрлачăн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Релематика» тулли мар яваплă обществăра пулса курчĕ. Ĕç тăвакан директор Андрей Петров предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, тĕнчери чи лайăх стандарта тивĕçтерекен оборудовани туса кăларнине пĕлтерчĕ.

«Релематика» — нумай ĕç тăвакан комплекслă, ăслăлăх-производство предприятийĕ. Компани таварĕпе çĕршывăн пĕрлĕхлĕ электросечĕн çĕр-çĕр объектĕнче анлăн усă кураççĕ.

Михаил Васильевич рабочисен ĕçĕпе кăсăкланчĕ. Павел Воронов çамрăк специалист кунта професси ăсталăхне ÿстерме май тупнă. Икĕ çулта пĕрремĕш класлă инженера çитнĕ, шалу ытларах илме тытăннă. Республика Пуçлăхĕ электротехника продукцийĕн пахалăхĕ лайăхланнăран, калăпăшĕ ÿснĕрен Раççейре çеç мар, тĕнчере те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртрĕ. Çынсене тухăçлă ĕçлеме лайăх услови туса хунă.

40 ытла предприятие пĕрлештерекен электротехника кластерĕ — Чăваш Ен экономикин шанчăклă тĕрекĕ. Раççейĕн реле хÿтĕлевĕпе автоматика оборудованийĕн рынокĕнче республика тÿпи 40% ытла йышăнать.

— 2016 çулта электротехника производствин çĕнĕ объекчĕсем хута янă, пысăк шалуллă ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ. «Шупашкарти электротехника тата автоматика» тулли мар яваплă общество — çĕнĕ производство корпусĕ, «ЭКРА» НПП ООО нумай ĕç тăвакан комплексăн иккĕмĕш черетне ĕçе кĕртрĕç. Республикăра пĕтĕмпе — çĕнĕ 2773 ĕç вырăнĕ, вăл шутра 500-не — пысăк тухăçлине йĕркеленĕ, — пĕлтерчĕ М.Игнатьев.

Вăл общество ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн электротехника отраслĕн организацийĕсен ертÿçисемпе тĕл пулчĕ. Раштав уйăхĕнче «Сименс» компанипе килĕштерсе ĕçлесси çинчен алă пуснине аса илчĕ. Вăл Шупашкарта Мускав метрополитенĕ тата Мускав-Хусан маршрутпа хăвăрт çÿрекен пуйăс чукун çулĕ валли оборудовани хатĕрлĕ. Çĕнĕ продукцие пирĕн республикăсăр пуçне тек ниçта та кăлармĕç.

— Эсир вăй-хала пĕрлештерсе Раççей тата тĕнче рынокне тата хастартарах хутшăнасса шанатпăр, — терĕ Михаил Васильевич. Хавхалантармалли виçепе паллаштарчĕ: федераци бюджетĕнче промышленноçпа инновацие тĕллевлĕн аталантарма 20 млрд тенкĕ палăртса хунă. Чăваш Енре ку тĕллевпе фонд йĕркеленĕ. Правительство 1,5 млрд тенкĕ уйăрма палăртать.

Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин электротехника отраслĕ 2016 çулта епле ĕçленипе тата кăçалхи тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Предприятисем 2016 çулхи кăрлач-чÿк уйăхĕсенче 32,3 млрд тенкĕлĕх /2015 çулхи çав тапхăрта — 125%/ хатĕр продукци тиесе ăсатнă, производство индексĕ — 119% /Раççейре — 98,6%/. Энергетикăра инноваци технологийĕсемпе анлă усă курса импорта улăштаракан таварсем кăларни пĕлтерĕшлĕ. Владимир Александрович производство кăçал та ăнăçлă аталанасса систерчĕ.

«Релематика» ООО ĕç тăвакан директорĕ Андрей Петров, «ВНИИР» АУО гендиректорĕ Любовь Макеева, «ЭКРА» НПП ООО гендиректорĕн канашçи Олег Саевич, «Чăвашкабель» завочĕн директорсен канашĕн председателĕ Владислав Иванов, «ЭЛАРА» АО экономикăпа финанс директорĕ Тамара Дружинина хăйсен предприяти ĕçĕпе тата çитĕнĕвĕпе паллаштарчĕç. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ Андрей Александров электротехника отраслĕ валли специалистсем ытларах хатĕрлесси çинчен пĕлтерчĕ.

Республика Пуçлăхĕ «Çулталăк новаторĕ» республика конкурсĕн «Электротехника хутлăхĕнчи çулталăкри чи лайăх новатор» номинацире «Релематика» тулли мар яваплă обществăн инженер-тĕпчевçи Григорий Исмуков çĕнтернине пĕлтерчĕ, наградăпа чысларĕ.

 Валентин ГРИГОРЬЕВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.