Комментировать

17 Янв, 2017

Саккуна пăсатăн — явап тытатăн

Чĕрчун тĕнчине тата çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан республика шайĕнчи лаптăксене хÿтĕлекен дирекци инспекторĕсем пĕлтĕр РФ Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексне 396 хутчен пăснине тупса палăртнă.

2015 çулта — 156. Саккуна пăснă тĕслĕхсем 2,54 хут нумайрах. 10-шĕ вĕçенкайăк, 8-шĕ мамăк тирлĕ, 7-шĕ чĕрнеллĕ чĕрчунсене, вăл шутра ЧР Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ Çĕпĕр хир качакине, тытнипе çыхăннă. Право йĕркине пăсакансенчен сунар йĕркине кĕртмен, чĕрчун тытнă чухне усă курнă 29 хатĕре, çав шутра 21 пăшала /10-шне Шалти ĕçсен министерствинче кирлĕ пек шута илтермен/ туртса илнĕ. 19 тĕслĕхре Уголовлă кодексра пăхнă преступленисен паллисем пуррине шута илсе йĕркене пăхăнман кайăкçăсем çинчен материалсене следстви органĕсене ярса панă.

Административлă ĕçсенчен ытларахăшне /325 протокол/ сунар йĕркине пăхăнманшăн пуçарнă. Икĕ кайăкçă ăна çулталăкра иккĕмĕш хут пăснă. 42 тĕслĕх асăннă йĕркере çирĕплетнĕ сунар йĕркелемелли тапхăртан тухса ирттернипе, саккун ирĕк паман хатĕрпе е чĕрчун тытмалли меслетпе усă курнипе çыхăннă. Ку енĕпе йĕркерен тухнăшăн сунар правине пĕр-икĕ çуллăха туртса илеççĕ. Çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕсенче сыхлав режимне 17 хутчен пăснă. 160 акарçăн хăйĕнпе пĕрле сунарта çÿреме ирĕк паракан документ пулман. Ăна илмесĕрех уй-хире, вăрмана çитнĕ, пăшалпа çÿреме, пурăнакан вырăнта упрама хăйне ирĕк памасăрах сунара кайнă. Чылайăшĕн сунар билечĕ нихçан та пулман. Кайăк тытма çула тухиччен ăна килте манса хăваракансем те пур. Саккуна пăхăнманнисен иккĕмĕш пысăк ушкăнĕ мĕнле чĕрчун тытни çинчен вăхăтра пĕлтермен /114 тĕслĕх/. Пирĕн инспекторсен акарçăсемпе тĕл пулнă чухне транспортра пăшалĕсене йĕнĕрен кăларса, авăрласа тытса пынă пирки 32 протокол çырма тивнĕ. Кайăк кăвакала персе антарас тĕллевпе шыв-шур çыранĕнче унта-кунта çÿренĕ тĕслĕхсемшĕн те явап тыттартăмăр.

Саккуна ытларах Шупашкар, Улатăр, Вăрнар районĕсенче пăсрĕç, Элĕк, Пăрачкав, Вăрмар районĕсенче — сахалрах.

Картран тухнисене тăрă шыв çине кăларассишĕн дирекци йĕркелесе рейда яракан ушкăнсем ăнăçлă ĕçлерĕç. 2-шĕ /дирекци, ШĔМ, наци гвардийĕнчен йĕркеленисем/ 252 тĕслĕхе шута илчĕ. Ку шутран 187-шне дирекци ертÿçин çумĕ Геннадий Исаков ертсе кайнă ушкăн тупса палăртнă. Йĕркерен тухнăшăн пĕлтĕр чи нумай протокол Константин Горшков /76/, Владимир Тимофеев /60/, Евгений Краснов /30/ тĕп инспекторсем çырчĕç.

Республикăра пурĕ 16 пин ытла сунарçа регистрациленĕ. Иртнĕ çул çеç акарçăсене 1273 билет панă, кашни кайăкçă кĕрсе сунарта çÿреме пултаракан лаптăксенче чĕрчун тытмашкăн 8621 хутчен ирĕк панă.

Анатолий ПАВЛОВ,

дирекци ертÿçи.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.