Çĕр ĕçченĕсем хăватсене ÿстереççĕ
Сисмерĕмĕр те — тата тепĕр çул иртсе кайрĕ. Мĕнпе асра юлчĕ-ха вăл ял хуçалăх отраслĕнче ĕçлекенсемшĕн?
ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх çĕр ĕçченĕсем иртнĕ çул çанă тавăрса ĕçлени харама кайман: тĕрлĕ харпăрлăхлă хуçалăхра туса илнĕ продукци калăпăшĕ 47 млрд тенкĕпе танлашнă /пĕлтĕрхинчен 102,8%/. Аш-какай — 117 пин тонна /101,6%/. Сĕт сăвасси те ÿснĕ — 425 пин тонна /100,2%/. Çăмарта илесси вара кăштах чакнă — 232,7 млн штук /99,6%/.
Тĕштырă çитĕнтерессипе рекорд тунă теме те пулать: 609,2 пин тонна /109,6%/. Ку — юлашки вунпилĕк çул хушшинчи чи пысăк кăтарту. Кĕрхи тырăсем лайăх хĕл каçни, акакан çĕр лаптăкĕсене çулсерен ÿстерсе пыни та самаях пулăшрĕ пулмалла.
Уçă вырăнта, теплицăра ÿстернĕ пахчаçимĕç те савăнтарчĕ: тухăçĕ — 170,8 пин тонна /113,7%/. Кунта вара лаптăксене пысăклатни çеç мар, манăçа хăвара пуçланă мелиорацие «чĕртсе» тăратма пуçлани те витĕм кÿчĕ пулас. Хуçалăхсем çĕрулми сахалтарах çитĕнтерме тытăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар: пайти çукрах тет нумай ертÿçĕ. Çу кăçал шăрăх тăчĕ, кĕркунне, «иккĕмĕш çăкăра» кăларма вăхăт çитсен — уйăхĕпех çумăр лÿшкерĕ. Çакă ура хучĕ те пысăк тухăç илме. Ăна 593,1 пин тонна кăна управа кĕртнĕ /84,7%/.
Инвестици илĕртÿлĕхĕпе республика регионсем хушшинче улттăмĕш вырăна тухнине паян ватти-вĕтти те пĕлет. Çулталăк хушшинче 270 çын ĕçлемелĕх пысăк 30 инвестици проекчĕ пурнăçлама мехел çитернĕ. Вĕсен йышĕнче — аш-какай тирпейлекен цех, тĕштырă, пахчаçимĕç, çĕрулми, севок управĕ, теплица... 3100 пуç ĕне-выльăх вырнаçмалăх механизациленĕ 11 вите туса лартнă, 14-не /2100 янавара хÿтлĕх параканнине/ реконструкциленĕ. Чăннипех те лайăх кăтарту! Çĕр ĕçне ют çĕршыв инвесторĕсене явăçтарас тĕлĕшпе те пуçламăш утăмсем туни курăнать. Калăпăр, шведсем Вăрмар тăрăхĕнче 2500 гектар çинче тырпул çитĕнтерес ĕмĕтлĕ.
Ял хуçалăх продукцийĕнчен тĕрлĕ апат-çимĕç туса кăларакансем те алă усса ларман. Ял-хулари производство цехĕсемпе предприятисене модернизацилес ĕç пĕлтĕр те чарăнса ларман. Çакă продукци пахалăхне лайăхлатма, ассортимента анлăлатма май парать. Ĕçсĕрлĕх пысăк ял тăрăхĕнче ырă улшăнусем пулса иртни уйрăмах хĕпĕртеттерет. Сăмахран, пĕлтĕр Каçал тăрăхĕнче ял хуçалăх продукцийĕ тирпейлекен центр тума пуçланă. Патăрьел районĕнче аш-какай тирпейлекен, çурма фабрикат кăларакан цехсем ĕçе кайнă. Елчĕкри сыр заводĕнче талăкра 40 тонна сĕт йышăнса унран тĕрлĕ çимĕç туса кăларакан çĕнĕ технологи оборудованийĕ вырнаçтарнă.
Республикăра 11 пин тонна çĕрулмипе пахчаçимĕç вырнаçмалăх 10 управ тума, юсама вăй çитернĕ. Çакна валли 108 млн тенкĕ тăкакланă. Укçа тенĕрен, 2016 çулта ял хуçалăх предприятийĕсенчен 91,2 проценчĕ тупăшлă ĕçленĕ /2015 çултинчен 4,4% ытларах/, 1726,3 млн тенкĕ услам илнĕ.
Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх — 2016 çулхи кăрлач-юпа уйăхĕнче ял хуçалăхĕпе вăрман хуçалăхĕнче тăрăшакансен вăтам ĕç укçи 15 пин те 885 тенкĕпе танлашнă /107,7%/.
РФ Ял хуçалăх министерствинче кăçал регионсенчи агропрома кредитлас тĕлĕшпе 732 инвестици проекчĕ пăхса тухнă. Çав шутра 19-шĕ Чăваш Енĕн. Аш, сĕт, теплица, пахчаçимĕç туса илессипе çыхăннăскерсем 196,6 млн тенкĕлĕх. Укçа-тенкĕ çитсе пырсан, çанталăк лайăх тăрсан ял ĕçченĕсем кăçал тата пысăкрах çитĕнÿсемпе савăнтарас шанчăк пур.
Василий СОРОКИН