Лимон ÿстерсе пaхар-и?
Лимон касăкĕ хушнă чей тутлăрах кăна мар, сиплĕ те иккенне пурте пĕлеççĕ. Туяннă лимонăн касăкне чейе чăмтарнă майăн тухнă вăррине чÿрече янаххи çинче ларакан чечек куршакне чиксе çитĕнтерекен те сахал мар пирĕн хушăра. Манăн килте те пĕр тĕп çитĕнет. Ачасем те мандарин, те апельсин вăррисене чиксе хунă та чечексемпе юнашар, 5-6 куршакра шăтса тухнăччĕ. Хăйсем асăрхиччен чылайăшне тăпăлтартăм. Пĕрне вара шеллерĕм, ачасемшĕнех хăварас килчĕ. Чечекне урăх çĕре куçартăм, пĕр çулталăкран лимон хунавне те пысăкрах куршака куçарса лартрăм, çитĕнет-ха, 4 çул иртрĕ.
Анчах пасарта лавккара туяннă лимона пÿлĕмре çитĕнтерсе çимĕç илме кăткăсрах. Вĕсене пысăк лаптăк кирлĕ, çимĕçне те часах кĕтсе илеймĕн.
Пÿлĕмре çитĕнтермелли сортсем сахал мар. Вĕсене ятарласа куршакра çитĕнтерме селекциленĕ. Çÿллĕшпе пысăк мар, çимĕçне те хăвăртрах пама пуçлаççĕ.
Çимĕç нумай паракан пирĕн тăрăхра пÿлĕмре ÿстерме юрăхлă лимон сорчĕсем: Пандероза, Лунарио, Лисбон, Мейера, Курский, Новогрузинский, Павловский.
Килте лимон ÿстермешкĕн çителĕклĕ çутă, уçăлтаракан пÿлĕм, кăпка тăпра, тĕрĕс шăварни, апатлантарни кирлĕ. Хĕлле — уçăрах вырăн. Лимон — субтропик ÿсен-тăранĕ, çуллахи вăхăтра та ăна ытлашши шăрăх кирлĕ мар. Пÿлĕмри лимона лайăх аталанма çулла — 20-25 градус, хĕлле 10-14 градус ăшă çителĕклĕ. Çулла лимон куршакне ирĕке, хĕвел ытлашши çапман вырăна кăларса лартма юрать.
Лимон çутă юратать. Хĕвелтухăç, кăнтăр хĕвеланăç еннелле тухакан чÿречесен умĕнче пулсан аван. Хĕллехи вăхăтра çутă çитмест, хушма çутăпа тивĕçтермелле, çутă вăхăтне 12 сехете тăсмалла. Асăнса хăварар: ахаль лампочка çути ÿсен-тăраншăн усăсăр. Светодиотлă, люменисцентлă лампăсен çутин спектрĕ ÿсен-тăрана юрăхлă.
Тăпра кăпка, сывлăш, нÿрĕк лайăх яраканни кирлĕ. Çак виçепе хатĕрлеме пулать: пĕр пай лайăх çĕрнĕ тислĕк, пĕр пай пахча тăпри, кăштах хăйăр, йывăç кĕлĕ, кăмрăк. Дренаж валли куршак тĕпне вĕтĕ чул е кирпĕч тĕпренчĕкĕ, тепĕр сий хăйăр сармалла.
Çуллахи вăхăтра, лимон ÿснĕ чухне, тутлăхлă япаласемпе /минераллă удобренисемпе/ уйăхра 2 хутчен шăвармалла. Юпа уйăхне кĕрсен удобрени пама пăрахмалла. Çулла кунсеренех, кĕркунне сайрарах шăвармалла. Ытлашши нÿрĕке те, тăпра типсе кайнине те чăтаймасть.
Лартнă чухне хунава пĕчĕк куршак та çителĕклĕ. Çитĕннĕçемĕн пысăкрах савăта куçарса пымалла. Çĕнĕ савăт диаметрĕпе унчченхинчен 5-6 см пысăкрах пулмалла. Вулă тымарланнă тĕле /корневая шейка/ тăпрана антарма юрамасть.
Лимона сапансемпе ĕрчетмелле. Çуркунне тĕме сайратса касмалла, туратсене 3-4 папка хăварса кĕскетмелле, вăл 10 см яхăн пулмалла. Уйрăм куршака лартса тымарланма пулăшакан препаратпа шăвармалла, çиелтен пластик савăтпа хупласан пĕчĕк панча пек пулать. Лимона вăрăран та ÿстерме пулать, анчах кун пек чухне вăл хăвăрт çимĕç памасть. 12-14 çултан çеç çимĕçе тутанса пăхма май килĕ. Унсăр пуçне вăрăран çитĕнекен тĕмĕн сорт пахалăхĕ улшăнма пултарать. Сапанран лартса ÿстерсен вăл 4-5 çултан çимĕç паракан пулать.
Лайăх пăхсан лимон вăрах чечекленет. Сивĕрех çĕрте хĕл каçарнă лимона çуркунне ăшă вырăна куçарса лартмалла, унăн çамрăк çулçăсем, чечек папкисем тухаççĕ. Лимон чечекĕ улмуççин евĕрлĕрех, 3 см диаметрлă, 5 çеçкеллĕ. Папкасем 17-18 градусра çурăлма пуçлаççĕ. Чечексем хăй тĕллĕн шăркаланаççĕ. Шăркаланнă хыççăн çимĕç тытăнать, вăл 6-12 уйăха яхăн ÿссе аталанать, пиçет.
Пÿртри ытти ÿсен-тăран сăтăрçисем лимона та сиенлеме пултараççĕ. Сăвăс, шăна, ÿсен-тăран пыйти, щитовка ересрен асăрханмалла. Килти курăк-чечеке тĕрĕслесех тăмалла.
Лимон тĕмне формăласси. Лартнă сапана тымарланнă хыççăн уйрăм куршака куçармалла. Вăл пĕр çул ÿссе 35-40 см çитĕнет. Тĕп вулăна 30 см хăварса тăррине касмалла. Çакă тĕме туратланма май парать. Пĕрремĕш çимĕçсем 4-мĕш ретри туратсем çинче тытăнма пуçлаççĕ. Çавăнпа тĕмĕн хапине тĕрĕс тата вăхăтра йĕркелемелле.
Паллах, килте çитĕнтернĕ пĕр лимон тĕмĕ кил-йыша паха çимĕçпе тивĕçтермелĕх тухăç параймасть. Анчах хамăр алăпа çитĕнтернĕ çимĕç темрен те паха. Вăл пÿлĕме сăн кĕртет, хăтлăх, ăшăлăх кÿрет.
Лимон çинчен
Пĕр лимонра — этем организмне куллен кирлĕ С витаминăн 1/3 виçи.
Ĕлĕк лимон сĕткенне шывпа хутăштарса пит-куçа, алăсене çунă. Çапла майпа инфекци чирĕсенчен хÿтĕленнĕ. Лимон сĕткенĕллĕ шыва ĕçни холерăран сыхланма та пулăшать.
Лимон хуппипе шăл тунисене сăтăрни çăвар ăш-чикне, шăл тунине сиплет.
Пиçсе çитнĕ лимон йÿçенкĕ, анчах ырă шăршăллă. Пирĕн пата чылай чухне пиçсе çитменнине илсе килеççĕ. Шел те, вĕсен усси пулса çитнĕ лимонсенчен сахалрах.
Апат тăварлăрах пулчĕ тĕк унта тÿрех шыв хушма ан васкăр. Лимон сĕткенĕпе кăштах пĕрĕхĕр. Апат тути лайăхланĕ.
Эльвира ИВАНОВА.