Пирус туртма пaрахасчĕ
Тапак туртассинчен хăтăлма мĕнле курăк е эмел пулăшать-ши? Туртнин сиенĕ çинчен çырсан та аванччĕ.
АГАФЬЯ.
Тăвай районĕ.
Чĕлĕм туртнин сиенĕ пирки туртакансем хăйсем те аван пĕлеççĕ, анчах пурпĕрех çак усал йăларан хăпаймаççĕ. Мĕншĕн?
Туртаканăн психологийĕпе тата организмра пулса иртекен хими реакцийĕсен хăнăхăвĕпе çыхăннă вăл. Чи малтанах туртма пăрахмашкăн çирĕп тĕллев пулмалла тата тĕрĕс хатĕрленмелле. Çак вăхăтра организма пулăшакан, çăмăллăх кÿрекен япаласем пулмалла. Никотин хăнăхăвне чакарма «Цититон», «Анабазин», «Зибан», «Табекс» тÿмеллĕ эмелсем, никотинлă пластырь пулăшать. Сăмсана пĕрĕхмелли «Никон» спрей лайăх. Вĕсем организма сигаретран килекен никотина ылмаштарма пулăшаççĕ.
Пирус тĕтĕмĕнче сиенлĕ япала нумай: сероводород, никотин, углекислород, аммиак, бензпирен, азот, йÿçек эфир çăвĕсем. Туртнинчен чи вăйлă сиенленекен орган — ÿпке. Чĕре, юн тымарĕсем, пуç мими, нерв тытăмĕ, пĕвер, арлăх, вар-хырăм тата ытти органсене сиенлет вăл. Туртакан çыннăн ÿт тĕсĕ те улшăнать, çăвар ăш-чикĕ япăхать. Шăл туни сиенленет, шăлсем сарăхаççĕ.
Ăсчахсем çирĕплетнĕ тăрăх сигарет туртнă хыççăн 2 сехетрен сирĕн каллех туртас килет тĕк, 12 сехетрен вара сывлама çăмăлланать, организмран углекислород тухать, икĕ кунран шăршă туясси, апат тутин сисĕмĕ лайăхланать, 3 уйăхран чĕре, юн çаврăнăш ĕçĕсем лайăхланаççĕ, ÿпке çĕнелме пуçлать, инфаркт, инсульт хăрушлăхĕ сахалланать.
Чĕлĕм туртнинчен хăтăлма халăхра усă куракан меслетсем.
Сĕлĕ. Çур стакан сĕлĕне 1,5 литр вĕрекен шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче çур сехет вĕретмелле, унта 1-2 апат кашăкĕ календула чечекĕ хушмалла та тепĕр 5 минут вĕретмелле. Çулăм çинчен илсен алшăллипе хупласа пĕр сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хутчен çуршар стакан ĕçмелле. Туртас килсен пĕрер сыпкăм тумалла, çăвара чÿхемелле. Туртас килни иртĕ.
Çĕмĕрт, аир курăкĕ. Туртас килни сисĕнме пуçласанах пĕчĕк шăрпăк пĕрчи пек çĕмĕрт туратне е аир тымарĕн касăкне чăмламалла. Кун хыççăн туртас килни иртет. Сигарет хыпсан та хăсас килĕ.
Эвкалипт. Пĕр апат кашăкĕ вĕтетнĕ эвкалипт çулçине пĕр стакан вĕрекен шыва ямалла, çулăм çинчен илсе пĕр сехет хупласа лартмалла. Унтан сăрăхтармалла та пĕр апат кашăкĕ пыл, глицерин хушмалла. Кунне 5-7 хутчен 50 грамм /чĕрĕк стакан/ ĕçмелле. Пĕр уйăха яхăн сипленнĕ майăн туртассинчен вуçех хăтăлма пулĕ.
Апат соди. Пĕр апат кашăкĕ апат содине пĕр стакан шыва ярса пăтратмалла. Туртас килсен кашнинчех çăвара чÿхемелле.
Чăрăш тăрри курăкне, вĕлтрене, сысна курăкне /спорыш/ пĕрер апат кашăкĕ илмелле, çур литр вĕрекен шыва ямалла, çулăм çинчен тÿрех илмелле те хупласа пĕр сехет лартмалла. Апат хыççăн 60-70 грамм кунне 3-4 хутчен ĕçмелле.