Хĕллехи садра
Хĕлле пахчара мĕн тумалла, йĕри тавра шурă юр выртать тесе шухăшлакансем йăнăшаççĕ. Пысăк çăматă тăхăнса улмуççи-груша, чие-хурлăхан, ытти тĕмсем патне тухса пăхма сĕнетпĕр. Уяр çанталăкра çара туратсем йăлтах курăнаççĕ. Кĕсен-çурăк, мăк-лишайник, хăрăк-çĕрĕк самаях асăрхама пулать унта.
Йывăçсем çинчи эрешмен карти евĕрскерпе каркаланнă çулçăсем çук-и? Çакнашкал çулçăсем — сиенлĕ кăпшанкăсен йăвисем. Çавăнпах хăрнă çулçăсем татăлса та ÿкмеççĕ. Тĕмсем, йывăçсем çинчи типсе хăрнă çĕрĕк çимĕçсене те пуçтармаллах. Вĕсенче тĕрлĕ йышши çĕрĕк чирĕсен спорисем, хура рак чирĕн вирусĕсем хĕл каçаççĕ. Йăлтах пуçтарса витрене хурăр, çунтарса ярăр. Кăмпа спори тислĕке хурсан та çĕрсе пĕтмест.
Çÿлти хăрăксене татма шăчă пулăшать. Ун вĕçне пăралук ершик е тимĕр татки çирĕплетсе хумалла çеç.
Çĕр çумĕнчерех, йывăç вуллин çурăкĕсенче, йывăç карта, вут-шанкă çинче, хуралтă çумĕнче, хыт-хура, çÿп-çап çинче сарăрах сăрă тĕслĕ 2-3 см диаметрлă кăпăшка /бархат евĕр/ пĕчĕк «минтерсем» çыпăçса тăмаççĕ-и? Вĕсем сиенлĕ шелкопряд лĕпĕшĕсен /хурчĕсен/ çăмартисем. Вĕсене те хырса илмелле, тĕп тумалла.
Çамрăк туратсене тимлесе пăхса тухăр. Вĕсем çинче вĕтĕ сарă-хĕрлĕ тĕслĕ çăмартасем çыпçăнса тăмаççĕ-и? Панулми хурчĕн нăррин /медяница/ çăмарти вăл. Çуркунне чечек çурма пуçласанах çăмартаран вĕтĕ хуртсем тухаççĕ те пулас панулмие тапăнаççĕ.
Бисер шăрçи евĕрлĕ йăлтăркка çăмартасем те çамрăк туратсем çинче хĕл каçаççĕ. Вĕтĕ шăрçа пек турат çинче явăнса тăраççĕ сиенлĕ кăпшанкă çăмартисем. Секаторпа турата касса илсе каллех кăвайта яма тивет.
Хĕлле, ытти ĕç сахалрах чухне, сада тимлĕ пăхса тухни çулла пахарах, нумайрах çимĕç илме май парĕ.