Комментировать

8 Апр, 2014

Пăр кермен пулатех

Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, влаçăн территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков 2014 çулхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хушма тата срок çитичченхи суйлавне ирттерме мĕнле хатĕрленнине пĕлтернĕ.

11 муниципалитет районĕн 15 суйлав округĕнче регистрациленĕ 44 кандидат хутшăнать. Политика партийĕсем 30 кандидата /68%/ сĕннĕ /«Пĕрлĕхлĕ Раççей» - 15, РЛДП - 10, РФКП - 4, «Раççей коммунисчĕсем» - 1/. 14 кандидат хăйсен кандидатурине тăратнă /32%/.

«Политика кĕрешĕвĕ çивĕчленсе пырĕ, граждансем хăйсен шухăшне саккун ыйтнине пăхăнса пурнăçлама пултарччăр тесе мĕн пур услови туса памалла», - палăртнă республика Пуçлăхĕ.

Шупашкар хулинче пăр кермен тăвасси мĕнле пыни çинчен физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников каласа кăтартнă. Паянхи кун тĕлне объектра ĕçсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 55% пурнăçланă. Объекта тума 2011-2014 çулсенче 596,7 млн тенкĕпе усă курнă. Строительство ĕçĕсене малалла тăсма генеральнăй подрядчик Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе пĕрле кредитсене явăçтарассине йĕркеленĕ. «Раççей Перекет банкĕ» АУО 700 млн яхăн тенкĕлĕх кредитпа тивĕçтернĕ.

Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсене тата ытти тĕрлĕ техникăна техника тĕлĕшĕнчен асăрхаса тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ - патшалăх тĕп инженер-инспекторĕ Владимир Димитриев республика агропромышленноç комплексĕнче хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе ытти тĕрлĕ техникăна техника тĕлĕшĕнчен асăрхас тĕлĕшпе тивĕçлĕ ĕçсем туни, машинăсен техтĕрĕслевне ирттерни çинчен пĕлтернĕ. Ака уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне 1299 единица техника /регистрациленисен пĕтĕмĕшле хисепĕнчен 5,7%/ тĕрĕслев витĕр тухнă. Ку енĕпе Патăрьел тата Комсомольски районĕсенче лайăх ĕçленĕ, Сĕнтĕрвăрри тата Тăвай районĕсенче - япăхрах.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.