Комментировать

8 Апр, 2014 | Хыпар | Спорт | Волейбол

«Спартак» спорт шкулĕнче патшалăх влаç органĕсен ĕçченĕсен командисен хушшинче волейбол турнирĕ иртнĕ. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунне халалланă ăмăртăва республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

«Чăваш Енре пурăнакан кашни виççĕмĕш çын спортпа туслă. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан ĕçре те, вĕренÿре те хастар, пур йывăрлăха çĕнтерме пултарать. Çывăх çулсенче спорт керменĕсене çÿрекен йышланасса шанас килет. Çак хисеп 40 процентпа танлашмалла. Кашни студентăн тата шкул ачин спортпа туслашмалла. Мĕншĕн тесен спорт вăл - çитĕнÿ, ăнтăлу», - тенĕ Михаил Васильевич волейболистсене саламласа.

Турнирта республика правительствин, ЧР Патшалăх Канашĕн, Шупашкар хула администрацийĕн, район администрацийĕсен пуçлăхĕсен пĕрлештернĕ командисем вăй виçнĕ. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе куçса çÿрекен кубока ЧР Министрсен Кабинечĕн команди тивĕçнĕ. Чи лайăх вылякансене - ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Сироткин, ЧР Ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçин çумĕ Сергей Викторов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Игорь Кушев, Калинин район администрацийĕн ĕçченĕ Вадим Мальцев - ятарлă парнесемпе чысланă.

Е.АНДРЕЕВ
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.