Комментировать

30 Дек, 2016

Автана шухă пулни те килĕшет

Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăмри Галина Ефимова тивĕçлĕ канăва тухичченех "Çĕнĕ çул" хуçалăхра бухгалтерта ĕçленĕ. Курăр-ха, ячĕ те çывхарса килекен уявпа çыхăннă. Халĕ мăшăрĕпе иккĕшĕ килте выльăх усраççĕ, вăй çитнĕ таран ачисене, мăнукĕсене пулăшаççĕ. Унсăр пуçне Галина Вячеславовна пахчари йĕлтĕр йĕрĕшĕн яваплă. Элĕкре пурăнакан мăнукĕсем спортпа туслаштарнă ăна. "Йĕлтĕр йĕрĕ çухалман-и?" — хăнана килсен пÿрте кĕричченех тĕрĕслеççĕ арçын ачасем. Куç пек кĕтнĕ хăнасем киличчен асламăшĕ ярăнса килме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Çемйипех "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" спорт ăмăртăвне хутшăнаççĕ вĕсем. Шкул ачисем Алешăпа Дима конькипе ярăнма та вăхăт тупаççĕ.

Кăçал Ефимовсем 5 автан çитĕнтернĕ. "Авăтнине çынсене итлеттересчĕ. Радиокăларăмринчен темĕн чухлĕ уçăрах сасси", — тет кайăк-кĕшĕке юратса пăхакан хĕрарăм. Ахальтен мар "автан калаçма пĕлмест, çапах ун сассине кашниех ăнланать" теççĕ. Паллах, хуçисен вĕсенчен пĕрне — чи вăйлине, харсăррине, маттуррине — суйласа илме тивет. Ыттисене мăшăр Çĕнĕ Автан çулĕ ячĕпе çывăх çыннисене парнелеме палăртнă. Пĕрне Какаçри тăванне Маргарита Григорьевăна панă. Тепри Мăн Шĕвĕшри хресна хĕрĕн Надежда Борисовăн килĕнче хăйне хăтлă туять. Виççĕмĕшĕ кил хуçи арăмĕн йăмăкне Синерти Нина Дмитриевăна лекнĕ. Вĕсен автанĕ çынсене хирĕç сикме пуçланă. Унашкал кайăк-кĕшĕке килте усраймăн. Çавăнпах сывпуллашма тивнĕ унпа.

"Малтанах палламан автана чăхсем сăхма пуçларĕç. Хайхискер ăнланмасăр йĕри-тавралла пăхса тăрать. Чăнах, мĕн амакĕ? Чăхсем усалланса тапăннине курман ахăр вăл. Пурпĕрех вĕсене хирĕç тăмарĕ. Кайран автан чăхăн çăвар таврашĕнчи апат юлашкине тасатма пуçларĕ. Кăштахранах ун майлă çаврăнчĕç, хăйсен йышне илчĕç ăна. Кайран автан кашта çинче те чăхсен хушшинче вырăн тупрĕ", — каласа кăтартать Нина Вячеславовна. Чăнах, автансăр чăхсене те савăк мар.

Ефимовсен витинче шурă автан хуçаланать. Теприне, хăйĕнчен вăйсăртараххине, чăхсем патне те ярасшăн мар çав пуçтах. Кашни утăмĕпе никам та мар, пĕр хăй çеç хуçа пулнине кăтартать. Чăхсене хытă сыхлать. Акă пĕри курите кашти çине ларчĕ. Автан та ун хыççăн вĕçсе хăпарчĕ. Чăх çăмарта тунишĕн мĕнешкел савăнса юрлать вăл. Каç пулсан кашта çине чи юлашкинчен хăпарать.

Кĕçех тăваттăмĕш автана тăванĕсене парса ярĕç Ефимовсем. Унăн та хăйĕн вăйне кăтартас шанăç пулĕ. Чăн хуçа хăйне мĕнле тыткаланине курнă-сăнанă вăл.

Çак тăрăхри çынсемпе, лару-тăрупа паллаштарсах тăрать пирĕн хаçат. "Чăваш хĕрарăмĕпе" Чăваш Сурăмри вăтам шкул вĕрентекенĕсем те туслă. Вĕсем уяв тĕлне хăйнеевĕрлĕ программа хатĕрленĕ. Учительсем тĕрлĕ сăнара çаврăнса сцена çине хăпарнă. Çывхарса килекен Çĕнĕ çулпа çавнашкал саламлани ачасемшĕн те кĕтменлĕх пулнă. Сăмах май, кăçал çакăнта районти пĕрремĕш кадет класĕ уçăлнă. Эпир пынă чухне шăпах бала хатĕрленетчĕç шкулта. Куракансене тыткăнламашкăн ятарласах ташлама вĕреннĕ, уяв çи-пуçĕ çĕлетнĕ вĕсем.

Çак ялти Августина Михайлова автанлă нуски çыхса тултарнă. Хăйĕн ĕçĕсене ял-йыша парнелет вăл. Ал ăстисем район, республика шайĕнчи конкурссенче мала тухаççĕ.

Автанăн тивĕçĕ арçынăнни пекех: йыша сыхласси. Вăйлă хуçа хÿттинче вара кирек кам та хăйне хăтлă туйĕ.

Марина ГРИГОРЬЕВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.