Марина ТУМАЛАНОВА: "Çула тухрăм та..."
Каллех çулталăка пĕтĕмлетмелли, каялла çаврăнса пăхмалли вăхăт çитрĕ. Акă Етĕрне районĕнчи Анат Мучар вăйлă хĕрарăмĕсем куç умне тухрĕç. Çĕвĕ цехĕнче ĕçлекенскерсемшĕн юр хÿсе лартнă çулпа каяйман автомашинăна тĕксе кăларасси ним те мар. Мĕнех, хĕрарăм ĕрĕхекен лашана та чарать, вырăнтан хускалайман водителе те пулăшать.
Чăнах, çул çинче темле пăтăрмах та сиксе тухма пултарать. Пĕрре çапла командировкăна кайма пуçтарăннă май вокзала çитсен тин укçа шутлама пуçларăм. Эх, малтанхи кун лавккара темĕн те пĕр туяннăччĕ. Енчĕкри укçапа Етĕрне районĕнчи Мăн Явăша çитĕп-ха, анчах каялла таврăнма çитмест. Билетсăр кам лартса килĕ? Мĕн тумалла? Вăхăт та çук — автобус кĕçех тапранать. Шупашкартах юлма пулатчĕ, паллах, анчах мана районта хаçат вулаканĕсем кĕтеççĕ. Çавăнпа пĕр иккĕленмесĕрех çула тухрăм.
Нумай çынпа паллашма тÿр килчĕ çав кун. Хăмла типĕтекенсен, юрласа вĕсен кăмăлне çĕклекенсен пысăк йышĕ "Чăваш хĕрарăмĕ" çырăнчĕ. Ялти тĕрлĕ организацие кĕрсе тухнă май каç пулни те сисĕнмерĕ. Вырăнти çынсенчен кивçен ыйтма аванмарлантăм. Водительпе калаçса татăлма шухăш тытрăм. Салонри пассажирсем илтесрен çурма сасăпа сăмах пуçартăм унпа. Ытти чухне Шупашкара килекен сахал-мĕн. Ку хутĕнче пушă вырăн та çукпа пĕрех.
Мана палласа илнĕ хĕрарăмсем, темле хуллен калаçсан та, эпĕ водительпе мĕн çинчен сăмах пуçарнине ăнланчĕç, каялла таврăнма укçа çукки çинчен пĕлчĕç. Вĕсем — ют çынсемех мар, хаçат тусĕсем. "Хамăр тÿлетпĕр", — терĕç çав самантрах. Салонра укçа пуçтарса водителе тыттарчĕç. "Чăваш хĕрарăмне" мĕнешкел хисепленине тепĕр хут курса ĕнентĕм.
Вокзалта мăшăр кĕтсе илчĕ. Салонри çынсене билет укçине каялла тавăрса патăм. Туссем пулăшнипе ку хутĕнче те яла питĕ лайăх кайса килтĕм.
Етĕрне районĕнчи Тури Ачакра 3 почтальонпа "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçат çырăнтарса çÿрерĕмĕр. Пĕр иккĕленмесĕрех калама пултаратăп: ял-йышпа пĕр чĕлхе тупма çăмăл.
Пĕрмай Етĕрне районне аса илнĕшĕн хăшĕ-пĕри ÿпкелет, ахăр, мана. Ан кÿренĕр: эпĕ хам çав тăрăхран. Çĕнĕ çулта сирĕн пата та çитĕп!