«Сименс» Шупашкара килĕштерчĕ
Çак компани шĕкĕр хуламăрта Мускав метрополитенĕ тата «Мускав — Хусан» маршрутпа хăвăрт çÿрекен пуйăс чукун çулĕ валли оборудовани кăларма пуçлассине Infox информаци агентстви Çĕнĕ çул умĕн Раççейри инвестици хутлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри тесе палăртнă.
Тĕнчипех сарăлнăскер мĕншĕн Чăваш Ене суйласа илни пирки Минпромторг, Раççей Патшалăх службипе Халăх хуçалăх академийĕн специалисчĕсем, экспертсем хăйсен шухăшне каларĕç ĕнтĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕп хуламăрта «Сименс» ĕçлеме пуçлассине «истори пĕлтерĕшлĕ пулăм» тесе хакларĕ. Çĕнĕ продукцие Чăваш Енсĕр пуçне Раççейре урăх ниçта та кăлармĕç.
Пысăк та яваплă ĕçе пурнăçлама Шупашкарти «ВНИИР» ООО та хутшăнать. «Вăл пирĕн шанчăклă партнерсенчен пĕри, — каласа панă Infox.ru корреспондентне «Сименсăн» Раççейри «Мобильность» департамент директорĕ Йорг Либшер. — Электроэнергетика сферинче асăннă обществăпа нумайранпа килĕштерсе ĕçлетпĕр. Мускаври метрополитенăн пуйăссене электричество вăйĕпе туртакан подстанци проектне те пĕрле тăвăпăр».
Энергетикăра инноваци технологийĕсемпе усă курса импорта улăштарни
Республикăн электротехника кластерĕ вăл — 40 ытла предприяти, тулаша ăсатакан продукцин пиллĕкмĕш пайĕ, энергетикăри инноваци технологийĕсемпе импорта улăштаракан таварсем. Чăваш специалисчĕсем пăрçĕмĕрен флочĕпе Крыма электричество парса тăракан предприятисем валли продукци кăлараççĕ, Беларуçра атом электростанцийĕ тăваççĕ... Халиччен чикĕ леш енчен илсе килнĕ электрооборудованин 30 процентне кĕске вăхăтра вырăнтах хатĕрлеме пуçланă. Пирĕн предприятисен хăвачĕсем хальхинчен пысăкрах ĕçсем тума та çителĕклĕ. Паян ютран туянакан реле хÿтлĕхĕпе автоматика оборудованине йăлтах хамăр çĕршыврах кăларма пулать.
Ку — тĕнче практики
Ют çĕршыври паллă брендлă предприятисене продукци кăларма Европăра тахçантанпах явăçтараççĕ. Çакă пысăк пахалăхлă, конкурентлă тавар тума, сутса услам илме пулăшать. Çав вăхăтрах Раççейре хамăр продукцие «симĕс çутă» парасси, импорта «хĕстересси» вăйланса пырать. Уйрăмах — санкцисемпе хăратакансенне. Пирĕннисем чылай енĕпе ютсенчен çÿлерех тăраççĕ. Сăмахран, «хак — пахалăх» хаклав, меллĕ логистика /проектировщикпе монтажник, туянакан патне çывăх пулни/ тĕлĕшпе. Анчах та ку тулашран пысăк пахалăхлă, хамăр туса кăларман тавара туянмалла мар тенине пĕлтермест. Минпромторгра çапла шутлаççĕ.
Инвестора тимлĕх ытларах кирлĕ
«Сименс» регионсенче хапăл туса кĕтекен нумаййине пăхмасăрах пире суйласа илчĕ. Мĕншĕн тесен вăй хурас текен валли республикăра пур услови те пур: ĕçлĕ лару-тăру, ăста специалистсем, лайăх экологи. Эпир — инвестици илĕртÿлĕхĕпе наци рейтингĕнче улттăмĕш вырăнта. Çакă пуçламăш утăмсем тăвакан предпринимателе те, пурте пĕлекен пурлăх тăвакана та пĕр пек тимлĕх уйăрнине пĕлтерет», — палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
«Манăн çывăх юлташ бизнесмен пулма шут тытнă. Консалтингра ĕçлекенскер тĕплĕн шутласа пăхнă та Чăваш Енре хăйĕн ĕçне пуçлама тĕв тунă. Йăнăшман. Мана алăран çавăтса çÿременни кăна юлчĕ: йăлтах каласа ăнлантарчĕç, условисемпе, кирлĕ çынсемпе паллаштарчĕç. Хам вăя кунта тĕрĕслесе пăхма савăнсах килĕшрĕм, — пĕлтернĕ Infox.Ru корреспондентне Раççей академийĕн патшалăх службипе халăх хуçалăхĕн экспертпа аналитика центрĕн ертÿçи Николай Калмыков. — Çавăнпа та çирĕплетсех калама пултаратăп: ку регионта хамăр бизнесменсене çеç мар, ют çĕршыврисене те хавхалантарма тăрăшаççĕ. Республика ертÿлĕхĕ ĕçе кирлĕ пек йĕркелеме вĕренсе çитнĕ».
Эксперт шучĕпе, пулăшу памалли механизмсене йĕркелесе янинчен ытла уйрăм çынна, специалиста кăсăклантарма пĕлмелле. Вара тин ĕç лайăх йĕркеленсе каяс шанăç пур.
Чăваш Енĕн инвестици илĕртÿлĕхĕ
«Чăваш Республикинче инвестици проекчĕсене пурнăçламалли мелсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Регион кĕске вăхăтрах ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăни чăвашсенчен нумай вĕренмеллине пĕлтерет. Чăваш Ене инвестици явăçтармах пÿрнĕ, — хăй шухăшне палăртнă «Регионсен ăнăçлă аталанăвĕ» конкурс комитечĕн председателĕн çумĕ Анна Беличенко. — Кунти электротехника кластерĕ регион картинчен тухса Раççей шайне çĕкленчĕ. Çак тытăмра тăрăшакансем вуншар çĕнĕ проект пурнăçа кĕртме хатĕр. Вăл шутра — общество транспортне электрификацилесси, нефть уçлакан станцисен оборудованине çĕнетесси, магистральлĕ нефть пăрăхĕсене хÿтĕлесси, промышленноç тытăмĕнче компьютер вирусĕсемпе кĕрешесси, «Мускав — Хусан» маршрутпа хăвăрт çÿрекен пуйăс чукун çул магистралĕн иккĕмĕш линине тума хутшăнасси».
Республика Пуçлăхĕн шучĕпе — тĕллевлĕ, малашлăха çул хывма пулăшакан пысăк проектсем ытларах кирлĕ.
Василий СОРОКИН