Комментировать

27 Дек, 2016

«Фанфурик» сиенĕ тавра

Раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Общество палатин конференц-залĕнче спирт хутăшĕллĕ продукцирен халăха пистерессипе çыхăннă ыйтусемпе брифинг иртрĕ.

 Иркутск облаçĕнчи синкерлĕ инкек ахрăмĕ паян кунччен те хăй пирки аса илтерсех тăрать: вун-вун çын сыватмăша лекнĕ, 74-шĕ вара пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Йывăр чир-чĕрпе асапланнипе мар, спирт хутăшĕ ĕçнине пула... Чăваш Енре суррогатлă алкогольпе наркăмăшланассине сирес енĕпе республика Пуçлăхĕ пуçарнипе тивĕçлĕ мерăсем йышăннă: спирт продукцийĕн, çав шутра косметикăра усă курма палăртнисенне те, çаврăнăшне çирĕп йĕркепе тĕрĕслесе тăраççĕ. Хальлĕхе вĕсем пурте техника регламенчĕсене тивĕçтернĕ.

ЧР ШĔМĕ юпа-чÿк уйăхĕсенче ирттернĕ тĕрĕслевсен 35 материалĕнчен 10-шĕ тăрăх йĕркене пăсакансене явап тыттарнă, ыттисене малалла тишкереççĕ.

Специалистсен шухăшĕпе — спирт хутăшĕсене ĕçсе сиенленессине хирĕç пĕрлехи вăйпа кĕрешмелле: гражданла позицие ÿстермелле, явап тыттармалли майсемпе усă курмалла. «Сыв-лăхлă наци» волонтерĕсем «фанфурик» сутнипе интересленсе 2014 çултах рейдсем ирттереççĕ. Сиенлĕ хутăша кашниех туянма пултарать иккен. Çакă Административлă право йĕркине пăснин кодексне хирĕçлемест /сăмах май, РФ Президенчĕн хушăвĕпе чару саккунĕ çитес çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕр пулмалла тата спирт хутăшĕсене çывăх вăхăтра алкоголь продукцийĕ-пе танлаштараççĕ/.

Общество организацийĕн хастарĕсем йĕркеленĕ ыйтăм хуравĕсем тăрăх 1286 çынран 76 проценчĕ çакăн йышши им-çама сивлет, 11 проценчĕшĕн — пур-пĕрех, 13-шĕ — сутнине ырлать.

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова аптекăсен ĕçченĕсемпе нумаях пулмасть тĕл пулса калаçнин витĕмĕ те пысăк. Лилия Дорофеева педиатр-нарколог палăртнă тăрăх — çул çит-мен çамрăксен алкоголизмĕ сарăлни обществăна сисчĕвлентермелле: кăçалхи 11 уйăхра психоактивлă хатĕрсемпе вĕсем иртĕхнĕ 427 тĕслĕхе шута илнĕ.

Волонтерсенчен пĕри — çул çитмен çамрăк рейд вăхăтĕнче хулари аптекăра спирт хутăшĕллĕ «Асептолин» эмел препаратне çăмăллăнах туяннă. Чăн та, сутуçă мĕн тĕллевпе туянас шухăшлине уçăмлатасшăн пулнă. Ÿте сĕрме илнине пĕлтерсен укçа тÿлеттернĕ, анчах чек çапса паман. Урăхла каласан, республика бюджетне кĕмелли нухрат уйрăм çын енчĕкне пуянлатнă.

Асăннă мероприяти хыççăн ЧР Общество палатинче «çавра сĕтел» хушшинче ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, ЧР транспорт тата çул- йĕр хуçалăх министрĕн за-местителĕ — финанслас енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Алексей Тимофеев, ЧР Общество палатин председателĕ Алексей Судленков, асăннă палата членĕсем, ветерансен тата инвалидсен общество организацийĕсен представителĕсем çăмăллăхпа усă куракан граждансене тÿлевсĕр çÿревпе ятран тата кирлĕлĕхе кура тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Бюджет кăткăслăхне пула ЧР Министрсен Кабинечĕ ĕç ветеранĕсен, вăрçа хутшăннисен, инвалидсен тата граждансен ытти категорийĕн общество транспорчĕпе тÿлевсĕр çÿремелли ирĕкне 2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пăрахăçлама йышăннă.

Алексей Тимофеев çирĕплетнĕ тăрăх — çакă çăмăллăх карточки вăйне çухатнине пĕлтермест: малашне вăл электронлă енчĕк пулса тăрать. Унта çÿревшĕн укçа куçармалла. Кун пек чухне граждансем хăйсен нухратне 20 процент таран перекетлеме пултараççĕ. Çăмăллăхпа усă куракансене компенсаци тÿлеççĕ: хулари пассажир транспорчĕн пĕр тĕсĕпе /автобуса е троллейбуса уйрăммăн суйламалла/ çÿремелли билета 700-750 тенкĕ тÿлесе илнĕ çынсене ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви 150 тенкĕ тавăрса парать.

Валентина СМИРНОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.