Комментировать

24 Дек, 2016

Çитĕнÿсем хавхалантараççĕ

Чăваш Ен спортсменĕсем пĕрин хыççăн тепри çĕнтерÿсемпе савăнтараççĕ. Иртнĕ эрне вĕçĕнче хĕллехи спорт тĕсĕсене кăмăллакансемшĕн Чехирен ырă хыпарсем чарăнми вĕçрĕç. Татьяна Акимова биатлонист Тĕнче кубокĕн ăмăртăвĕсенче ылтăнпа бронзăна тивĕçрĕ.

Чăваш биатлон шкулĕн воспитанникĕ эрнекун спринт ăмăртăвĕнче пĕрремĕш пулса тăчĕ. Татьяна кун пек çитĕнÿ тăвасса нумайăшĕ кĕтмерĕ-тĕр. Анчах вăл паянхи биатлонăн чи вăйлă та паллă спортсменĕсене хыçа хăварма пултарчĕ! Ăнăçу пирĕн енче пулчĕ темелле.

«Çĕнтернине хам та ĕнен­местĕп-ха. Лайăх чупса тухрăм. Малтанхи çаврăмра Вирерпа ĕçлерĕм, юлашкинче — Коукаловăпа. Ăмăрту пуçламăшĕнчех мана Вирерпа пĕр шайра ĕçлеме çăмăллине, хам çакна пултарнине туйрăм. Май пур таран лайăхрах чупса тухас тĕллев лартнăччĕ-ха, анчах кунашкаллинех ĕмĕтленменччĕ. Малашне те лайăх пуласса шанатăп», — тенĕ вăл финиш хыççăн «Матч-ТВ» телекуравăн тÿрĕ эфирĕнче.

Татьяна Акимовăшăн ку ылтăн Тĕнче кубокĕсенчи пĕрремĕш медаль пулса тăчĕ. Шăматкунах вăл иккĕмĕшне те çĕнсе илме пултарчĕ. Пĕр-пĕринпе тупăшса чупнă дистанцире вăл виççĕмĕш тухрĕ. Ун чухне те хăйĕн результачĕпе кăмăллине пĕлтерчĕ.

Чехири Тĕнче кубокĕ вырсарникунхи ăмăртупа вĕçленчĕ. Чăваш хĕрĕ унта та чи маттур 10 спортсмен йышне кĕме пултарчĕ. Черетлĕ кубока пĕтĕмлетсе, чăваш хĕрне хакласа Раççей биатлонĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Александр Касперович акă мĕн каланă:

«Нове-Местора чăннипех ăнăçлă тапхăр иртрĕ. Татьяна Акимова хăйне лайăх енчен çеç кăтартрĕ».

Александр Касперович çавăн пекех Татьяна Ольга Подчуфаровăпа, Ульяна Кайшевăпа кăрлач уйăхĕнче Германире иртекен Тĕнче кубокне хутшăнасса пĕлтернĕ. Вăл çĕнĕ çулăн иккĕмĕш кунĕнче пуçланĕ. Ентешĕмĕре унта та пысăк çи­­тĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр!

26 çулти чăваш спортсменки Шупашкарта çуралнă. Татьяна Семенова /хĕр чухнехи хушамачĕ/ спорт пурнăçне Çĕнĕ Лапсарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче пуçланă. Пĕчĕк Таня йĕлтĕрпе пĕрремĕш класра вĕреннĕ чухнех чупма тытăннă. Биатлона вуникĕ çула çитсен куçнă. Пĕр вăхăт спортăн çак икĕ тĕсне те тытса пынă, çавăнпах йĕлтĕрпе чупассипе те спорт мастерĕ пулса тăнă. Анчах вăхăт иртнĕ май биатлона суйласа илнĕ.

Таньăн уйрăм тренерĕ — хуняшшĕ Анатолий Акимов. Мăшăрĕ Вячеслав вара юниорсен хушшинче икĕ хутчен Европа чемпионĕ.

Пушă вăхăтра ентешĕмĕр кĕнеке вулама юратать, акăлчан чĕлхине вĕренме тăрăшать. Нумаях пулмасть вуланă кĕнекесен йышĕнче Норвеги йĕлтĕрçин Бьорн Делин биографийĕ-мĕн. Хăй каланă тăрăх, паллă спортсменсен пысăк çитĕнĕвĕсем ăна малалла талпăнма хавхалантараççĕ.

Татьяна НИКОЛАЕВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.