Комментировать

24 Дек, 2016

Владимир ПУТИН: “Палăртнине пурнăçлатпăр”

Владимир Владимирович черетлĕ пресс-конференцие умсăмахсăрах пуçларĕ, çакăн пирки хăйĕн пулăшаканĕсемпе калаçса татăлнине пĕлтерчĕ. “Ыйту-хурав” формата, йăлана кĕнĕ тăрăх, Кремле çывăх журналистсем пуçларĕç. “Маяк” радиостанци пурне те хумхантаракан ыйтăва çĕклерĕ — Раççей экономики хăш шайра паян? Тĕпне хăçан çитетпĕр? Çав вăхăтрах иртнĕ пресс-конференцире Владимир Путин журналистсен кăмăлне кулăшпа çĕклеме тăрăшнине аса илтерчĕ. “2015 çул шурă йăрăмлă пулчĕ”. Халĕ мĕнле йăрăм çинче эпир — шурри-и е хури-и?

Сăпайлă пулсан та — ÿсĕм

Паллă ĕнтĕ, экономикăри ла­ру-тăру — чи кăткăссисенчен, чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Çавăнпа та ăна хуравламашкăн экспертсене явăçтарса ятарласа хатĕр­леннине палăртрĕ Президент. ВВП, сăмахран, иртнĕ çул чакнă — 3,7%. Чÿк уйăхĕнче вăл кăшт ÿсни паллă. Ку машиностроенири, çул-йĕр техники, хими, çăмăл, тирпейлекен промышленноçри, ял хуçалăхĕнчи лару-тăру лайăхланнипе çыхăннă. Паянхи куна ÿсĕм 4,1% танлашать. Чи кирли — çак аталанăва сыхласа хăвармалла.

Инфляцие те çакăнпах çыхăнтарма сĕнчĕ Владимир Владимирович — кун пекех пырсан унăн шайне, тен, 4 таран антарма хăват çитĕ.

“Хăрушсăрлăх минтерĕ” вара ÿснĕ те: Раççейĕн ылтăнпа валюта саппасĕ çулталăк пуçламăшĕнче 308 млрд пулнă тăк халĕ — 385 ытларах.

Транспорт тиевĕ ÿсни те куçкĕрет — апла тăк промышленноç хускалма пуçланă.

Татса паман ыйтусем, паллах, пур. Калăпăр, халăхăн пурнăç шайĕ пĕр вырăнта тăрать. Çапах та юлашки вăхăтра шалу, сăпайлăн пулин те, ÿсни паллă. Ăна малаллах аталантармалла.

Çĕршыв шайĕпе демографи ыйтăвне татса панă теме çук. Çапах та çын вилесси чакнă. Çакна палăртма пулать — эпир хамăр палăртнă çулпах пыратпăр”.

Кÿршĕсем

Пресс-конференцие Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен кăна мар, ют çĕршыв журналисчĕсем те хутшăнчĕç. Ыйту парас текен питĕ нумай, чылайăшĕ çырсах килнĕ: “Вĕрентÿ”, “Шахмат”, “Студент”, “Кузбасс шахтерĕсем”, “Пенси”, “Ачасем”, “Осаго”, “Сусăрсем”, “Пĕчĕк бизнес прависене хĕсеççĕ”, “Ăçталла юхать Атăл?”, “Польша”, “Украина”... Владимир Путин ыйту паракансене хăй те суйла-суйла илчĕ. “Унта авă “Тутарсем” тесе çырнă. Чăн та, ăçта кайăпăр-ха эпир тутарсемсĕр? — шÿтлерĕ Владимир Владимрович. — Мĕн хумхантарать сире?” Маларах кайса çакна та каласа хăварам, çĕршыв ертÿçине ыйту памашкăн пушкăртсем те тивĕçрĕç. Пĕрремĕшсене “таса мар” банксем хумхантараççĕ пулсан иккĕмĕшсем экономика хăрушсăрлăхĕ пирки сăмах хускатрĕç.

Банк тытăмĕ çумĕнче тутарсен мĕн ĕç пурри тĕлĕнтерчĕ Президента. “Эх, чее те”, — каллех шÿтлерĕ вăл. Ыйтăва хуравланă май Владимир Владимирович Раççей Тĕп банкĕ Тутарстан ертÿлĕхĕпе тачă çыхăну тытса ĕçленине палăртрĕ, мĕншĕн тесессĕн асăннă регион çĕршывра лидерсенчен пĕри шутланать. Тĕп банк паян тĕрĕс мар ĕçленине никам та калама пултараймасть. Уйрăм çынсен тата юридици сăпатĕнчисен прависене гарант тытăмĕ хÿтĕленине палăртрĕ Президент.

Шавлă ĕçсем

“Эхо Москвы” Президент Çырура каланă сăмаха аса илтерчĕ: “Коррупци пысăк ĕçĕсене шоуна çавăрмалла мар”. Çав вăхăтрах коррупципе тесе çаклатнă çынсенчен хăшĕ-пĕрин ĕçĕн пĕлтерĕшĕ те çук-мĕн. Анчах та чăнлăх çиеле тухиччен МИХсем çынна çапса хуçаççĕ, шăпине аркатаççĕ. Калăпăр, Андрей Бельяниновпа çапла пулса тухрĕ. Алексей Улюкаевпа хăйĕнпе калаçнă-и тата Президент? Борис Немцова вĕлернĕ ĕç-пуçа уçăмлатасси мĕнле пырать?

Владимир Владимирович кун йышши ĕçсене хăй сăнаса тăнине пĕлтерчĕ. Должноçри çынсем те преступлени тунинчен тĕлĕнмелли çук, шел те, Раççейре те, чикĕ леш енче те тĕл пулаççĕ кун пек тĕслĕхсем. Президент Бельянинов тĕлĕшпе нимĕнле ĕç те пуçарманнине, Улюкаевпа вара хăй калаçманнине пĕлтерчĕ. Çакна тĕпчекен ятарлă органсем пур, ĕç вĕçне суд пăнчă лартĕ.

Укçа çитменнишĕн мар

Президентăн çу уйăхĕнчи указĕсем пирки те сăмах хускатрĕç пресс-конференцире: пурнăçлатпăр-пурнăçлатпăр, укçи-тенки вара çитсе пымасть пулмалла... “Роснефть” компанин акцийĕсен пысăк пайне çавăнпах сутса янă-и? Президент ку ыйтупа кунĕпех калаçма май пуррине каларĕ. Акцисене сутнинче вара нимĕн япăххине те курманнине палăртрĕ. Çĕнĕ хуçасем килни экономикăна ырă витĕм кăна кÿрет. Укçа-тенкĕ тенĕрен, “Роснефтьшĕн”, сăмахран, ют çĕршыврисем хăйсен пайне Раççей хыснине куçарнă та ĕнтĕ — 700 млрд ытларах.

“Пуриншĕн те эпĕ айăплă-и?”

Владимир Владимирович йĕркелекен тĕлпулусене хутшăнма хама та тÿр килнĕ, çавăнтанпах вăл тĕл тата питĕ çивĕч шÿтлеме пултарнинчен тĕлĕнме пăрахаймастăп. Калăпăр, «Уолл-стрит джорнэл” представителĕ: “Çитес çул вăхăт çитмесĕрех Президент суйлавĕ иртмĕ-и?” — тесе кăсăкланчĕ. “Сире хăш çĕршыв кăсăклантарать?” — ахăртнех, Америкăра нумаях пулмасть иртнĕ суйлавра Раççей витĕмĕ пуррине тĕнче илтмелĕх шăв-шав çуратнипе çыхăнтарчĕ хурава Владимир Путин. Çак кăларăмах Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсемпе кăсăкланчĕ. Владимир Владимирович АПШ малтанхи ертÿçи çак ыйтăва мĕншĕн çĕкленине ăнланманнине палăртрĕ. “Вĕсем никам кĕтмен, никам ăнланман çĕртен хăйсем чи вăйли пулни пирки калаçма пуçларĕç. Ара, кун пирки никам та иккĕленмест-çке”. Çав вăхăтрах Раççей нимĕнле агрессор умĕнче те пуçа пĕкмессине палăртрĕ çĕршыв ертÿçи.

Америка пирки сăмах хускатнă май журналистсем Барак Обама каланине Путин мĕнле хакланипе те кăсăкланчĕç. Юлашки пресс-конференцире Обама хăй ертсе пынă çĕршыври республиканецсен 37% Путина кăмăлланине палăртнă. Çакна пĕлсен Рональд Рейган тупăкра тепĕр майлă çаврăнса выртнă ахăр... “Эсир тĕнчере чи вăйли пулса тухать капла. Эпир, паллах, çакăншăн савăнатпăр кăна. Анчах та эсир хăвăра çак рольте мĕнле туятăр?” — кăсăкланчĕ МИХ представителĕ. “Тупăкра кам тепĕр майлă çаврăнса выртнине калаймăп, паллах, — хуравларĕ Владимир Владимирович, — анчах та Америка хăйĕн кашни ăнăçсăрлăхне тулашри сăлтавпа çыхăнтарать. Демократсем Президент суйлавĕнче кăна мар, Сенатра та, Конгресра та выляса ячĕç — уншăн та эпĕ айăплă-и?”

Спорт, кредит, экологи

Спорт тематикипе çыхăннă журналистсене, паллах, допинг ыйтăвĕ калаçтарчĕ. ВАДА малашне те ĕçлĕ-и е ун вырăнне урăх­хи килĕ-и?

Раççейре допинг ыйтăвĕ пуррине Президент та йышăнчĕ. Ку енĕпе ĕçлемелле пирĕн — МОКпа, ВАДАпа тата ытти организаципе çыхăнса. Допинг ыйтăвне Следстви комитечĕ, прокуратура тĕпчет. “ВАДА ĕç-хĕлне вара эпĕ хак параймăп — ку енĕпе МОКăн хăйĕн сăмахне каламалла. Çапах та ĕç пуриншĕн те уçăмлă тата ăнланмалла пулмалла”.

Алтай тăрăхĕнчен çитнĕ журналист регионсен кредит парăмĕ пирки сăмах пуçарчĕ — ку пуриншĕн те çивĕч ыйтăва çаврăнчĕ. Президент пур региона та пулăшма тăрăшнине палăртрĕ: донорсене, Мускав хули тата облаçĕ пеккисене — аталанма. Ыттисене вара — кредита тавăрса пама. Кăткăс лару-тăрура хальлĕхе — 5 регион. Ыттисем ыйтăва татма тăрăшаççĕ.

Залра “Экологи” тесе çырнине курсан Президент хăй микрофона унталла пама ыйтрĕ. Пушшех те — 2017-мĕш Экологи çулталăкĕ пулмалла. Анчах та чиновниксем каллех алă усса ĕçлемĕç-и? Владимир Владимирович шăпах çак ыйтупа Халăх фрончĕн черетлĕ форумĕнче калаçнине пĕлтерчĕ. Вăрмана упраса хăварасси çинче пусăм турĕ. Ку ыйтупа журналистсене хăйсене те хастартарах ĕçлеме чĕнсе каларĕ.

Социаллă ыйтусенчен пăрăнса иртмĕç

Пенза тăрăхĕнчен çитнĕ журналиста, çамрăк пулин те, пенси ыйтăвĕ канăçсăрлантарать. Саккунпа килĕшÿллĕн, граждансен хăш-пĕр категорийĕ тивĕçлĕ канăва маларах тухма пултарать. Анчах та çак правăна халĕ судра ĕнентермелле. Мĕн кĕтет пенсионерсене çитес çул? Президент пирĕн çĕршыври пенси тытăмĕнче улшăнусем пулса иртнине аса илтерчĕ. Маларах тухас йĕрке пирки вара шухăшласа пăхмалла, халăхпа сÿтсе явмалла. Пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ, çулталăк пуçламăшĕнче тивĕçлĕ канурисем 5000 тенкĕ илĕç, тупăша, статуса пăхмасăр. Пенсисене индексациленинчен пысăкрах ку. Çитес çул вара малтанхи йĕрке патнех таврăнĕç — пенсие индексацилеме тытăнĕç.

Ют çĕршыв ыйтăвĕсемпе

Украинăпа çыхăннă тĕрлĕ ыйту янăрарĕ пресс-конференцире. Раççее айăплама та пăхрĕç çак çĕршыв представителĕсем. Путин тивĕçлĕ канăва кайсан та Раççей çарĕ Украинăшăн оккупант пулса юласса палăртрĕç. “Чи кирли — Украина çарĕ украинсемшĕн оккупант ан пултăр”, — яланхиллех çивĕччĕн хуравларĕ Президент. Çакна хирĕçлесе мĕн калăн?

Украинăсăр пуçне Сирипе, Польшăпа, Иракпа, Турципе çыхăннă ыйтусем пулчĕç. Сирири Алеппо хулине Анăç пулăшăвĕсĕрех ирĕке кăларнă. Унта халĕ малалла ĕçлемелле — вăрçа пачах та чарса лартмалла, хирĕçекен енсене мирлештермелле.

Польша 1-мĕш борчĕ шутланнă самолет инкеке лекни пирки вара Путин калаçма чарăнмаллине палăртрĕ. “Ку ыйтупа спекуляци тума чарăнмалла. Эпĕ расшифровкăна хам вуланă: Президент хуралĕ пилот кабинине кĕрсе самолета хăть те мĕнле майпа антарса лартма хушнă — летчик шарт та март хирĕçленине пăхмасăр”.

Ирак курчĕсем хăйсен шăпипе кăсăкланнине хирĕç вара Раççей Президенчĕ ют çĕршывăн шалти политикине хутшăнмассине каларĕ.

Турци представителĕн икĕ çĕр­шыв хутшăнăвĕ пирки чунĕ ыратни сисĕнчĕ. Тин кăна лару-тăру йĕркеленме пуçланнă пек­чĕ, хăш-пĕр вăйсем пăтратсах тăраççĕ. Е Раççей самолетне пер­­се антараççĕ, е Турцире влаçа вăйпа улăштарасшăн, е пирĕн çĕршывăн çав çĕршыври посолĕн пурнăçне татаççĕ... Мĕнле аталанĕç малашне хутшăнусем? Владимир Владимирович усал вăйсем ырă пуçарусене пăсаймасса шантарчĕ.

Налук, чĕрчунсем

Налуксемпе ытти тÿлев пирки те пычĕ калаçу. Президент çĕршывра налукăн виçĕ тĕсĕ кăна пулнине аса илтерчĕ — шалу, куçман пурлăх тата транспорт тĕлĕшпе. Ытти — урăх тÿлев. Шалу тĕлĕшпе налук тĕсне — пурте 13% тÿлеççĕ — тĕрĕс суйласа илнĕ темелле. Налук пуçтарасси çавна май, калăпăр, 13% ÿснĕ. Пуянраххисен ытларах тÿлемелле-и? Пулĕ. Анчах та кун пек вĕсем тупăша пытарма пуçлĕç. Ытти тÿлев пирки пĕр сăмахпа калама çук — кашни муниципалитет хăй татса парать. Çапах та çĕршывра налукпа çыхăнман тÿлевсен реестрне тума палăртнă. Унсăр пуçне федераци шайĕнче тарифсене пĕр шайра тытса тăма палăртнă. Ку вара инфляцие тÿрремĕн витĕм кÿрет.

Çĕршыва кисретнĕ пулăмсем пирки час-часах сăмах хускалчĕ. Паян Раççейре такам правине хÿтĕлекен уполномоченнăй та пур — этем, ача, предприниматель... Çав вăхăтрах чĕрчунсене никам та хÿтĕлемест. Владимир Владимирович вĕсен хуçисем пуррине аса илтерчĕ. Тепĕр журналист вара пур чĕрчунăн та хуçи çукки пирки сăмах хускатрĕ. Президент ку ыйту та çивĕччисенчен пĕри пулнине палăртрĕ — йытă кĕтĕвĕ çынна тапăннă тĕслĕх сахал-и? Саккунăн хăш-пĕр статйине çирĕплетес ĕç пуçланнине пĕлтерчĕ.

Робот та сĕнчĕç

Темĕнле ыйтупа та сăмах хускатрĕç журналистсем. Путин юратупа курайманлăх ыйтăвне хуравлама кăна килĕшмерĕ: “Капла эпир çĕрĕпех ларăпăр”. Кăçал тата Президент пуканне йышăннăранпа мĕнле йăнăшсем тунипе, вĕсенчен хăшĕ чи пысăкки пулнипе те кăсăкланчĕç МИХ представителĕсем. Путин ку ыйтăва та кĕскен кăна хуравларĕ: “Халиччен пĕрре кăна мар калаçнă кун пирки. Йăнăшасси такамăн та пулать. Пĕтĕмлетÿсем тăватăп. Тÿрленетĕп”.

Президента Кремльте роботпа усă курмашкăн сĕнекен те тупăнчĕ. “Ку мел промышленноçра аван, — пулчĕ хурав. — Миллион-миллион çын шăпине татса панă май яваплăха робот çине куçарни вырăнсăр пулĕччĕ”.

Паллах, зал тулли пуçтарăннă пур журналистăн ыйтăвне те 3 сехет те 50 минута тăсăлнă пресс-конференцире хуравласа ĕлкĕреймерĕ çĕршыв ертÿçи. Телее, МИХсем тÿрремĕн парайман ыйтусене хăйсен кăларăмĕсен страницисенче, теле-, радиоканалсенче хускатма пултараççĕ. Влаç представителĕсем вĕсене хуравсăр хăвармасса шанас килет.

Маргарита ИЛЬИНА хатĕрленĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.