Комментировать

24 Дек, 2016

Музей валли - пĕрремĕш экспонат

Эрне пуçламăшĕнчи Кино кунĕ республикăн кинотеатрĕсенче илемлĕ фильмсем кăтартнипе асра юлчĕ. Уявра курав залне тÿлевсĕр кĕртнине хăнăхса çитрĕмĕр ĕнтĕ.

Çак кун Чăваш наци музейĕ фильм ÿкерекенсене, сăнар калăплакансене, çак ĕçе пичетре кăтартакансене пуçтарчĕ. «Кинори ĕç çыннин çулталăкĕ» проект авторĕ Светлана Асамат кăçалхи чи пĕлтерĕшлĕ мероприятсем çинче чарăнса тăчĕ. Чăвашкино пуçарса яракансем Иоаким Максимов-Кошкинскипе Тани Юн çуралнă ялсене çитнĕ, унта тĕлпулусем йĕркеленĕ. Çавнашкалах кинора ÿкерĕннĕ хĕрарăмсене чысланă, фильмсене сÿтсе явнă.

Республикăри кинематографистсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Олег Цыпленков ача чухне фильм тÿлевсĕр курас тесе ялти киномеханика пулăшни çинчен каласа кăтартрĕ. Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕн сумĕ ÿссе пыни те хăпартлантарать ăна. Пĕлтĕр çак мероприятие ирттермешкĕн йывăртарах пулнă. Кăçал вара кинофестивале регионсен хушшинчи «Культура урлă — халăхсен килĕшĕвĕ патне» форум программине кĕртме май килнĕ. Çакăншăн Олег Михайлович республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева, ЧР культура министрне Константин Яковлева тата унăн çумне Вячеслав Оринова тав тăвать. Раççейре Кино çулталăкне пĕлтерни те шухăшланине пурнăçа кĕртме пулăшнă вĕсене.

Чăваш кинематографисчĕсем документ фильмĕсене тата мультфильмсене экран çине ытларах кăларасшăн. Ят-сум çĕнсе илнĕ çын е пĕлтерĕшлĕ пулăм çинчен каласа кăтартакан ĕçсем, сăмахран, çĕршер çул иртсен те хăйхаклăхне çухатмĕç.

Чăваш хĕрĕн чун çирĕплĕхĕ

Кăçал «Асам» фестивальте «Сурăм хĕрĕ» илемлĕ фильм Гран-прие тивĕçнĕччĕ. Унăн режиссерĕ Леонид Карсаков Юрий Скворцовăн калав-повеçне халăх, çав йышра хăй те, юратса вуланине палăртрĕ. Ирина Верьялова артисткăна тĕслĕх вырăнне илсе кăтартрĕ вăл. Театр артистки фильмра чăваш хĕрĕн чун çирĕплĕхне кăтартма пултарнă.

«Ку фильма экран çине кăларнăранпа 12 çул иртрĕ. Пирĕн театр артисткисем Ирина Верьяловăпа Надежда Кириллова номинацисенче çĕнтернишĕн савăнтăм.

Кино ÿкернĕ вăхăтра Етĕрне районĕнчи Тури Ачакра пурăнтăмăр. Ун чухне икĕ хутлă чăваш кĕпи суйласа тăхăннăччĕ. Кайран ăна хамах парнелерĕç. Çав кĕпене çак таранчченех упрарăм. Пурăна-киле кино музейĕ те пулĕ. «Сурăм хĕрĕ» фильмра ÿкерĕннĕ чăваш çи-пуçĕ унта вырăн тупасса шанатăп», — сăмах илчĕ Раççей халăх артистки Нина Яковлева. Пĕрремĕш экспоната Леонид Карсакова тыттарчĕ вăл. Халĕ музей валли вырăн кирлĕ. Артур Галкин пай пуçлăхĕ электрон тата кинодокументаци патшалăх архивĕнче кĕтес сĕнчĕ.

Нина Михайловна сăн ÿкерме юратать. Унăн ĕçĕсенче «Сурăм хĕрĕ» фильм саманчĕсем те, кану вăхăчĕ те сăнланнă. Музейре вĕсем валли те вырăн тупăнĕ.

Сăхман арки айĕнче

Таисия Бычкова ĕмĕр тăршшĕпех киномеханикра ĕçленĕ. «Ялта кино кăтартнине пĕлсен сивве пăхмасăр килтен тухса утрăм. Вырăна çитсен пăхатăп: пĕри — çăмарта, тепри çăнăх парса курав залне кĕрет. Эпĕ пушă алăпах килнĕ. Сăмса юхтарса тăратăп. Юрать виçĕ Зоя çитсе кĕчĕç. Пĕри сăхманĕпе хупларĕ те эпĕ унăн ури çине пусрăм — çапла шала кĕрсе кайрăмăр. Çакăнта маншăн кино тĕнчи уçăлчĕ. Пĕрре экран çине пăхса, тепре киномеханик енне çаврăнса фильм пĕтнине те сиссе юлаймарăм», — аса илÿ çăмхине сÿтет хĕрарăм. Çерем уçса каялла таврăннă чухне Саратовра чарăннă вĕсем. Шăпах çакăнта юпа çине киномеханика вĕренме йышăнни çинчен пĕлтерÿ çыпăçтарса хăварнă. Ĕмĕчĕ çитессе шанса ташша янă хĕр... Унăн ĕçтешĕ Валентина Медведева та киномеханикра ĕçленĕ çулсене ăшшăн аса илет.

«Раççейри Кино çулталăкĕ вĕçленет пулин те фильм ÿкерес ĕç малалла пырать», — пĕтĕмлетрĕ Светлана Васильевна.

Республикăри кинематографистсен пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕ Олег Цыпленков Пĕтĕм чăвашсен «Асам» II кинофестиваль ĕçне анлă çутатнăшăн «Хыпар» Издательство çурчĕн корреспонденчĕсене — Марина Тумалановăна, Вера Ивановăна, Ирина Никитинăна, Нина Царыгинăна — Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Марина ГРИГОРЬЕВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.