Комментировать

24 Дек, 2016

Симĕс юрату

— Сан юратăву мĕн тĕслĕ?

— ???

— Мана мĕнле тĕспе саватăн?

— Ăнланмарăм.

— Юрать. Эппин, манран ыйт.

Анасланă май тутлăн карăнчĕ те аран илтĕнмелле:

— Вара? Мĕн тĕслĕ? — терĕ.

— Симĕс!

Ним ăнланмасăр тинкерчĕ вăл.

— Симĕс, — тепĕр хутчен палăртрăм эпĕ.

— Мĕншĕн хĕрлĕ мар?

— Хĕрлĕ вăл — пушар, çулăм, кăвайт. Хăть те мĕн те.

— Анчах "юрату" тесен пурте хĕрлĕ тĕс пирки аса илеççĕ-çке.

— Çук, пурте мар. "Çунакансем" çеç.

— Эс çунмастăн-ха эппин?

— Çук.

— Тавах. Ирпе ирех эсĕ маншăн пачах çунманнине илтме питĕ кăмăллă, — кулчĕ вăл шÿтлĕн кÿренсе.

— Япăх-и вара ку? Шухăшласа пăх-ха: малтан манра кăвайт чĕрĕлет. Эпĕ хĕрме тытăнатăп. Çулăм вăйлансах пырать, мĕншĕн тесен эсĕ вут пăрахсах тăратăн. Аса ил-ха: малтан меллĕ вырăн тупатăн, унтан çывăхра типĕ турат пухатăн — ăшă та çепĕç сăмахсем калатăн ĕнтĕ. Ку кăвайта чĕрĕлме çителĕклĕ. Кайран шултăрарах турат пăрахатăн. Анчах вутă пухнă вăхăтра ывăнса çитетĕн, халтан каятăн. Кур-ха: çулăм ялкăшса çунать, ăшăтать — сана урăх мĕн кирлĕ-ха? Часах кăвар вăйсăрланма тытăнать. Ăна сÿнтерес мар тесе вут пăрахас — юнашар нимĕн те çук. Айккине кайса пуçтарас — вăй-хал çитмест. Киленĕве тăсас тесен çири тумтире хывса ывăтма пулать-ха, анчах вăл та вăхăтлăх çеç. Çулăм пурпĕр сÿнет. Çулăмран тĕтĕм çеç юлнă пек хĕрлĕ юрату ним мар сăррине куçать. Сăрă тĕс вара тем тесен те юрату валли мар.

— Çапла, — халĕ унăн ыйхи вĕçнĕччĕ ĕнтĕ. — Сарри? — йăл кулчĕ вăл.

— Ун пирки калаçас та килмест. Сутăнчăк тĕс. Малтанах илĕртет. Эсĕ ун çине пăхатăн-пăхатăн та сасартăк пĕтĕм тавралăха сарă тĕс çапать. Куçа йăмăхтарса ыраттарать.

— Юрать. Ăнлантăм. Хура тĕс те юрату валли мар-ха.

— Çук, тăхта. Кăмăл-туйăм тĕрлĕ тĕслĕ пулать. Юрату — асамат кĕперĕ. Вăл кашнинчех урăх тĕспе çаврăнать.

— Хурипе мар ĕнтĕ.

— Мĕншĕн — çук? Юрату çынна усаллатни, хаярлатни тĕл пулмасть-и вара? Çынсем пĕр-пĕрне мĕнле витĕм кÿни пирки калаçатпăр-çке. Ку сăрăсем хутăштарнă пекех. Калăпăр, эсĕ — шурă, эпĕ — хура тĕс. Хутăштарсан хăшĕ çĕнтерет?

— Паллах, хури.

— Хăшĕ нумайрах — çавă вăйлăрах. Сăрăсене пĕр тан виçепе илсен те таса тĕс сыхланса юлаймасть — таса-хура е таса-шурă пулмасть. Иккĕшĕнчен пĕри хăйĕнчен тăкăнса тăракан тĕсе теприне парать. Лешĕ ăна е турткалашмасăрах йышăнать, е тĕссен шайлашăвĕшĕн кĕрешме тытăнать. Ĕç-пуç хăть те мĕнпе вĕçленсен те — нихăшĕ те хăйĕн чăн тĕсне хăвараймасть. Сăрăсем хутшăннă ĕнтĕ.

— Хĕрлĕ кăвак, — сăмах чĕнчĕ эпĕ мĕн каланине пĕр сиктерми итлекенскер.

— Хĕрлĕ кăвак? Çук, мана ку тĕс пачах килĕшмест. Ун пирки калаçмăпăр та.

— Кăвак, янкăр кăвак... — чарăнмасть вăл.

— Янкăр кăвак маншăн — тÿпе, тÿпе — кайăк, кайăк — çунат, çунат — ĕмĕт. Ĕмĕт вара — çамрăклăх. Çавăнпах янкăр кăвак тĕс яшлăхри хутшăнусемшĕн çывăх. Кăвак вара маншăн каçару тĕсĕ.

— Симĕс, — пăшăлтатрĕ вăл эпĕ малалла мĕн каласса чăтăмсăррăн кĕтсе.

Пÿлĕмре пĕр вăхăт шăплăх хуçаланчĕ. Вăл мана куç илми сăнарĕ. Эпĕ малалла мĕн каласса кĕтрĕ. Васкатасшăн пулчĕ, анчах кирлĕ мар сăмах хушса ÿкерекен картинăна вĕçлеймесрен шикленчĕ. Çакна эпĕ те ăнлантăм, вăл та чухларĕ.

— Кашни ир пĕрле вăранатпăр эпир. Кантăкра шуçăм палăрать, çĕнĕ кун пуçланать. Юнашар — эсĕ. Чĕрĕлĕх — акă вăл симĕс тĕс. Мана е хĕвел пайăрки кăтăкласа, е кантăкран çумăр шаккаса вăратать. Хĕлле чÿречерен шап-шурă юр, çулла çимĕс çулçă курăнать. Тулти çанталăк улшăнать, анчах пирĕн пÿлĕмре — çук. Манăн кашни ир санран пуçланать. Эппин, çĕнĕ кун — эсĕ. Ирхи апат хатĕрленĕ май яланах симĕс чей вĕрететĕп. Эсĕ мĕнлине кăмăлланине те пĕлетĕп. Çавăнпах лавкка сентри çинче ăна асăрхасан килте пуçламанни ларсан та туянатăпах. Мĕншĕн-и? Санăн чейне, эппин, сана та, ыттисем валли хăварас килмест. Пĕлетĕп-ха, эсĕ манăн симĕс кĕпене килĕштерместĕн: сана вăл кĕске пек туйăнать. Çавăнпах ăна тăтăшах тăхăнас килет, сана вăрçтарассишĕн мар, шухăшпа та пулин кун каçа уйрăлас мар тесе. Тепĕр чухне эпир пĕр-пĕрне ăнланманран тавлашатпăр та. Манăн кăмăла пĕлсе яланах пĕрремĕш утăм тăватăн. Кун пек чухне эсĕ — кăвак, мĕншĕн тесен — каçаратăн. Мана вара ку самантсенче куçа йăмăхтаракан сарă тĕс ярса илет. Анчах эсĕ мана пырса ыталатăн та — тĕссем хутăшаççĕ. Кăвакпа сарă хутăшсан мĕнле тĕс çуралнине пĕлетĕн-и?

Эпĕ тинех пуçа çĕклесе ун çине тинкертĕм. Вăл аран палăрмалла çеç пуçне сĕлтрĕ.

— Симĕс, — терĕм эпĕ хуллен. — Эсĕ вара мана мĕнле тĕспе саватăн?

Вăл йăл кулчĕ те мана ăшшăн çупăрларĕ.

ЭЛИЗА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.