Комментировать

23 Дек, 2016

Çамрăк пушарнăйсем тупа турĕç

Чăваш Енри çамрăк пушарнăйсен йышĕ çак кунсенче татах пысăкланчĕ — вĕсен ретне тепĕр 85 çын тăчĕ. Шупашкарти экономика-технологи колледжĕн 1-мĕш курс студенчĕсем, «Пушар хăрушсăрлăхĕ» специальноçа суйласа илнĕскерсем, хăйсен юлташĕсемпе ашшĕ-амăшĕ, преподавателĕсем, Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин /ВДПО/ представителĕсем, Раççей МЧСĕн сотрудникĕсем умĕнче тупа турĕç.

Вĕренÿ заведенийĕн спорт залĕнче хĕрлĕрех сарă берет, ятарлă тум тăхăннă çамрăксем ретĕн-ретĕн тăрса тухнă. Вĕсем палăрмаллах хумханни сисĕнет: тупа туни яваплăх çуратать-çке. Çапах никам та хăйĕн шухăшне улăштармарĕ, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор: «Енчен те сирĕнтен хăшĕ те пулин хатĕр мар тăк çакна тÿрлетме вăхăт пур-ха. Ун пеккисем пур-и?» — тесе ыйтсан пулас пушарнăйсем харăссăн хурав пачĕç: «Çук!»

Генерал-майор ирĕк панипе 1-мĕш курс студенчĕсем тупа тума пуçларĕç: «Çăлав ĕçĕн пĕлĕвĕпе ăсталăхне çине тăрса алла илме, кирек ăçта та яланах «Асăрхаттару, çăлав, пулăшу» девиза асра тытма шантаратăп. Çамрăк пушарнăйăн чысне çÿлте тытма, вĕренÿре яланах тĕслĕх кăтартма шантаратăп. Сывлăха çирĕплетме, спортпа туслашма, чăтăмлă пулма, хама тивĕçлĕ тытма, туслăха тата студентсен юлташлăхне хаклама шантаратăп. Хамăн педагогсемпе вĕрентÿçĕсене хисеплĕп, колледж ятне çÿлте тытăп, пирĕн аслă çĕршыв — Раççей — МЧСĕн чыс-мухтавĕпе йăли-йĕркине хаклăп тесе тупа тăватăп…»

Çамрăк пушарнăйсен ретне тин çеç тăнăскерсене Станислав Антонов саламларĕ. Сирĕн хăвăр тупа тунине пурнăçа кĕртме тăрăшмалла: лайăх вĕренмелле, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартмалла. Эсир хăвăр пĕр команда пулнине яланах туйса тăрăр», — терĕ. «Пурнăçăрта пĕрремĕш хут тупа тунă ятпа саламлатăп! Ятарлă тума эсир чыслăн тăхăнса çÿрессе шанатăп. Тăван çĕршывăн тивĕçлĕ гражданĕсем пулма ăнăçу сунатăп сире», — калаçăва тăсрĕ ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Сергей Кудряшов. Республикăри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров студентсем чăн-чăн патриотсем пуласса шаннине палăртрĕ. Шупашкарти экономика-технологи колледжĕн директорĕ, РФ пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, ЧР вĕренĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Устяк çамрăк пушарнăйсем çине пăхма чăнласах та кăмăллине пĕлтерчĕ, «Тупа сăмахĕсем сирĕн чун-чĕрере çырăнса юлĕç», — терĕ. Республикăри ВДПО председателĕ Светлана Сергеева Чăваш Енри çамрăк пушарнăйсем Раççей шайĕнче те пысăк çитĕнÿсем тунине каларĕ. Çĕнĕ Шупашкарти кадетсен лицейĕнчи «Ангелы в боевках» дружина «Раççейри çамрăк пушарнăйсен чи лайăх дружини» конкурсра çĕнтернине пĕлтерчĕ. Республикăри çăлав-шырав службин пуçлăхĕ Николай Глухов çамрăк пушарнăйсен ретне тăнисене практика занятийĕсене хăйсем патне килме чĕнчĕ: колледжпа хысна учрежденийĕ тунă килĕшĕве тĕпе хурса çапла пулмалла та. Çавăн пекех занятисем Раççей МЧСĕн вĕренÿ центрĕнче, пушар чаçĕсенче иртеççĕ.

Шупашкарти экономика-технологи колледжĕнче «Пушар хăрушсăрлăхĕ» специальноçа пĕлтĕр вĕрентме пуçланă. Ăна суйланисен йышĕ пĕчĕкех мар: пĕлтĕр 60 çын пулнă, кăçал — 85. «Присяга тытнă хыççăн яваплăх ÿснине, дисциплинăна тата çирĕпрех пăхăнмаллине ăнлантăмăр», — терĕç çамрăк пушарнăйсем. Паллах, вĕсенчен кашниех малашлăхра çăлавçă пулаймĕ, çапах чи кирли — хĕрсемпе каччăсем кирек мĕнле лару-тăрура та инкеке лекнĕ çынна пулăшма пултарĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.