Комментировать

23 Дек, 2016

Ăсталăхсăр пуçне чăтăмлăх питĕ кирлĕ

Геннадий Иванович ЕГОРОВ Çĕрпÿ район санэпидемстанцийĕн ертÿçи, больницин тĕп врачĕ, райадминистрацийĕн пуçлăхĕ /1992-1996 çç./ пулнă. Красноармейски районĕнчи Тури Вушар ялĕнче 1950 çулта çуралнăскер Хусанти медицина институчĕн санитари-гигиена факультетне пĕтернĕ. Хула-районшăн ырă ĕç нумай тунă. Паян вĕсем пирки мар, вăл ăста сунарçă пулнине шута илсе пушă вăхăта еплерех ирттерни çинчен калаçрăмăр.

Упана Н.Васильев тытнă

— Халиччен эпĕ пĕр сунарçăран та интервью илмен. Сăлтавĕ: вĕсем чĕрчун тĕнчине чухăнлатаççĕ тесе темиçе çул шухăшласа пурăнтăм. Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн çумĕ Владимир Кузюков мана яланах çапла каласа тÿрлетет: «Саккуна пăхăнакан тÿрĕ кăмăллă сунарçăсем чĕрчун йышне пĕчĕклетмеççĕ, ăна ĕрчеме май тăваççĕ. Сăтăрлакансем — браконьерсем». Ĕлĕк упасем кашни ял утарĕнче пыл шыраса çÿренĕ. Халĕ курăнкалаççĕ-и?

— Çынсем 1995 çулта, эпĕ райадминистраци пуçлăхĕ чухне, юлашки хут курнă. Шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Василий Мефодьев телефонпа Ĕмпĕрт Туçа ялĕ патĕнче утаман велосипедпа пынă ачана хăратнине пĕлтерчĕ. Вăл çĕре ÿксе урине çеç шăйăрттарнă. Карабина илтĕм те — милици пайĕн пуçлăхĕпе Кăнар вăрманне кайрăмăр. Кĕтÿçĕ Кивĕ Тутайкасси сунарçи Коля Васильев упана тытнине пĕлтерчĕ те — чун лăштах пулчĕ.

— Сахал йышлă кĕшĕлтисенчен тата хăшĕ пур?

— Хир качаки. Пĕррехинче «Цивильский» совхоз директорĕпе Юрий Федоровпа пĕрле М-7 автоçул хĕррипе Вăрмар пăрăнчăкĕнчен Çĕрпÿ еннелле пынине асăрхарăмăр та курма машинăна чартăмăр. Кустăрма айне е браконьер аллине ан лектĕр тесе Ямаш вăрманне хăваласа кĕртрĕмĕр — самантрах куçран çухалчĕ.

— Ăна 1988 çулта Вăрмарпа Тăвай районĕсенче — 15, 1997 çулта — 180, кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче 286 шута илнĕ. Мĕншĕн ытларах хунаймаççĕ? «Айăплисем — кашкăр, йытă, браконьер!» — ăнлантараççĕ ăсчахсем. Хир качаки — республикăн Хĕрлĕ кĕнекинче: тытма, сăтăр кÿме юрамасть. Эсир ытларах хăш тĕссене тытнă?

— Мулкач, тилĕ, хир сысни, пăши — тивĕçлĕ органсем пăшалтан персе тытма ирĕк паракан лицензипе. Пăшие промысел лицензине кĕртсен бригада членĕсене пуçĕпе ăш-чик органĕсене çеç панă, таса ашне комисси лавккине ăсатнă. Чи пысăк пăши Рынкă вăрманĕнче лекрĕ: таса какайĕ çеç 206 килограмм. Унран мăнăраххине «капкăна çаклатса» курман. Пăшипе хир сысни совет тапхăрĕнче республикăра хальхинчен темиçе хут нумайрахчĕ, çавăнпа лицензи самай ытларах уйăрнă.

— Тÿрĕ кăмăллисем сунар хуçалăхне мĕнле тÿпе хывнă?

— Черетпе тÿлевсĕрех ĕçлесе пăши, мулкач, хир качаки валли утă, милĕк, суланча, хир сысни валли тырă хатĕрленĕ, хĕлле вĕсене вăрманти сырăша илсе çитернĕ, кайăк кăвакалăн хăшпĕр тĕсĕ валли йăва туса çакнă. Чĕрнеллĕ чĕрчунсене кашкăрсенчен хÿтĕленĕ. Промысел лицензийĕпе тытса ашне çĕршывăн апат-çимĕç программине пурнăçлама янăшăн вĕсене пеме спорт лицензийĕ нумай панă — сунарçăсене çапла хавхалантарнă.

— Халĕ чĕрчуна сахал мар пĕтерекен кашкăрсене «серепене лектернĕшĕн» çеç хир сысни тытма ирĕк паркалаççĕ.

— Сунар хуçалăхĕсем иртнĕ ĕмĕрте чĕрчун ĕрчетмелли çирĕпленнĕ паха меслетсемпе халĕ те усă кураççĕ. Райадминистрацин финанс пайĕн ертÿçи Владислав Ефимов, шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Вячеслав Пантелеев, райадминистраци пуçлăхĕнче ĕçленĕ Олег Васильев, ытти нумай сунарçă вĕсене сахал мар пулăшнă.

— Ухатара сунарçă ăсталăхĕ пĕлтерĕшлĕ-и?

— Пĕрремĕш вырăнта! Унсăрăн чупан-çÿрене «мăйкăчлама» йывăр. Пирĕн бригадăна Виçикасси вăрманĕнче пăши тытма лицензи пачĕç. Ăна пăшалтан персе лектерме питĕ йывăр. Хăлхи лайăх илтет. Хăйĕн патне этем е вăрман чĕрчунĕ çывхарнине вун-вун метртан сисет. Çĕнĕ йĕрсене, вĕтлĕх тăррине чăмланине пăхса вăрманта пăшисем апатланнине пĕлтĕмĕр. Халăх контролĕн комитечĕн председателĕ Геннадий Яковлев, çар комиссарĕ Николай Семин вĕсене вăрман хĕрринчен пуçласа эпĕ, ПМК механикĕ Михаил Егоров, ытти сунарçă пăшалсемпе кĕтсе тăракан çĕре хăваласа анчĕç. Мăйракаллăскерсене лектерессишĕн чылай кĕтсе тăтăмăр. Акă умра мĕльт! турĕ — пилĕк патронлă карабинран пĕрре çеç шатлаттартăм. Манран 40-50 метрта кĕтнисем те хап! та хап! тутарчĕç. Шыраса тупрăмăр — умра пăши выртать. «Эсĕ мар, эпир кăнтрăмăр!» — теççĕ. Часах ÿтрен кăларса илнĕ пуля манăн патронпа — 12-мĕш калибрлипе — пенине çирĕплетрĕ.

Меслетне лайăх пĕлнĕ

— Миçе метртан хăçан тĕл лектерсе курнă?

— Хĕлле. Ун чухне Юрий Васильев охотовед «Буран» юрашанпаччĕ. Хăй виçрĕ: Çĕрпÿ таврашĕнчи Мещен вăрманĕнче персе антарнă хир сысни манран 100 метртан кăштах инçерех выртатчĕ. Васильев бригадăпа пĕрле кайса сунар йĕркине пăхăннине тĕрĕслетчĕ. Пирĕн бригада ăна пăсман.

— Вирхĕнсе пыракан хир сыснине тĕл лектерме пысăк ăсталăх кирлĕ пек туйăнать.

— Çапла. Вĕсем çивĕч куçлă мар, хăйсен енне куçакан шăршăран чĕрчунпа этеме пĕр-пĕринчен уйăрса чухлаççĕ. Вара тин çеç хăварнă йĕр тăрăх е сысна шăрши килекен çĕре кайса кĕтĕве шыраса тупатпăр, çавăрса илетпĕр. Ушкăна ами ертсе çÿрет. Ăна тытма юрамасть. Сехĕрленнĕскер кĕтÿ çывăхне этем çывхарнине темиçе метртан туйса хăлхисене чалт тăратать, тарса хăтăлма çул шырать. Тĕп ама этем е тискер чĕрчун шăрши çапакан çĕрелле мар, тепĕр еннелле сиксенех — кĕтÿ ун хыççăн! Çав самантра тĕл персе ĕлкĕрсен ашлă пулатăн. Лектерме çывăха 30-35 метра пымалла. Этем йăпшăнса çывхарнине часах сисеççĕ. Пуля чĕринчен лексен 40-50 метра юн юхтарса çитме вăй çитерет. Çурăм шăмминчен, ытти вырăнтан амантсан инçете тарать — шыраса тупма йывăр. Кун пеккин тĕлне йытăсем хăваласа çитсе кăтартаççĕ.

Умлă-хыçлă — виççĕ!

— Иртнĕ ĕмĕрте республикăра мулкач хальхинчен темиçе хут нумайрах пулнă. Тĕпчевçĕсем вăл сахалланса пынине чир чылай пĕтернипе ăнлантараççĕ. Кун пирки мĕн калатăн?

— Хăшпĕр сунарçă: «Мулкач — ухмах!» — тенине илтнĕ. Айван мар вăл. Чун тытмалăх ăсĕ пур. Шкулта вĕреннĕ çулсенче сĕлĕ уйĕнче хăваласа тытрăм, килте кролик йăвине ятăм. Ирхине апат пама тесе пытăм та — мулкач çук! Икĕ хăма хушăкне кăшласа сарнă та тухса тарнă. Ачасем е аслисем консерв банкисене çурăм урлă çакса ярса хăмла пахчи витĕр иртетчĕç те — хăлтăр-халтăртан хăраса унтан куянсем вирхĕнсе тухатчĕç. Вĕсене плантаци хĕрринче кĕтсе тăнисем темиçе пăшалтан хÿнтлеттернĕ. Патронсене тар, нумай йĕтре ярса тултарнă. Пĕр пăшалĕпе, Ленин ячĕллĕ колхозăн хурал пÿртĕнче çакăнса тăнипе, кĕрслеттерсе пăрçана сăтăрлакан кураксене хăратнă. Институтра вĕреннĕ çулсенче унпа пĕрремĕш куяна, кайран хамăн карабинпа пайтах тытрăм. Çапах чалăш куç ăсĕпе тĕлĕнтерме пăрахмарĕ. Хăйĕн йĕрĕпе хăваласа кайсан çаврăм хыççăн çаврăм туса мана темиçе хут та улталаса хăварнă. Хыçран сунарçă е кашкăр пынине часах пĕлет. Пĕр вырăнтан тарса тепĕрне çитет те юр чавса, тин çеç килнĕ уялла пăхса, хăлхисене тăратса выртать. Тепрехинче сăмса умĕнчен виçĕ-тăватă метра сиксе тарчĕ. Шырарăмăр — тупаймарăмăр. Виççĕмĕшĕнче карабинран умлă-хыçлă виçĕ хутчен кĕррслеттертĕм — виççĕ тытрăм.

— Тĕл пеме ăста иккен. Кам вĕрентрĕ?

— «Сельхозтехникăн» кочегарĕ Анатолий Касаткин. Эпĕ Çĕрпÿри, Куславккари пăшал-винтовкăран пемелли полигонсенче ăмăртнă — вĕçсе пыракан «турилккесене» лектерсе аркатнă. Совет саманинче хими им-çамĕ сапнă тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсем урлă хир тата вăрман куянĕсене, çĕр мулкачне пысăк сиен кÿнине, çавна пула шут чакнине пĕлетĕп. XXI ĕмĕрте йыш çуллен хухнине çав сăлтавпа, чир сарăлнипе, браконьерсем нумай сăтăр кÿнипе ăнлантармалла.

— Тилĕ е мулкач тирне сутнă-и?

— Сунартан таврăнсанах типĕтме каркăчласа çакнă, хатĕрлев кантурне панă. Тепĕр чухне тус-тăвана çĕлĕк, çухав çĕлеме парнеленĕ. Автомобиль завочĕн директорĕ Владимир Степановăн мăнук çуралсан мулкач тирĕсем парса ятăм.

— Кашкăр хÿрине «пăрса» курнă-и?

— Çук. Çĕрпÿ тăрăхĕнче пурăнаймаççĕ, шартлама сивĕре выçăпа аптрасан кăна района килсе çапкаланчăк йытăсене тытаççĕ е фермăсенчен кăларса пăрахнă пăру тушкипе апатланса хырăм выççине ирттеркелеççĕ. Виçикасси вăрманне кайсан кашаман виллине курма тÿр килчĕ. Пăхрăм та хир сысни тарăн çурнăран пурнăçĕ татăлнине пĕлтĕм.

— Иртнĕ çулсенче тата кăçал сунар лаптăкĕсен пысăк пайне сунар хуçалăхĕсене тара пачĕç. Вĕсем йыша ÿстерессе шанатăр-и?

— Арендаторсен пĕр ушкăнĕ икĕ-виçĕ çултанах шута пысăклатĕ. Çапах та теприсем, угодие пушă вăхăтра çемйине, тăван-пĕтене канма май тăвас тĕллевпе илнисем, хунаттарасси пирки иккĕленетĕп. Патшалăхăн вĕсенчен çирĕпрех ыйтмалла, ĕçе лайăхлатмасан вĕсемпе çирĕплетнĕ килĕшĕве татас ыйтăва судра пăхса тухмалла. Ун пек лаптăксене туртса илсе чĕрчун хисепне хушма пултаракан арендаторсене парас шанăç пур.

Андриян хир сысни тытма килчĕ

— Паллă çынсенчен сунарта камсемпе пулса курнă?

— ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Председателĕпе Семен Ислюковпа, Андриян Николаевпа космонавт-летчикпа, вăрман хуçалăхĕн министрĕпе Александр Авершинпа… Андрияна эпĕ райадминистраци пуçлăхĕнче ĕçленĕ чухне илсе килчĕç. Ултă лицензиччĕ. Çĕнĕ Катек вăрманне хир сысни тытма илсе кайрăмăр. Сунарçăсем вĕсене хăратса пĕрремĕш хут ансан кĕтсе тăракансем, çав шутра Андриян патне, пĕр сысна та тухмарĕ. Иккĕмĕш хут хăваласа килсен вăл, темшĕн, палăртнă тĕле тăмарĕ. Мĕншĕн? Халĕ чухлатăп: вăл чĕрчуна шелленĕ пулмалла. Сăмах май, çав кун ултă сысна тытнăччĕ.

— Хĕвелтухăç гороскопĕпе килес çул — Автан çулталăкĕ. Вĕçен кайăк ашне мĕнле пĕçеретĕр?

— Вакласа савăта ярсан шывне сехетрен кая мар вĕрететпĕр. Унта тырă кĕрпи, сухан, ыхра, пăрăç, лавр çулçи ямалла, тăвар калаттармалла.

— Уяв сĕтелĕ çине хир сыснин ашне лартас текенсене мĕнле сĕнÿ паратăр?

— Унăн çу нумай, ашне ăшалама ытлашшипех. Вăл çатма тĕпне ан лартăр тесе вăхăтран вăхăта пăтратса тăмалла. Газ çинче 40 минутран сахал мар тытсан çĕрулми тураса, сухан вакласа ямалла. Мана ытларах пăшин шăн какайне вĕтĕ-вĕтĕ тураса /ăна строганина теççĕ/, пăрăç, тăвар, уксус калаттарса хатĕрленĕ апат килĕшет.

Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.